Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтерме (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаптӑка сухаласа кӑпкалатма, ҫумкурӑкпа сӑтӑрҫӑсене пӗтерме, хӑмла юпи лартма, шпагат, ытти материал туянма, ҫӗнӗ плантацие пӑхма субсиди нумай килнӗ.

Помоги переводом

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Калаковсене икӗ эрнерен документсене хатӗрлесе пӗтерме шантарнӑ.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

- Йӑлтах пӗлсе пӗтерме май ҫук.

Помоги переводом

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

- Пӗр пӗлӗшӗм манра хӑйне евӗр ӑсталӑх пуррине, пухӑнакан энергие ҫапла майпа пӗтерме сӗнчӗ.

— Одна из моих знакомых увидела во мне это умение, порекомендовала расходовать энергию этим способом.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пӗчӗк кӑлтӑксене пӗтерме хыпӑнман пӗчӗк пуҫлӑхсем хӑйсен «хытӑ тирӗпе» ҫӳлли шайри пуҫлӑхсене ура хунине нивушлӗ ӑнланмаҫҫӗ-ши?

Неужели маленькие чиновники, которые не стремятся к устранению недостатков, не понимают, что они со своим «шкурным интересом» подводят начальство на уровнем выше.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Тӗрӗссине кӑтартакан асӑрхаттарушӑн тав тӑвас, кӑлтӑка пӗтерме тӑрӑшас вырӑнне кӳренеҫҫӗ, япӑх ҫынсен «хура списокне» кӗртсе хураҫҫӗ.

Вместо того чтобы поблагодарить за замечания, устранить недостатки, обижаться, включают в «черный список» плохих людей.

Тӗлӗнтереҫҫӗ тӗлӗнтермӗш пуҫлӑхсем // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2693.html

Пӳлӗмри вируссене пӗтерме ыхрапа сухана вакласа савӑт ҫинче тытмалла.

Помоги переводом

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫурхи ейӳ сӑлтавӗсене сирме, шыв кӳрекен инкеке пӗтерме республикӑн укҫа резервӗн фондӗнче – 153515 пин, инкеке пӗтерме кирлӗ япаласен фондӗнче 145257 пин тенкӗ пӑхса хунӑ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫав об Ҫурхи ейӳ сӑлтавӗсене сирме, шыв кӳрекен инкеке пӗтерме республикӑн укҫа резервӗн фондӗнче - 153515 пин, инкеке пӗтерме кирлӗ япаласен фондӗнче 145257 пин тенкӗ пӑхса хунӑ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР Пуҫлӑхӗ канашлӑва пӗтӗмлетсе райадминистраци умӗнчи тӗллевсене кӑтартрӗ, ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтрӗ.

Помоги переводом

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Вӗсен ырми-канми ӗҫне пула ҫутҫанталӑк инкекӗн сиенӗсене кӗске вӑхӑтра пӗтерме май килчӗ.

Благодаря их самоотверженному труду в кратчайшие сроки были ликвидированы последствия природной аномалии.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней