Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ Володьӑран пӗр ҫулталӑк та темиҫе уйӑх кӑна ҫамрӑкрах; эпир пӗрле ӳснӗ, пӗрле вӗреннӗ, пӗрле вылянӑ.Я был только годом и несколькими месяцами моложе Володи; мы росли, учились и играли всегда вместе.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мимипе Катя эхер халиччен пирӗнпе пӗрле пурӑннӑ-тӑк, малашне те пирӗнпе пӗрле пурӑнмалла, мӗнпур ырлӑхпа пӗрле савӑнса пурӑнмалла пек туйӑнатчӗ мана.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗл каҫиччен пурӑнатӑн та сывалса ҫитетӗн, ҫуркунне вара е, тен, ҫулла аҫу сана илме килет, е хамах килетӗп, вара хамӑрпа пӗрле, сывалса-тӳрленсе ҫитсенех, хамӑрпа пӗрле илсе кайӑпӑр та, каллех пурте пӗрле пурӑнма тытӑнӑпӑр.
Холмогор // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫапах та аван пӗрле ӗҫлеме, пӗрле шухӑшлама, пӗрле канма хӑвӑн ҫумӑнта тус пулсан.
Ҫӗрле // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Пӗрле, Машенька, пӗрле, ӗмӗрлӗхе пӗрле.
Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Анчах Таня ҫинчен Коля нихҫан та аса илмест пек туйӑнать хӗрачана — шкула пӗрле ҫӳрет, пӗрле апатланать, пӗрле бильярдла вылять пулин те.
VII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тахҫан вӑл унпа пӗрле Миронов корпусӗнче ҫапӑҫнӑ, пӗрле Саранскран Дон ҫине кайнӑ, Буденнӑйӑн утлӑ ҫарӗ Мироновӑн пӑлхав ҫӗкленӗ корпусне хупӑрласа илсен вара хӗҫпӑшалӗсене иккӗшӗ пӗрле пӗр купана пырса хунӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Улахсене пӗрле ҫӳренӗ, пӗрле ташласа юрланӑ, пӗрле юратнӑ тата пӗр-пӗринчен хӑпма пӗлмен тантӑшсем пулнӑ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Санӑн кулянмалла мар, савӑнмалла», — аса илнӗ вӑл Татьяна сӑмахӗсене, вара ӑна хӑй мӗнпе пурӑнни пурте, — «Красный кавалерист» та хӑйӗн бригадисемпе, выльӑх-чӗрлӗх фермисемпе пӗрле, Усть-Невински ГЭС та уй-хирӗнчи пӗтӗм юпасемпе пӗрле, комбайнсем, тракторсем, автомашинӑсем те, элеватора илсе каймалли тырра тиенӗ лавсем те, Родниковскинчи ҫӗнӗ шкул та, Ӗҫ Геройӗ Андрей Васильевич Кнышев та хӑйӗн лаша кӗтӗвӗсемпе пӗрле, ҫеҫенхирте янӑракан каҫхи юрӑ та, тырӑсем купаланса выртакан йӗтемсем те, вӑл хӑй те, — ҫаксем вӗсем пурте тата пӗтӗмпех Сталин биографийӗ пулать пек туйӑннӑ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Важенинпа Макаров ҫӗр айӗнче пит туслашса кайрӗҫ, пӗр-пӗринчен уйрӑлмаҫҫӗ, пур ӗҫе те пӗрле тӑваҫҫӗ: пӗрле ҫывӑраҫҫӗ, апатланаҫҫӗ, дежурствӑра пулаҫҫӗ, ҫӳле те пӗрле каяҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Час-часах ун пуҫне: пурне те пӑрахас та казака ҫырӑнас, пӳрт, выльӑх-чӗрлӗх туянас, казачкӑна качча илес, анчах Марьянӑна мар (ӑна вӑл Лукашкӑна хӑварнӑ), вара Ерошка мучипе пӗрле пурӑнас, унпа пӗрле сунара, пулӑ тытма каяс тата казаксемпе пӗрле походсене ҫӳрес, текен шухӑшсем чӑнласах пыра-пыра кӗчӗҫ.
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӑнах та, Крюкова савӑнчӗ; госпитальпе Академире пулнисӗр пуҫне Кирсанов ун патӗнчен пӗр минутлӑха та хӑпмарӗ; ҫапла вӑл пӗр уйӑха яхӑн пуранса ирттерчӗ, вӗсем яланах пӗрле пулчӗҫ, уйрӑм пурӑннӑ чухне кашни мӗн-мӗн курни ҫинчен темӗн чухлӗ каласа кӑтартрӗҫ, ӗлӗк, пӗрле пурӑнни ҫинчен татах та нумайрах аса илчӗҫ, савӑнмалли сахал пулмарӗ вӗсен: вӗсем пӗрле уҫӑлса ҫӳрерӗҫ, Кирсанов кӳме тытрӗ те, вӗсем кашни кунах каҫпа Петербург таврашӗнчи вырӑнсенче киленсе ҫӳрерӗҫ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл Ахунбаев: «Анчах эсӗ, савнӑ тусӑм, татӑклӑ самантра мана кирлӗ пек пулӑшма пӑрахмӑн-и?» — тесе ыйтнине тата Енакиев ӑна хирӗҫ: «Ан пӑшӑрхан. Ман ҫине шан. Ҫапӑҫура эпир ялӑнах пӗрле пулӑпӑр. Эпир пӗрле ҫӗнтерӗпӗр, вилмелле пулсан та пӗрле вилӗпӗр», — тесе ответ панине пӗлтернӗ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
3. Эй шанчӑклӑ ӗҫтешӗм, сана та тархаслатӑп, пулӑшчӗ вӗсене, Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне вӗсем манпа пӗрле, Климентпа пӗрле, манпа ӗҫлекенсемпе ыттисемпе пӗрле те тӑрӑшрӗҫ, ӗнтӗ вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах та нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ, Хӑй юратакан кӑмӑллӑ пулнӑран, пире юратса, 5. пире, усал ӗҫсене пула вилнӗскерсене, Христоспа пӗрле чӗртнӗ — сире тивлет парса ҫӑлнӑ, 6. Христос Иисуспа пӗрле вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, пире тӳпене Унпа пӗрле лартнӑ; 7. Христос Иисус урлӑ пирӗншӗн кӑмӑллӑ пулса, пире пулас ӗмӗрте Хӑйӗн виҫесӗр тивлетне кӑтартас тенӗ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ачисем пулсассӑн, пая кӗрессисем, Турӑран пай илессисем пулатпӑр, Христоспа пӗрле мухтава тухас тесе Унпа пӗрле асапланатпӑр пулсассӑн, Унпа пӗрле пая кӗрессисем те пулатпӑр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ ҫапла тума кирлӗ: Иисус Ҫӳлхуҫамӑр хамӑр хушӑра, хамӑрпа пӗрле ҫӳренӗ чухне, 22. Иоанн шыва кӗртнинчен пуҫласа Хӑй пирӗн патӑмран ҫӳле ҫӗкленнӗ куна ҫитиччен яланах пирӗнпе пӗрле ҫӳренисенчен пӗри Иисус чӗрӗлсе тӑнине пирӗнпе пӗрле каласа кӑтартаканӗ пулмалла, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун чухне кашкӑр путекпе пӗрле пурӑнӗ, барс качака путеккипе пӗрле канса выртӗ; ӗнтӗ пӑру та, ҫамрӑк арӑслан та, вӑкӑр та пӗрле ҫӳрӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача кӗтсе ҫӳрӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Семей те — Гера ывӑлӗ, Бахуримри Вениамин ҫынни — хыпалансах ӳкнӗ, иудейсемпе пӗрле Давид патшана кӗтсе илме кайнӑ, 17. унпа пӗрле Вениаминсен пин ҫынни пулнӑ, Саул килӗн тарҫи Сива та хӑйӗн вунпилӗк ывӑлӗпе тата ҫирӗм чурипе пӗрле тухнӑ; вӗсем патша патне Иордан урлӑ каҫнӑ [та патшана Иордан урлӑ каҫарма кимӗ хатӗрленӗ].
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.