Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтан, хӗрлӗ куҫӗсене чеен хӗсе-хӗсе илсе, ун ҫумӗпе «Победа» пачах илтӗнмелле мар чупса иртрӗ; унтан, час-часах тата ҫилленсе сигнал парса, «Москвич» малалла чупса иртрӗ, ун хыҫҫӑн вара, пӗтӗм ҫула йышӑнса, икӗ грузовик ҫил пек вӗҫтерсе иртрӗҫ, вӗсем тачанка ҫине, унӑн пассажирӗсемпе кучер ҫине тусан пӗлӗтне мӑкӑрлантарса хӑварнипе ҫӳрен ӑйӑрсем ҫийӗнчех сӑрӑ тӗслӗ пулса тӑчӗҫ…
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ашшӗ хутаҫне салтрӗ, кӗске чӗлӗмне тытнӑ аллине хутаҫа чикрӗ, хыпашлакаларӗ, туртса кӑларчӗ, силлесе тасатрӗ, ҫыртса пӗтернӗрен тӗсӗ кайнӑ чӑпӑкне ҫӑвара хыпрӗ, ялан чӗлӗм туртакансем пек сарӑхман, шап-шурӑ таса шӑлӗсемпе ҫыртрӗ, зажигалкине кӑларчӗ, ҫутрӗ, тем пысӑкӑш кӑвак тӗтӗм пӗлӗтне шавлӑн вӗрсе кӑларса ячӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ Мускав ҫинчи ҫутӑ июль пӗлӗтне пӑхса илтӗм.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӑвӑл пӗлӗтне аяккалла сирех, ҫӳлти турӑ. Апла-иҫ вӑл Алексей Иваныч, аван хураҫи иккен вӑл, калама та ҫук!» — терӗ Акулина Памфиловна.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Йӗри-тавра куҫа ҫиекен, ыхра шӑрши кӗрекен тӗтӗм йӑсӑрланнӑ; тӑрук ҫил вӗрни тӗтӗм пӗлӗтне сирсе ярсан вара Алексей пуҫ тӑрринче тӗлӗнмелле ҫутӑлса тӑракан темӗн пысӑкӑш ҫӑлтӑрсене курчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьева ҫак вӑрҫӑ япали Мускав пӗлӗтне ҫӗрле сыхламалли хатӗр мар, зоопаркран тухса тарса халӗ бульварта, ешӗрекен йывӑҫсем айӗнчи сулхӑнра канса выртакан пысӑк та ырӑ камӑллӑ тискер кайӑк пек туйӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗлӗтне тайӑлтар та — аяла ан; тусене сӗртӗн те — вӗсенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухӗ; 6. ҫиҫӗмне ҫиҫтер те — салатса яр вӗсене; уххусемпе пер те — ҫыхлантарса ӳкер вӗсене; 7. ҫӳлтен аллуна тӑс та — хӑтар мана, пысӑк шывсенчен, ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен ҫӑл мана: 8. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2