Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлчӗҫ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку Виктор юлташ пулнине Доруцӑпа Фретич тӳрех пӗлчӗҫ.

В котором Доруца и Фретич с первого же взгляда угадали Виктора.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр кун мана икӗ милиционерпа ял Совет председателӗ сурӑх кӗтӗвӗ тапӑрта тӑнӑ вырӑна илсе кайрӗҫ, Захар хӑш вырӑнта пулнине ыйтса пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫтаппанпа Анук ытти уполномоченнӑйсем Хусантан таврӑннине ҫав кунах пӗлчӗҫ те хӑраса ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Прахӑр ҫемйинче, хӑйсӗр пуҫне, паян Ваҫлин евчи килессе пурте пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун ҫинчен Макҫӑм килӗнче те пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем, малтанах, ҫамрӑк Озеровран ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Советрисем Хветут ҫемйи сӑмакун юхтарнине пӗлчӗҫ пулин те, килсе тытакан-тӑвакан та, акт ҫыракан таврашӗ те пулмарӗ, ахаль те пысӑк нушана лекнӗ ҫынна хур тӑвас темерӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тукайпа пӗрле вӑрмана таврӑннӑ чух Иливанпа Ятламас ҫакна пӗлчӗҫ: ыран вырӑссем пӑлхавҫӑсем тапӑнмасӑр ҫапӑҫӑва кӗмеҫҫӗ, вӗсем Атӑл тӑрӑх Васильев-Новоградран йӗтресем, ытти ҫар хатӗрӗсем турттарса килессе кӗтеҫҫӗ.

Помоги переводом

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем, палланисем те, палламаннисем те, пӗр-пӗринчен кунта мӗн пулса иртнине ыйта-ыйта пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем лашисене чарса урамри ҫынсенчен вӑрманти вут-кӑвар ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анат ҫармӑссемпе тутарсем пит йышлӑ пулнӑран тӗкӗрҫӗсем вӗсем пирки те сахал мар ыйтса пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картишӗнче Иливан урлӑ ҫакна пӗлчӗҫ: Тукай патне йӑлӑм вӑрманӗнчен, Илеть шывӗ тӑрӑхӗнчен ултӑ юлан утпа Мамич-Бердей ятлӑ чаплӑ мӑрса килнӗ.

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп вырӑс хӗрарӑмӗ иккенне пӗлчӗҫ те — тивмерӗҫ, — сӑмах тӗртрӗ Овдоти.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине ҫакна пӗлчӗҫ: вырӑссен станӗ йӗри-тавра тутарсен утлӑ ҫарӗ ҫӳрет иккен.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи ҫӗр-шывран таврӑннӑ-таврӑнман воеводӑсем аслӑ князь кӑҫалах вӑрҫӑ вӑрҫма шутласа хунине пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑсем пӗлчӗҫ: ҫак вӑхӑтра нимрен ытла тӳсӗмлӗхе ҫухатма юрамасть.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар пуҫӗсем пӗлчӗҫ: вӗсем хушшинче Хусан хулин пулас воеводи ларать.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та княҫсем пӗлчӗҫ, парнесем кӑтартассишӗн ҫеҫ чӗнмен вӗсене хан, унӑн вӗсемпе урӑххи ҫинчен калаҫасси килет.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку апла иккенне ял ҫыннисем тепӗр кунне, вӗсем патне Урасмет пырса ҫитсен, пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван ҫинчен пӗтӗмпех пӗлчӗҫ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней