Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерес (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Карланкине хӗртнисем пур иккен кунта, обществӑллӑ йӗркелӗхе пӑсаҫҫӗ авӑ — милицие пӗлтерес

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хамӑн нуша пирки ҫырса пӗлтерес терӗм.

Помоги переводом

Тутӑ ҫын выҫӑскере ӑнланайӗ-ши? // Владимир СУРКОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 12 с.

Халех, часрах милицие пӗлтерес пулать!

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Хӑваласа ҫитес те вӗсене государь ӑҫтине пӗлтерес! — сӗнчӗ Алюнов.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Темӗнех мар та, часрах сана пӗлтерес, терӗм.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер ҫакӑн ҫинчен Иннокентие пӗлтерес терӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эпех тӗрӗс мар, — терӗ йӗкӗт. — Эпех тӗрӗс мар. Ыран ирех Ишмука кун ҫинчен пӗлтерес, ыран ирех…»

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Капла юрамасть, пӗлтерес милицие!

Помоги переводом

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

«Лисук кинемее кӗрсе пӗлтерес», — шутларӗ кӳршисен умне ҫитнӗ май.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине, Арҫук амӑшне мӗнле курайманнине пӗлтерес тесе, мӗнпур вӑйран куҫне чарса пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Кӑшт сываларахпа хам ҫинчен пӗлтерес, ротӑ ҫинчен ыйтса пӗлес терӗм…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эсӗ ӗҫе тухса кайиччен сана ҫак хыпара пӗлтерес тесе мӗнпур вӑйран утрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Калас тенине калаймарӗ, пӗлтерес тенине пӗлтереймерӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Чӗрере мӗн пуррине никама та пӗлтерес килмерӗ хӗрӗн.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗлӗ пуҫланиччен сире пырса пӗлтерес темерӗмӗр, — айӑплӑн ҫӗрелле пӑхрӗ Хрестук.

Помоги переводом

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, хӑрах аллине ҫаплах мӑйракаран вӗҫертмесӗр, така ҫинчен анчӗ, шӗвӗр пӳрнипе карттус хыҫӗнчен кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ (мур илесшӗ, хӑй сисмесӗрех алӑ ҫавӑнта пырать-ҫке!), унтан пурин ҫине те пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Акӑ мӗн, ачасем. Качакасем йывӑҫ тунисене кӑшланӑшӑн эпир пурте айӑплӑ. Кӑвайт патӗнче айланса, эпир вӗсем пирки мансах кайнӑ. Ҫавӑнпа та кун ҫинчен никама та пӗлтерес мар. Юрать-и? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халех пӗлтерес марччӗ эпир Ямгурчейпа мӗн пирки калаҫса татӑлни ҫинчен.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗрӗс, халех Степан Лукича пӗлтерес!

Помоги переводом

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

— Апла пулсан, — васкатрӑм ачасене, — ун ҫинчен халех вӑрман хуралҫине — Степан Лукича пӗлтерес пулать.

Помоги переводом

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Манӑн ӑна хам ҫинчен пӗлтерес килчӗ.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней