Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлменскерсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни иртсе каякана хӑй еннелле туртӑнтарать, эрех тути-масине пӗлменскерсене те хӑй еннелле илӗртет.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тепӗр чухне ӗлӗк патша офицерӗсем пулнӑ ҫынсене, хӑй лайӑххӑн тӗрӗслесе пӗлменскерсене, команднӑй должноҫсем парса чаҫсене ярсан, полк командирне е комиссарне асӑрхаттарнӑ: — Ӑна куҫран ан вӗҫертӗр, — тенӗ.

Бывали случаи, когда он, посылая в свои части на командные должности недостаточно проверенных им бывших царских офицеров, предупреждал командира полка и комиссара: «Смотрите за ним в оба».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Кӗске вӑхӑта хула хуҫисем пулса пурӑннӑ, анчах ӗнер, сехре хӑпнипе ниҫта кайса кӗме пӗлменскерсене, паян та тинӗсрен тыта-тыта кӑлараҫҫӗ: десант килсе кӗрессе пачах та шухӑшламан фашистсем, алла мӗн лекнӗ ҫавна ҫӗклесе, мӗнле те пулин ҫӑлӑнас тесе, ним тӗлли-паллисӗр чупнӑ.

Из моря продолжали вылавливать вчерашних незадачливых и кратковременных хозяев города: фашисты, застигнутые врасплох десантом, бежали куда попало, используя для спасения все, что попадалось под руку.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

1-2. Израиль ывӑлӗсен килес ӑрӑвӗсем, вӑрҫӑ курманскерсем, вӑрҫӑ мӗнне пӗлччӗр, ҫапӑҫма вӗренччӗр тесе, израильсене — Ханаан вӑрҫисене пӗлменскерсене — сӑнама Ҫӳлхуҫа хӑварнӑ халӑхсем ҫаксем: 3. пилӗк пуҫлӑха пӑхӑнса тӑракан Филисти халӑхӗ, мӗнпур ханаан, Сидон халӑхӗ тата Ливан тӑвӗ ҫинче, Ваал-Ермон тӑвӗпе Емаф хули хушшинче пурӑнакан евейсем.

1-2. Вот те народы, которых оставил Господь, чтобы искушать ими Израильтян, всех, которые не знали о всех войнах Ханаанских, - для того только, чтобы знали и учились войне последующие роды сынов Израилевых, которые прежде не знали ее: 3. пять владельцев Филистимских, все Хананеи, Сидоняне и Евеи, живущие на горе Ливане, от горы Ваал-Ермона до входа в Емаф.

Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп; 21. Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ: 22. Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем 23. Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ; 24. Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ; 25. амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.

20. И сказал Господь [Моисею]: прощаю по слову твоему; 21. но жив Я, [и всегда живет имя Мое,] и славы Господней полна вся земля: 22. все, которые видели славу Мою и знамения Мои, сделанные Мною в Египте и в пустыне, и искушали Меня уже десять раз, и не слушали гласа Моего, 23. не увидят земли, которую Я с клятвою обещал отцам их; [только детям их, которые здесь со Мною, которые не знают, что добро, что зло, всем малолетним, ничего не смыслящим, им дам землю, а] все, раздражавшие Меня, не увидят ее; 24. но раба Моего, Халева, за то, что в нем был иной дух, и он совершенно повиновался Мне, введу в землю, в которую он ходил, и семя его наследует ее; 25. Амаликитяне и Хананеи живут в долине; завтра обратитесь и идите в пустыню к Чермному морю.

Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней