Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлеҫҫӗ (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Европӑра ҫав тери ухмах пулнӑ французсемпе нимӗҫсем те Российӑра генерал пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем балсенче лайӑх ташлама, патша майрисемпе хӗрӗсен аллисене хӗрӳллӗн чуптума, илемлӗн пуҫ тайма тата ҫар тумне уйрӑмах шукӑль тӑхӑнма пӗлеҫҫӗ», — терӗ вӑл…

Помоги переводом

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Юрать, агрономпа бригадирсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн ҫынсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсен, ывӑлӗ-хӗрӗсен, тӑванӗсемпе юлташӗсен куҫҫулӗпе юнне нумай курнӑ, вӗсем вӑрҫӑпа мир, нушапа телей, пусмӑрлӑхпа ирӗклӗх, ырӑ кӑмӑллӑхпа усаллӑх мӗн иккенне лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа ырӑ кӑмӑллӑ вӗсем.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вӑл Светлана ятлӑ хӗре качча илме хатӗрленнине вунӑ-вуникӗ ҫулхи ачасем пӗлеҫҫӗ те, эсир, заводри партком секретарӗ, инженер юлташ ҫинчен пӗлместӗр пулать.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Миша шӳтлесе каланине пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ, анчах вӑл «ҫитет пуль» тенине никам та хирӗҫлемерӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Шупашкарта ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ, вӑл ӑста врач шутланать, шӑмӑ хуҫӑлнисене операци тунӑ чух вӑл хӑй шутласа тупнӑ ҫӗнӗ меслетсемпе те усӑ курать.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Капкӑн» журнала вулакансем Е. Яшкина-Михайлова ӳкерчӗкӗсене пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Акӑ, Кольцовкӑри В. И. Ленин ячӗпе хисепленекен колхозри кукуруза ӑстисен паха ӗҫне республикӑра кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршывӗпех лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӗсене кашни республикӑра лайӑх пӗлеҫҫӗ, юратса вулаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Республика пуҫлӑхӗ те, правительствӑра та ку проблемӑна пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Пирӗн продукцие ҫывӑхри ют ҫӗршывсенче лайӑх пӗлеҫҫӗ тата хапӑл туса туянаҫҫӗ.

Наша продукция пользуется устойчивым спросом в странах ближнего зарубежья.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/22/chva ... ergetik-ku

Пӗчӗккисем — шӗпшӗлтӗксем те сӑвӑ пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Чӑннипех те савӑнма пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

А эсӗ кулак пулман, ӑна хамӑр ялсем лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫинахвун хӗрӗсем ӗлӗкренех ал ӑстисем пулнине ялта пурте пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрӑм Иван тесенех сӑмах кам ҫинчен пынине пӗлеҫҫӗ вара.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ Ҫӗпритуна кам вӗлернине те пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ваттисем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунта лаша вити иккенне пурте пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней