Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ку та тӗрӗс, анчах ҫӑлтӑрсем ҫутҫанталӑк законне пӑхӑнмасӑр, ним йӗркесӗр ҫулсемпе куҫас пулсан ҫеҫ тӗрӗс.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Хресчен каласа панӑ тӑрӑх лахтарьсем ялта виҫҫӗр ҫынтан ытла мар: унта фронт штабӗ, шуррисен вӑрманта пӗрремӗш полкӗ, 1919 ҫулта Олонецра нимӗнле закона та пӑхӑнмасӑр тискер ӗҫсем туса пурӑннӑ тискер кайӑкла этемӗн Исотало Антин партизан отрячӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Дивизин полкӗсенчен пӗри, Нежинский полк, Петлюра агенчӗсен агитацине пула аркана пуҫланӑскер, командовани приказне пӑхӑнмасӑр, хӑйсен ирӗкӗпех боевой участока пӑрахса кайнӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вӑл ирӗклӗ, никама пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Унпа юнашар Мазин кӑвак пӗлӗт ҫинелле пӑхса, пуринчен те хытӑ кӑшкӑрса, хора пӑхӑнмасӑр, малалла иртсе кайса юрласа пычӗ:
36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Илессипе илес маррине Митьӑпа иккӗн татса парӑпӑр, — ӑна пӑхӑнмасӑр ответлерӗ Одинцов, унтан Лида Зоринӑна курчӗ те ун патне пычӗ.
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Хӑй туйӗнче те вӑл, йӑлана пӑхӑнмасӑр, нумай ӗҫмерӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Андрюшка ҫут хӗвелӗм чунӑм, — тесе ҫырнӑ Люба точкӑсене те, запятойсене те пӑхӑнмасӑр, — питӗ пысӑк салам сана мӗнле пурӑнатӑн сывлӑху мӗнле турӑ пулӑшнипе эпӗ кунта ҫитрӗм анчах идолсем кансӗрлеҫҫӗ сана час-часах аса илетӗп эпӗ тӑван ҫӗршывшӑн тухрӑм ан ҫиллен Козелков хӗрарӑмсене илмест илме юраманни ҫинчен Онегӑра приказ пур тет тепӗр каласан мӗн илмелле марри пур-ха унта пире пӗр татӑк ҫӑкӑр та винтовка ҫеҫ кирлӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫаксем пурте мана, большевик-ленинеца, эсир панӑ сӗнӳсемпе распоряженисене пӑхӑнмасӑр хӑварма право парать.Все это дает мне право не подчиниться вашему предложению или распоряжению.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Чӑнах та ӗнтӗ Зульӑна: эсӗ саккуна пӑхӑнмасӑр ӗҫлетӗн теме пултараҫҫӗ, анчах вӑл ҫак сӑмахсене калакан ҫынна ӑнланман пулӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫынсене сиен тунине ҫеҫ саккуна хирӗҫле ӗҫ тесе шутлать.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ӑна пӑхӑнмасӑр итлесшӗн пулманран мар, ахалех, ытлашши тӗлӗннипе, Санин хӗр хыҫҫӑн ҫийӗнчех утмарӗ, ҫав вырӑнтах чарӑнса тӑчӗ: ун пек чипер хӗр вӑл ӗмӗрне те курман.
II // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл ҫамрӑк автан пек чӑкрашскер, чикӗ таврашӗнчи йӗркесем хушнине пӑхӑнмасӑр, исполком председателӗ патне кӗрсе ҫырӑнса тухма та кирлӗ мар тесе шутланӑ, хӑйӗн отрядне тӳрех ҫывӑхри Семаки ялне ертсе кайнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Чӗнмен хӑнасем ӑна-кӑна нимӗн те пӑхӑнмасӑр килнине хирӗҫлесе вӗҫен кайӑксем ҫиллӗ сассисемпе кӑшкӑрашаҫҫӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑй пуян та ҫынна пӑхӑнмасӑр пурӑнман пулсан, вӑл, тен, ҫапӑҫма та сиксе тӑнӑ пулӗччӗ, хӗрӳ кӑмӑла та тутанса пӑхнӑ пулӗччӗ…Не будь она богата и независима, она, быть может, бросилась бы в битву, узнала бы страсть…
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кисть хӑй тӗллӗнех хӑнӑхнӑ формӑсене ӳкерчӗ, ҫынсен аллисем унччен тунӑ пекех тухрӗҫ, пуҫӗсем нимле ҫӗнӗ хускану туман пек курӑнчӗҫ, вӑл ҫеҫ мар, платье хутламӗсем те ҫӗнӗлле ӳкерӗнмерӗҫ, вӗсем кӗлеткене кӑшт урӑхла тусанах художнике пӑхӑнмасӑр тепӗр тӗрлӗ вырнаҫрӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫар старшинине сӑнаса ларнӑ хушӑра Григорий вӑл Секретева «эсӗ» тесе ҫеҫ чӗннине, ун умӗнче хӑйне нимӗн чухлӗ те пӑхӑнмасӑр тытнине, ытти офицерсемпе вара сисӗнмеллех чурӑс та сивлек пулнине асӑрхарӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ксени ашшӗне, вӑл никама пӑхӑнмасӑр, ачисенчен те пулӑшу илмесӗр пурӑнма тӑрӑшса, хӑйне тивӗҫлӗ мӑн кӑмӑллӑхпа тыткаланӑшӑн хисепленӗ, анчах вӑл халӗ ҫапла ахалех кутӑнлашни ӑна килӗшмерӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӗрлӗармеецсен сапаланчӑк чаҫӗсем повстанецсен урлӑшӗпе ҫӗр тӑхӑрвунӑ километра ҫити тӑсӑлакан территорие хупӑрласа илеҫҫӗ, хӑйсем пӗлнӗ пек, пӗтӗмӗшпе оперативлӑ плана пӑхӑнмасӑр ҫапӑҫаҫҫӗ; повстанецсене хирӗҫ ҫирӗм пилӗк пин хӗрлӗармеец вӑрҫнӑ пулин те, вӗсем паллӑ ӳсӗмсем тӑваймаҫҫӗ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ихлетсех тӑпӑртатать вӑл урисемпе; виҫесӗр, кӗвве пӑхӑнмасӑр чӑнклатаҫҫӗ кӗмӗл такансем.С визгом притопывала она ногами; без меры, без такта звенели серебряные подковы.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Бородин генерал, врач хушнине пӑхӑнмасӑр, ҫӗрле арми штабӗнче паха канашлура пулчӗ.Генерал Бородин, вопреки предписанию врача, ночью присутствовал на важном совещании в штабе армии.
XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.