Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхмарӗ (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тетей хунямӑшӗ ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, унӑн чӗри ыратрӗ, вӑл вӗт ҫут тӗнчери хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннисене ҫухатрӗ.

Помоги переводом

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кӑмӑлланса кайсах ӗҫленипе ҫаврӑнса пӑхмарӗ те каялла.

Помоги переводом

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хӑйсен урамӗ тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ, темиҫе ҫеккунт шутласа тӑчӗ, вара уй еннелле утса кайрӗ, ҫулне мӗнне пӑхмарӗ, Алюнана пытарнӑ тӗле утрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кульпи ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, ахӑлтатса хӗрсемпе калаҫрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Килне ҫитичченех урӑх пӗр сӑмах та шарламарӗ Алюна, Узин еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хура мӗлке ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, карта урлӑ вашт! сикрӗ те тӑкӑрлӑкалла кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӗрсе кайрӑм ун чух, — пуҫне чикрӗ Петрук, председатель ҫине пӑхмарӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем мӗн хӑтланни никамах та интереслентермерӗ, никам та пӑхмарӗ вӗсем ҫине.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах лешӗ ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хыҫалалла тек ҫаврӑнса пӑхмарӗ, анчах туртма урапа самаях ҫӑмӑлланчӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан татах эрех тултарса Матӗрнене ӗҫме сӗнчӗ, лешӗ урӑх сыпса та пӑхмарӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Карҫинкка тӗпӗнче тата хутпа чӗркесе хунӑ тем япала выртать, ытти кучченеҫсене кӑларасшӑн мар пулса, салатса пӑхмарӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хӑйне хурланине те пӑхмарӗ, укҫа тупса килти хуҫалӑха юсас ӗмӗт-шухӑшӗ ун мӑнаҫлӑхне пусарчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр, хӗрӗ кӗнине ҫав самантрах асӑрхарӗ пулин те, ун еннелле ҫаврӑнса пӑхмарӗ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр сӳсмен юсаса ларчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Тамара ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Помоги переводом

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫатра Михали тем пек пусахласан та, сӑраран пуҫне урӑххине тутанса пӑхмарӗ.

Помоги переводом

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫине тӑрса сӗтел хушшине чӗнсен те председатель ларса та пӑхмарӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Операци хыҫҫӑнхи пек уксахласа алӑк патнелле утрӗ, тухрӗ, ҫаврӑнса пӑхмарӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку этем ҫав тери ерҫменнине пула хӑйӗн умне ҫитсе тӑнӑ Пӗчӗкҫеҫ принц ҫине пуҫне те ҫӗклесе пӑхмарӗ.

Он был так занят, что при появлении Маленького принца даже головы не поднял.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах Лукашев, Завьялов вӑл халех тухса каясран шикленнӗ пулин те, чӳрече еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ.

Помоги переводом

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней