Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑтранчӑк сăмах пирĕн базăра пур.
пӑтранчӑк (тĕпĕ: пӑтранчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑрахут ураписен хупӑлчисем, пӑрахут урапи пристань еннелле пӑтранчӑк шыв сирпӗтсе ҫаврӑнни курӑнса кайнӑ; кӗпӗрленсе тӑракан халӑхӑн пичӗсене кӗҫех тӗтӗм хупланӑ, унтан хӑранӑ Катеринӑн макӑракан пит-куҫӗ вӗлтлетсе иртнӗ, тепӗр минутран вара пристаньпе пӑрахут хушшинчи пӑтранчӑк шыв лаптӑкӗ 2 — З чалӑша та ҫитнӗ.

Показались кожухи, заворочались колеса, обдавая пристань мутными брызгами, хвост дыма задел по лицам густо столпившуюся публику, потом мелькнуло заплаканное лицо испуганной Лозинской, и еще через минуту — между пристанью и пароходом залегла бурливая и мутная полоса воды в две-три сажени.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Самаях выҫӑхнӑ Ҫӗпритун Кулюкка ҫине пӑтранчӑк куҫӗпе пӑхса илчӗ те ҫинҫе мӑйлӑ чӳлмекри сӗте пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку тӗлте ун юхӑмӗ яланах хӑмӑр хӑйӑр тӗслӗ, пӑтранчӑк.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑтранчӑк куҫӗпе умӗнче упӑшки тӑнине палласа илсен, курайманлӑхӗ ҫивӗчленчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур килне кӗчӗ те пӑтранчӑк куҫӗсене арӑмӗ ҫине тӗллерӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑтранчӑк куҫӗсемпе таврана пӑхса ҫаврӑнчӗ, инҫех те мар ватӑ йӑмра сарӑлса ларнине курчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла мӗкӗлтетемӗкӗлтете ачасем ӗҫлесе те ывӑнчӗҫ, чееленсе панулмисене патакпа ҫапса ӳкеркелесе ҫисе те тӑранчӗҫ, пӗвере шыва кӗре-кӗре пӑтранчӑк шыв ҫӑтса та тарӑхрӗҫ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Пӑтранчӑк кӳлле лекрӗм эп.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каспий тинӗсӗн пӑтранчӑк шывӗ те куҫа савӑнтармасть: тинӗс хӗрринчи пекех, тинӗс те кунта пушӑ, кичем, салхуллӑ.

Мутноватые воды Каспийского моря не веселят глаз: море так же уныло, как и пустынный берег.

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пур ҫӗрте те пӑтранчӑк шывсем юхаҫҫӗ.

Всюду бегут мутные ручьи.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ирӗксӗрех пӑтранчӑк ҫӗрӗк шыва ӗҫмелле пулнӑ.

Приходилось пить мутную, гнилую воду.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пылчӑклӑ пӑтранчӑк шыв вар тӑрӑх кӗрлесе юхать, унӑн ҫыранӗсене пыра-пыра ҫапӑнать, ҫӗре ката-ката илет, катӑкӗсене вара анаталла юхтарса каять.

С шумом несется по оврагу грязная, мутная вода, бьет в его берега; отрывает глыбы земли и уносит их вниз по оврагу.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шухӑшлӑр-ха эсир — пӗтӗм тавралӑха шап-шур пӑтранчӑк тӗтре хупласа лартать, ҫилӗ вара хытӑрах та хытӑрах вӗрсе ӳлет.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шулӗке пытарса, Виктор хӑйӗн темле тӗлӗнмелле, пӑтранчӑк философине пӑхӑнса пыни ҫинчен Завьялов шухӑшлама та пултарайман.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫырмасенче пӑтранчӑк хумсем явӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лайӑххи — юрма, яшки вара — пӑтранчӑк шыв.

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуплев яка мар, пӑтранчӑк.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вӑл пӑрахнӑ чул тӗлӗнчен ҫырантан пӗр шапа чӑмрӗ, тӑрӑ шыв тӗпӗнчен пӑтранчӑк йӗр ҫаврӑнса ҫӗкленчӗ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ӑшри пӑтранчӑк тӑрӑлӗ те… улшӑнӗ пурнӑҫ… ялан капла пулмӗ…

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӗннӗ пулсан, «хӑвӑра та тавах ырӑ сӑмахшӑн», теес ҫукчӗ-ҫке-ха эпӗ, чӑннине калама, Туруновӑн пӑтранчӑк кӑмӑлне пушшех те пӑтратма типетчӗ-ҫке-ха.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней