Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑсрӗ (тĕпĕ: пӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаври ача пӗр ҫӗрте тӗрӗс мар калаҫнипе кама пӑсрӗ — сана-и, Долгова-и? — тетӗп эпӗ.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ачасем ҫапла хӑтланни алманчӑ кӑмӑлне пӑсмаллипех пӑсрӗ.

Помоги переводом

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак улмуҫҫисене кайса курни ман кӑмӑла пӑсрӗ, киле ҫитсен хам хуйхӑ ҫинчен асаттене каласа патӑм, хам сӑмаха ҫав шӑшисене йӑлтах ҫапса вӗлерсе пӗтернӗ пулӑттӑм тесе вӗҫлерӗм.

Мне живо жалко было смотреть на мои яблони, и я пошел домой, и рассказал деду свое горе, и как бы я побил всех мышей на свете, если бы моя сила была.

Шӑшин усси пур-и? // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 11–12 с.

Африкӑн анлӑран та анлӑ талккӑшӗнчи ҫӗрӗн кашни аршӑнӗ тӗрлӗ енлӗ, ирӗклӗ те пуян пурнӑҫ патне йыхӑрать темелле пек, ҫавӑнпа та сӑнчӑрланӑ ҫынсене курсан ҫак ирсӗрлӗх Гент кӑмӑлне пӑсмаллипех пӑсрӗ.

Среди необозримых просторов Африки, где каждая пядь земли, казалось, призывала к свободной, богатой разнообразием жизни, зрелище людей в цепях произвело на Гента отвратительное впечатление.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак чӑнлӑха уҫни кӑмӑлӑма пӑсрӗ паллах, анчах юлашкинчен мана ҫав вӑтӑр ултӑ сехетрен — эпӗ ҫав тери вӑйлӑ хумханура, хӑрушлӑхра, савӑнӑҫ-тӗлӗнӳре, тунсӑхпа юратура ирттернӗ вӑхӑтран — ҫӑлӑнса тухма пулӑшрӗ.

Это открытие было неприятно, но помогло мне наконец оторваться от тех тридцати шести часов, которые я провел среди сильнейших волнений и опасности, восхищения, тоски и любви.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах шӑплӑха Жиль пӑсрӗ.

Но Жиль прервал молчание.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Кӑштах та пулин уҫӑлас йӳтӗмпе ҫамрӑк хӗрарӑм концерта пӗчченех кайрӗ, унта ӑна музыка хумхантарчӗ, кӑмӑлне тата ытларах пӑсрӗ, вара вӑл шухӑша путса концерт залӗнчен тухса утрӗ.

Чтобы хотя немного рассеяться, молодая женщина отправилась на концерт одна, где, слушая взволновавшую и еще более расстроившую ее музыку, в задумчивости покинула концертный зал.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӗпӗрнаттӑр ывӑлӗ арҫын ача ҫине эрлӗклӗн тата шухӑшлӑн пӑхать; ҫак сцена Ван-Конет кӑмӑлне пӑсрӗ, вара вӑл чӗришӗн хӑнӑхман ҫепӗҫ хускану палӑртнӑ Сногдена питӗнчен йӗкӗлтевлӗрех кулӑпа тӗсерӗ.

Сын губернатора с досадой и размышлением смотрел на мальчика; настроение Ван-Конета было нарушено этой сценой, и он с усмешкой взглянул на лицо Сногдена, выразившее непривычно мягкое для него движение сердца.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пӗлетӗр-и, эпӗ уҫӑлса ҫӳретӗп, паян ирех ман ҫумма ҫапкаланчӑк ҫав Крокис ҫыпҫӑнчӗ, йӳнӗрехпе пар та пар тесе йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ, кӑмӑлӑма хӑрушла пӑсрӗ.

Вышел я, знаете ли, пройтись, приставал ко мне утром сегодня этот бродяга Крокис, все настаивал, чтобы я сделал скидку, и страшно меня расстроил.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Нок ҫапла тивӗҫсӗр, кӗретех кӳрентерни унӑн кӑмӑлне тӳрех пӑсрӗ, арпаштарчӗ.

Незаслуженная, явная грубость Нока сразу расстроила и замутила ее.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Айӑплӑ мар эпӗ, начальник юлташ, шайтан пӑсрӗ мана, хам пӗртте айӑплӑ мар, — шӑнӑрлӑ пӗчӗк чӑмӑрӗпе кӑкӑрне шаккарӗ хайхискер, тӳрех Крапивин умне пырса.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл ман пурнӑҫа пӑсрӗ, чуна чуллантарчӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Халь акӑ, ӑна хӑйӗн юнне тӑкса айӑпне каҫарттарма май парсан та, вӑл пирӗн йӗркесене пӑсрӗ, совет партизанӗн ятне вараларӗ, ҫӗршыва сутас патне ҫитрӗ.

Теперь, когда ему была предоставлена возможность искупить вину, он нарушил наши порядки, опозорил звание советского партизана и дошел до предательства.

Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пӗр партизан кӑна ҫак йӗркене пӑсрӗ те, ун пирки пире питӗ йывӑр килчӗ.

Только один партизан нарушил это правило, и последствия были очень тяжелые.

Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Анчах ҫак ирхине вӑл хӑйӗн йӑлисене пӑсрӗ.

Но в это январское утро он нарушил свои обычаи.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Шӑплӑха чи малтан Ермолай пӑсрӗ.

Первый нарушил молчание Ермолай.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

Ли Цин-шань управляющипе Вӑрӑм Мӑй Хань пӑлханупа усӑ курса тухса тарни ҫеҫ ҫынсен хаваслӑ кӑмӑлне пӑсрӗ.

Радость омрачалась лишь тем, что управляющему Ли Цин-шаню и Ханю Длинная Шея в суматохе удалось бежать.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ «старик» хамӑн плана пӑсрӗ пулӗ тесе шутларӑм, хам ӑшра ӑна ятлатӑп.

Я был уверен, что «старик» испортил план моих действий, и в душе нещадно ругал его.

16. Фашистсен реактивлӑ самолечӗпе ҫапӑҫни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Володя кӑмӑлӗ ҫемҫелни пире нумаях савӑнтараймарӗ; унӑн ӳркевлӗ те кичем сӑнӗ вӑййӑн мӗнпур илемне пӑсрӗ.

Снисхождение Володи доставило нам очень мало удовольствия; напротив, его ленивый и скучный вид разрушал все очарование игры.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Нивушлӗ пӗтӗм ӗҫе йытӑ пӑсрӗ

«Неужели Молния принесет нам несчастье?»

10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней