Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑмӑла пӑсакан ҫынсене яхӑнне те ан ярӑр.Не подпускайте близко тех, кто может испортить вам настроение.
49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Аспар ӗлӗкхи ҫар ҫыннисен йӑлине пӑсакан ят илӗччӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫул-йӗр патруль службин ӗҫтешӗсене йӗрке пӑсакан пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем унӑн машинине чарнӑ та унӑн хучӗсене тӗрӗсленӗ хушӑра водитель ӳсӗр пулнин характерлӑ паллисене асӑрханӑ.
Росгварди ӗҫченӗсем Шупашкарта ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31568.html
Пӗр вӑхӑт унӑн чунне кӳреннӗ мӑнаҫлӑхӗ пусарса тӑчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн кӑмӑлне пӑсакан сулӑма сирсе пӑрахса хавасланас килмен ҫӗртех ӑшшӑн йӑл кулчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Анчах чӗлӗмне виҫе кун каяллах хӑй аллипе хӑй хуҫса пенине, табакне вара ҫӗре силленине, халӑхри мӗн пур намӑс киленӳрен, кӑмӑла пӑсакан илӗртӳсенчен ютшӑнма ҫирӗппӗн тупа тунине аса илсен — кӗреҫеллӗ ҫын питне йӳҫек, ӳпкевлӗ кулӑ витрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
— Этеме пӑсакан вырӑн ку, — тет те Гришин кӑмӑлсӑрланса, бинокльне куҫӗ ҫинчен илет.— Разлагающая обстановка, — проворчал Гришин, опуская бинокль.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Гришинӑн, разведкӑран сведенисем иличчен, боецсене тӑрантарса, вӗсене тӗрлӗрен пӑсакан хыпарсенчен сыхламалла пулать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Джордано вара Коперник вӗрентӗвӗ ҫинчен чӑнлӑха пӑсакан хаяр манахсенчен мар — авторӗнчен хӑйӗнчен пӗлет.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
— Ҫавӑ, мораль законӗсене, йӗркелӗхе пӑсакан бюро?
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
— Тата йӗркелӗхе пӑсакан ытти ӗҫсем те… эпӗ пур, пӗчӗк скандалсем ҫеҫ тӑватӑп…— И прочие поступки против нравственности… а я делаю только мелкие скандалы…
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Врачӑн этикине пӑсакан ӗҫ ҫеҫ мар, политика тӗлӗшӗнчен пӗтӗм йӗркене хӑратса тӑракан ӗҫ тӑвать.
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хуралҫӑ хӑмана шаккама тытӑнчӗ; ача, хӑйне кирлӗ шӑплӑха пӑсакан сасса хӑнӑхма ӗлкӗрейменскер, пӳртре таҫта макӑрса ячӗ…
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Анчах халь манпа пӗрле вӗҫсе килнӗ, ырӑ тунӑшӑн тав тума пӗлмен, йӑлана пӑсакан сӗмсӗр кайӑксем хӑйсен ырлӑхӗшӗн кӑна тӑрӑшрӗҫ.
Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Нинӑна чи кирли халь — картишне питех те пӑсакан ҫӳп-ҫап купине тасатасси ҫеҫ мар.Нинке важно было не только то, чтоб была убрана куча мусора, довольно основательно портившая двор.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Председатель хӑй ялӗнче йӗркесене пӑсакан ҫынсене пытарса усракансене чӑтма пултарайманни ҫинчен пӗлтернӗ.Председатель заявил, что укрывательства преступников он в своей деревне не потерпит.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Шкултан киле васкаттӑм: Якку пичче чикӗри служба ҫинчен, чикке пӑсакан бандитсемпе ҫапӑҫнисем ҫинчен каласа панисене итлемесӗр юласран хӑраттӑм.
9. Класра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Унта Сережӑпа Радике тепӗр хут ятланӑ, ӗнсерен тӑхӑнтартнӑ та, вара нимӗҫ йӗркине пӑсакан пӗчӗк ачасене ирчченех полицире хӑварнӑ.
Чи ҫамрӑккисем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫавӑнпа вӑтӑр пин ҫын хушшинче ҫав чыслӑ йӑлана пӑсакан пӗр сасӑ та, пӗр хускану та пулман.Так что среди тридцати тысяч человек ни один звук, ни одно движение не нарушили священного обряда.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сирӗн ирӗк, ҫапах та ҫак чӗрчуна унӑн айӑпӗ тӑрӑх судпа приговор йышӑниччен, ӑна йӗрке пӑсакан вырӑнне шутласа, полици аллине тытса пама тивет».
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
«Ҫак дворянин, Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифоров, хӑй патне эпӗ туслӑ сӑмахпа пынӑччӗ пулин те, мана ҫын умӗнче кӳрентермелле хӑртрӗ, ман хисепӗме пӑсакан йывӑр сӑмах каларӗ, тӳрех каласан вӑл мана хур аҫи терӗ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.