Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑрахрӗ (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Службӑра чух яп-яка та ҫап-ҫутӑ ҫӳрекенскер, халь сухалне те хырма пӑрахрӗ, питне те ик-виҫ кунта пӗрре ҫӑвать пулмалла.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӑрҫӑн иккӗмӗш ҫулӗнче пӑрахрӗ вӑл шкула ҫӳреме.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫапла Укахви шкулта вӗренме пӑрахрӗ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан, ялти чылай ытти ачасемпе пӗрлех, Укахви те шкула ҫӳреме пӑрахрӗ: Тӑван ҫӗршывшӑн хаяр вӑрҫӑ пынӑ чух, пӗтӗм халӑх мӗнпур вӑй-халне тӑшмана пӗтерме панӑ чух кунсерен улт-ҫич сехет шкулта, икӗ сехет ҫул ҫинче, юлашкисене — кӗнеке ҫинче ларса ирттерме намӑс пекчӗ Укахвие.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳлтен — те хурӑн тӑрринчен — пӗр тумлам патлатса ӳкрӗ те ҫӑкан ҫемҫе ҫулҫине шӑтарсах пӑрахрӗ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Шултӑрканӑ кантӑк, ун ҫине такам пӗтӗм кӳлепипе тӳне-тӳне кайнӑ пек, пӗрре тулалла, тепре шалалла шалтлата-шалтлата илчӗ, кайран тин шӑршӑнса ларчӗ те шалтлатма пӑрахрӗ.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ӑна трактор сухаласа пӑрахрӗ пулӗ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӗрсе пӑрахрӗ вӑл Славике ҫут тӗнчерен.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тусӗ каҫхинех парнеленӗ чӗрӗ чечек ҫыххинчен шаннӑ ҫеҫкесене суйла-суйла пӑрахрӗ, анчах чечексем пӗрин хыҫҫӑн тепри шансах пычӗҫ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӗнеке тытрӗ — ӑна вулаймасӑрах пӑрахрӗ, сӗрме купӑсне тытрӗ — хӗлӗхне сӗртӗнсе пӑхмасӑрах каялла хучӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вӑл конверта урлӑ-пирлӗ ҫуркаларӗ те станок ҫумӗнчех ларакан ҫӳп-ҫап ещӗкне пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Маюк сасартӑк кулма пӑрахрӗ те хаяр хӗрарӑм пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Тиххол! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ мана Данил Макарович.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Данил Макарович хальхинче ним те шарламасӑр мана тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Черетре икӗ сехет кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн мунча ӗҫлеме пӑрахрӗ «Вӗри шыв ҫук». — терӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Мӗн тума иккӗ чиксе ҫӳрен? — вӑл ман алӑри шӑрпӑк курупкине илчӗ те тенкел ҫине хаҫатпа юнашар пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Чиперех манпа юнашар вашлаттарса пыракан ҫын, аллея вӗҫне ҫитсен, сасартӑк чарӑнчӗ те ик-виҫ утӑм каялла ярса пусрӗ, ҫул хӗрринче йӑваланса выртакан ҫӗмрӗк кӗленчене пӗшкӗнсе илчӗ, инҫех мар сак вӗҫӗнче ларакан ҫӳп-ҫап сулчи патне утрӗ, ванчӑк кӗленче тӗпне типтерлӗн кӑна ҫав чул савӑта пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Библиотекӑна ҫӳреме пӑрахрӗ тет кӗнекесем нихӑҫан та тавӑрса парайманнипе.

Говорят, он перестал в библиотеку ходить из-за того, что забывал возвращать книги в срок.

Сӑмах ҫинчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/437

Урӑхла каласан, чылайӑшӗ чир ерессинчен асӑрханма пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Улюка упӑшки юратма пӑрахрӗ, ҫавӑнпа вӑл, Улюк, пуринчен те килпетсӗррӗн лапсӑртатса ҫӳренӗн курӑнать Миккана.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней