Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
пӑрах (тĕпĕ: пӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уи пирки каланӑ усал шухӑшсене эсӗ пуҫран кӑларса пӑрах.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ним те теместӗп, анчах эсӗ правлени ҫыннисен обязанноҫӗсене ху ҫине илме пӑрах, — самаях тарӑхса каларӗ Ятман.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑнлантарнӑ, — самаях тарӑхса каларӗ Ятман, унтан Левентее эс ухмаха пеме пӑрах тенӗ пек тӗртсе илчӗ.

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ту енчи ҫӗр-шыва хӑвӑр алла илес шухӑша пӑрах, Юсуф князь.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чим-ха, Тукай мӑрса, эс тулашма пӑрах, — терӗ вӑл.

Помоги переводом

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑрах хӗҫне, эсӗ тата хирӗҫ ҫапӑҫсан сан куҫ умӗнчех ҫаксен пуҫӗсене касатпӑр.

Помоги переводом

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Халь ӗнтӗ е пур ӗҫе те пӑрах, ҫак хайлава ҫырса хур, е писатель те мар эсӗ.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Клиникӑра та ӗҫ нумай пулӗ Нервусене пӑсса лариччен пӑрах ҫырса аппаланма.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах пирӗн киле вӑл шутпа ҫӳреме пӑрах, Урасмет.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑрах таҫта, мур тӗпне, куҫа та ан курӑнтӑр…

Помоги переводом

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хамӑр айванлӑха пуҫ ҫапса каҫарттарма килтӗм, ҫырлах, ан пӑрах.

Помоги переводом

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Соньӑна ан пӑрах, вӑл манран та телейсӗр.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ан пӑрах ачана!

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӑрах ҫав ӗҫе эсӗ те Михала, ырри пулмӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эсӗ те пулин ан пӑрах пире, Хӗветӗр, — кулянса макӑратчӗ вара Элкей Микули, пурнӑҫ вӗҫӗ ҫывхарса килнине туйса.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫук, ҫук — пӑрах ку шухӑша.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӑрах ҫав усал карта, пӑрах — турӑ ячӗпе ыйтатӑп.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пирвайхи уйӑхӗсенче хӑмла типӗтесси нимӗнех те мар пекчӗ: симӗс хӑмлине стеллаж ҫине сапаласа пӑрах та кӑмакине хутса яр — ытлашши ан типӗтсе яр кӑна.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Персе пӑрах ӑна.

Застрели его!

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кӑларса пӑрах хӑвӑн пилӗк ҫулна.

Выкидывай свои пять лет.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней