Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пычӗ (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗп инженер патне шлепкине ӗнсе ҫине антарса лартнӑ, пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын васкаса пычӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл Семен Сергеевич патне васкавлӑн утса пычӗ те: — Ҫывӑхран та ҫывӑх ҫыннӑм, Семен Сергеевич, — терӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, — эсӗ яланах пирӗншӗн ҫут хӗвел пек ялкӑшса, ҫиҫсе тӑратӑн…

Помоги переводом

Пӗр самантрах… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 6–7 с.

Луиска эпир хӗрсе калаҫнине курчӗ пулас, хӑвӑрт кӑна пирӗн пата утса пычӗ те: — Мӗн эсир ман ҫине пӑхса калаҫатӑр? — терӗ, куҫран хурчӑка пек тинкерсе.

Помоги переводом

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Малтанлӑха калаҫу йӗркеллех пычӗ.

Помоги переводом

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Раман, ачине хӑй аллине илсе, тахҫан лартса хӑварнӑ йывӑҫсем патне пычӗ.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул тӑршшӗпех тавралӑха тимлӗн сӑнаса пычӗ Раман.

Помоги переводом

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хыр кукӑрӑлса, кукӑрӑлса пычӗ те шарт! турӗ.

Помоги переводом

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫынсем тем пек тӑрмашрӗҫ пулин те, пушар лесник килӗ патнеллех ҫывхарса пычӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман касакансен хорне Миша баянпа выляса ертсе пычӗ.

Помоги переводом

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман та пычӗ ун патне.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗррехинче вӑрмана Яльчиков пычӗ.

Помоги переводом

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ каялла чакса, чакса пычӗ, кантӑрт такӑнчӗ те тункатаран — пилӗкрен ҫӳллӗ вӗлтӗрен ӑшне чикеленчӗ ӳкрӗ, ҫатӑр-ҫатӑр, шӑтӑр-шӑтӑр тутарса, ҫырма тӗпнелле анса кайрӗ.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эс халь маншӑн мӗн… — такӑнса-такӑнса пычӗ Раман, — калас шухӑшне калаймарӗ.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайнӑҫемӗн сывлӑш нӳрелсе пычӗ.

Помоги переводом

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан майӗпенех тулли зала хӑнӑхса пычӗ.

Помоги переводом

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илле хӑех пуҫларӗ те, малалла сӑмах кал-кал сыпӑнса пычӗ.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗпер тарсах-тарсах пычӗ те уҫланка ҫитеспе пачах ҫухалчӗ.

Помоги переводом

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗске мӑйне сулахай аллипе сӑтӑркаларӗ те Раман патне уксахласа пычӗ.

Помоги переводом

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нимӗн тума аптранипе вӑл чӳрече ҫумӗнчи стенара ҫакӑнса тӑракан рама умне пычӗ, кӗленче айӗнчи сӑнӳкерчӗксене пӑхма пуҫларӗ.

Помоги переводом

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗнӗ пӑчкӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ малтанхи эрнинчех Дубов патне кӳршӗ делянкӑран Яков Кашкин пычӗ.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней