Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пытармасӑр (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй куҫҫульне пытармасӑр ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӑй Микулана юратнине ним пытармасӑр пӗлтерчӗ, ӑна качча тухма хатӗрленни ҫинчен каласа пачӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аппӑшӗ ҫине тӑрса сӑмах хускатни тӗлӗнтерчӗ пулсан та, Анук хӑйшӗн Элекҫей ним те марри ҫинчен пытармасӑр каласа пачӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анук, ним пытармасӑр кала-ха, ҫав Элекҫей килӗшет-и сана е ҫук?

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли, хӗрӗ умӗнче йӑлтах тӳрре тухасшӑн, ашшӗпе иккӗшин хушшинче мӗн пулса иртнине пытармасӑр каласа пачӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт пур чухне, турӑ умӗнчи пекех, ним пытармасӑр каласа пар.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр утӑм каймалла тенӗ пулсанах тӳсейместӗм! — ним пытармасӑр каласа пачӗ Анук.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайран курӑнать унта, — пӗр пытармасӑр пӗлтерчӗ сестра.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗкӗте кутӑнлашса, турткалашса, ухмаха персе, суйса-туса тӑмарӗ, ӗҫ мӗнле пулнине пӗр пытармасӑр каласа пачӗ.

Помоги переводом

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ ӑна хам сана юратни ҫинчен ним пытармасӑр каларӑм.

Помоги переводом

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗтертӗр Хусана, пӗтертӗр, — калаҫрӗ вӑл чунӗнчи эрлӗке пытармасӑр.

Помоги переводом

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пытармасӑр каласан манӑн темиҫе уйӑх каяллах вӑрттӑн шухӑш ҫуралнӑ та ҫав, юрӗ ӗнтӗ, пӑчлантӑр вӑл шухӑш, никам та ан пӗлтӗр ун ҫинчен…

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа сире пӗр пытармасӑр калатпӑр: ӳлӗмрен ун пек пулмасть.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйрӑмах Хусан хыҫҫӑн, патша ӗҫки хыҫҫӑн, — куллине пытармасӑр каларӗ вӑл.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр пытармасӑр кала, боярин, эсӗ те ҫапла шутлатни?

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кала мана пӗр пытармасӑр, кӗрӳ: мӗнпе илӗртрӗҫ сире вырӑссем?

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ак эс мана пӗр пытармасӑр ҫакна каласа пар-ха.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр пытармасӑр каласан, чӗпӗсене сыхлассипе пӗрлех тиллине хӑйне курасси те илӗртет-ха пире.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Нумайӑшне, пӗр пытармасӑр, ҫак ыйту кӑсӑклантарать.

Помоги переводом

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Исаков хӑй мӗнле шухӑшланине пӗр пытармасӑр каласа пачӗ.

Исаков откровенно высказал свое сокровенное мнение.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней