Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пытараҫҫӗ (тĕпĕ: пытар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем виле шӑтӑкӗсем алтаҫҫӗ, вилнисене пытараҫҫӗ, аманнисен суранӗсене ҫыхаҫҫӗ, баррикадӑсене сӳтеҫҫӗ, башня пусми картлашкисем ҫинчен тата пӳлӗмсенчен вилнисене йӑта-йӑта тухаҫҫӗ, ҫӗнтерӗвӗн хӑрушӑ юлашкийӗсене пӗтерес тесе, ҫапӑҫу пулнӑ вырӑнсене тирпейлеҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, ҫапӑҫса илнӗ вырӑна вӑрҫӑри пекех хӑвӑрт йӗркене кӗртеҫҫӗ.

Они рыли могилы, хоронили убитых, перевязывали раненых; они разбирали редюит, очищали залы и лестницы от трупов, наводили порядок на месте побоища, сметали прочь грозный хлам победы, — словом, с военной сноровкой и быстротой занялись тем, что было бы справедливо назвать домашней уборкой после битвы.

I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ӑна вӗсем ҫӗрле юханшыв ҫине илсе кайса никам сисиччен пытараҫҫӗ, теҫҫӗ.

Говорят, отведут его ночью на реку и тайно утопят.

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унта темле вилене пытараҫҫӗ пек, тупӑкӗ пысӑк, хура, виттине хытӑ хупса лартнӑ.

Там кого-то хоронили, гроб был большой, черный, наглухо закрытый крышкой.

I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тӑван алӑсем ӑна юр ӑшӗнчен чавса кӑларчӗҫ, тӑванӗсем ӑна тӑвансен масарӗ шӑтӑкне пытараҫҫӗ.

Братские руки выкопали его из снега, братья хоронят его в братской могиле.

X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Патруль пырса кӗрсен, старике пытараҫҫӗ.

Если появлялся патруль, старика прятали.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вилнисене пӗр шӑтӑка пытараҫҫӗ.

Умерших хоронили в общих могилах.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Хӑйсен калаҫӑвне манран пытараҫҫӗ.

«Таят от меня свои разговоры.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ыран пытараҫҫӗ пуль, эппин?

— Похороны, верно, завтра?

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ялан кама та пулин пытараҫҫӗ.

То и дело кого-нибудь хоронят.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мана туссем пытараҫҫӗ.

Меня хоронят друзья.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тӗлӗкре те мар пек ку, чӑнласах пытараҫҫӗ пек.

И не во сне это было, а наяву.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ, мана пытараҫҫӗ пек.

А потом меня хоронили.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑна инҫетри Польша ҫӗрӗнче пытараҫҫӗ, ун умӗнче халь вырӑс тата поляк офицерӗсем пуҫ тайса тӑраҫҫӗ.

И вот его хоронят на далекой польской земле, и над ним стоят офицеры, русские и поляки.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Уҫӑ бортлӑ машина хыҫҫӑн ҫар оркестрӗ пырать, оркестр хыҫҫӑн пирӗн командирсем тата поляксен офицерӗсемпе штатски ҫынсем утаҫҫӗ пулин те, поляка мар иккен, урӑххине пытараҫҫӗ.

Хоронили не поляка, хотя за полуторкой с открытыми бортами, вслед за военным оркестром шли рядом с нашими командирами польские офицеры и многие поляки в штатском.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Такама пытараҫҫӗ.

— Хоронят кого-то.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Героя пытарнӑ пек, ҫар оркестрӗпе, салют парса пытараҫҫӗ пуль.

Хоронят, как героя, с военным оркестром и салютом.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Халь пытараҫҫӗ пуль ӗнтӗ ӑна.

Наверно, его сейчас там хоронят.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

 — Рабочисем пытараҫҫӗ, ҫавӑнпа та курӑнмасть.

— Рабочие прячут, оттого и невидимый.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

«Кунта вӗсем ҫырусем пытараҫҫӗ

«Здесь они прячут письма!»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫав хушӑксенче йывӑҫа, ҫулҫӑсене, хуйӑрсене кӑшлакан шӗкӗсем пытанаҫҫӗ, вӗсем унта хӑйсен ҫӑмартисене пытараҫҫӗ.

Там прятались со своими личинками и яичками жуки-древоточцы, листогрызы, короеды.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней