Поиск
Шырав ĕçĕ:
Больницӑна та пынӑччӗ сан пата, анчах аманнӑ чӗрӳне хускатас темерӗм.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Надежда Кондратьевна ун чухне вӗсем патне сывлӑх сунма пынӑччӗ, унтан хуҫалӑхра кирлӗ ӗҫсемпе сад пахчине кӗрсе ҫухалчӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Лина кӗрсе тӑнӑ самантра Эмиль сӗт стаканне тути патне илсе пынӑччӗ, ӑна курсан кулса ячӗ те сӗт тумламӗсем сӗтел урлӑ вӗҫсе ашшӗн сюртокӗ ҫине сирпӗнчӗҫ.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑхӑт каҫ енне сулӑнса сакӑр сехете ҫывхара пынӑччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пур районсене те карательнӑй экспедицисем пынӑччӗ, полицейскисене ҫине тӑрсах хӗҫпӑшаллантаратчӗҫ.Во всех районах появились карательные экспедиции, усиленно вооружались полицейские.
Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Нумай ялсенчен пирӗн пата вуншар-вунпилӗкшер ҫын пынӑччӗ.
Тискер «йӗрке» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пирӗн Уйӑх патне кайса килесси пурӗ те 36 сехете кӑна пынӑччӗ, ракетӑн чи пысӑк хӑвӑртлӑхӗ вара секундра 11,2 километра ҫитнӗ, вӑл пӗр сехетре 40 пин километр каять.
Ҫӑлтӑрсем пирӗнтен мӗн инҫӗшӗнче? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Тӗрлӗ халӑх тарса пырать унта, пӗр архимандрит та пынӑччӗ: аптрамасть, ӗҫлет!Туда сбегается всякий народ, даже архимандрит один был: ничего — работал!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Кӑштах тӑхтасан, курка каллех тулса ҫитет, бадшах ӑна тути патне илсе пынӑччӗ кӑна, ӑмӑрткайӑк куркана тата тепӗр хут ҫапса ывӑтса ярать.
Шанчӑклӑ ӑмӑрткайӑк ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнчи халӑх пултарулӑх куравӗсенчен пӗрне Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗн ӑсти Феодосия Даниловна Громова хӑйӗн пир станӗпе пынӑччӗ.
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Вӑл хӑйӗн тапочкине илме чупса пынӑччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Ҫул тӑршшӗпех хӗр тӗлпулу саманчӗ епле пулма пултарасса уйласа пынӑччӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӑхрӑм та — каллех сыпса пынӑччӗ, хӗрӗнкӗччӗ эсир…
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫулталӑк каярах пирӗн пата Брянск вӑрманне 47-мӗш венгерски полкран сакӑр салтак тарса пынӑччӗ.Почти за год до этого к нам в Брянские леса пришло из 47-го венгерского полка восемь солдат.
Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хамӑр базӑна малтанхи хут кайнӑ чух эпӗ, кунта тепре килес пулсан, аташса каймалла ан пултӑр тесе, ҫул паллисене питӗ хытӑ сӑнаса пынӑччӗ.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
«Ҫак дворянин, Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифоров, хӑй патне эпӗ туслӑ сӑмахпа пынӑччӗ пулин те, мана ҫын умӗнче кӳрентермелле хӑртрӗ, ман хисепӗме пӑсакан йывӑр сӑмах каларӗ, тӳрех каласан вӑл мана хур аҫи терӗ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Сан ҫине пӑхса кӗлтумашкӑн пынӑччӗ эпӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех те ҫавӑн пек пулчӗ; ун чухне восстани тӑвакан гладиаторсене Римри пӗр паттӑр юланутҫӑ, Минуций е Веций ятлӑскер, — Капуя патӗнче пуҫтарса ертсе пынӑччӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫук, ҫӗнтересси пулмасть; консул званиллӗ ҫынсемпе патрицисем гладиаторсен легионӗсен пуҫне тӑрӗҫ, пирӗн ҫара хӑйсен хисеплӗхӗпе хӑйсен ятне парӗҫ тесе шаннӑччӗ эпӗ, хамӑн телейсӗр юлташӑмӑрсем хушшинче те ҫав шанчӑка сарса пынӑччӗ, анчах халь, Катилина, санпа вӑрахчен калаҫнӑ хыҫҫӑн, эпӗ урӑххине куратӑп: сирӗн воспитанирен килнӗ тӗшмӗшсем сире нихҫан та пирӗн ҫулпуҫ пулма парас ҫук.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Шутларӑм-шутларӑм та, кунашкал тӑрпалтайпа вӗҫне-хӗрне тухса пӗтеес ҫук тесе (ун чухне тата, телее, сухӑр юхтарнӑ ҫӗре ӑсанма чӗнсе ҫӳрекен ҫын та пынӑччӗ пирӗн яла), паспорт тутарнӑ-тутарман, тытрӑм та ярӑнтартӑм Ҫӗпӗрелле…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.