Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пынипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1985 ҫулхи ака уйӑхӗн варринче АПШ ертсе пынипе Блэйз правительстви валли пӗрремӗш полици пайӗсене хатӗрлес ӗҫе вӗҫленӗ, полицин ытти пайӗсене хатӗрлес ӗҫе 1985 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ.

В середине апреля 1985 года под руководством США для правительства Блэйза была завершена подготовка первого полицейского подразделения, подготовка остальных подразделений полиции должна была завершиться к 30 сентября 1985 года.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Унӑн ӳкерчӗкӗсем тӑрӑх тата вӑл кӑтартса пынипе тунӑ тӗрӗсем халь Совет Союзӗнче ҫеҫ мар, ытти нумай ҫӗршывсенче те паллӑ.

Помоги переводом

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Хор, Василий Петрович Воробьев композитор ертсе пынипе, илемлӗ, ҫӗнӗ юрӑсем шӑрантарать.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио тусӗсен обществин президиумӗн членӗ С. Андреев юлташ кӑтартса пынипе мачта лартса антенна карнӑ.

Помоги переводом

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Халӗ вӗсем тата вӗсен ачисем ӗнтӗ пӗтӗм совет халӑхӗпе пӗрле, Коммунистсен партийӗ ертсе пынипе, савӑнса-хавасланса, чунтан тӑрӑшса ҫӗршывра чи лайӑх пурнӑҫ — коммунизм тӑваҫҫӗ…

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партин XX-мӗшпе ХХII-мӗш съезчӗсем хушшинчи ҫулсенче — нихҫанхинчен ытла ҫак асӑннӑ ҫулсенче — пирӗн ҫӗршыври халӑхсем, парти ертсе пынипе, тӗнчене тӗлӗнтермелле ӗҫсем турӗҫ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

2003 ҫултанпа влаҫа хӑйӗн аллинче Бхарати Джаната Парти тытса тӑрать, ун чухне, ассамблейӑна черетлӗ суйлав иртнӗ вӑхӑтра Ума Бхарти ертсе пынипе вӑл ҫӗнтерме пултарнӑ.

Бхаратия Джаната Парти находится у власти в штате с 2003 г., когда Ума Бхарти привела её к победе на очередных выборах в ассамблею.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин ертсе пынипе ирттернӗ РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче хальхи вӗрентӳ тытӑмӗнче педагогпа наставник рольне тата престижне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ мерӑсене сӳтсе явнӑ.

Помоги переводом

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн ларӑвне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/28/racc ... ravne-chav

Калаҫу ҫӑмӑл та ҫиелтен ҫеҫ шуса пынипе лӑпланнӑ Кулюккан ал-ури чӗтреме чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лашапа та вӑл ашшӗ кӑтартса пынипе ҫеҫ ӗҫленӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсем автобус ҫинче калаҫса-юптарса пынипе унта ҫитнине те сисмерӗҫ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пур предметпа та чи лайӑх паллӑпа ӗлкӗрсе пынипе пӗрлех кил-ҫурт таврашӗнчи ӗҫсене ал-хапӑл тӑватчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе хӗр ҫӳле хӑпарса унта ӗҫ-пуҫ мӗнле пынипе паллашма шутларӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пирӗн эрӑчченхи 591 ҫулта Египет ҫыннисем II Псамметих ертсе пынипе Куш хулине тапӑнса кӗнӗ.

В 591 году до н. э. египтяне под руководством Псамметиха II вторглись в Куш,

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Шавласа пынипе сисмен те, кӗҫех ҫул кукринчен сиксе тухнӑ лашана пырса ҫапӑнатчӗҫ.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та ҫил-тӑман юр сапса пынипе вырӑнӗ-вырӑнӗпе хӗрарӑм ҫул хыттине ҫухатакан пулчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та вӑйӗ пӗтсе пынипе ура ҫинче аран-аран тытӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑл, ыркӑмӑллӑх концертне йӗркелекенсене тата куракансене тав тунӑ май, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлесе ӑсатас ӗҫ мӗнле пынипе паллаштарчӗ.

Помоги переводом

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Вӗсем Вера Молоствова учительница ертсе пынипе «Кам-ха вӑл волонтер?» литмонтаж кӑтартса пачӗҫ.

Помоги переводом

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Акӑ Михха мучипе Хӗветӗр Хилипччӑ вӗрентсе пынипе Самать енчи уй ҫине пылчӑк купи хыҫҫӑн пылчӑк купи ӳссе ларма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней