Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анранӑ пулӑсем пуҫӗсемпе, хӳрисемпе пирӗн ҫара хырӑмсенчен, хулпуҫҫисенчен пырса перӗнеҫҫӗ.Оглушенная рыба тыкалась головами и хвостами в наши животы, плечи.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Пурнӑҫ — илемлӗ япала! — тенӗ те вӑл, ӗҫӗн таттисӗр вӗресе тӑракан хуранне кӗрсе кайнӑ; рабочисене вӑл кӑмӑла килнӗ, ҫамрӑксем кулнӑ, пир-авӑр тӗртекен ватӑ ҫынсем пуҫӗсемпе кӑмӑллӑн сулнӑ, Мирон та унӑн кулӑпа ҫутӑлса тӑракан калаҫуне итлесе, хӑйӗн ҫӳхе тутисене чӗлхипе ҫулласа илнӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пасара ҫӳремелли сумкӑна минӑсем хурса, ҫиелтен кукуруза пуҫӗсемпе витрӗ те «Муся» патне йӑтса кайрӗ.В кошолку она положила мины, сверху закрыла их кукурузными кочанами и понесла к «Мусе».
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӗсем пӗрне пӗри пуҫӗсемпе сӗртӗннӗ пекех, ним хускалмасӑр выртаҫҫӗ.
ХСIХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Александр Ильич амӑшӗн кӑвакарнӑ пуҫӗ тем-тем сапса тултарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын пуҫӗсемпе ялкӑшакан кукша пуҫсем хушшинче мӗлтлете-мӗлтлете илнине курчӗ.
Суд // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Юлашкинчен, сывлӑшӑн чи ҫӳлти сийӗсенче казуар текен кайӑкран вӑйлӑрах, страусран шултӑрарах кайӑксем хӑйсен темӗн пысӑкӑш ҫуначӗсемпе саркаласа, пуҫӗсемпе гранитлӑ тӳпене пыра-пыра перӗнеҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем, иккӗшӗ те патвар та ҫирӗпскерсем, пӗр-пӗрин патне пуҫӗсемпе пӗшкӗнсе ларса, сассисене пусарса калаҫрӗҫ, амӑшӗ аллисене кӑкӑрӗ ҫине пӑхса тӑчӗ.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Василие вӗсем иккӗшӗ те пуҫӗсемпе сӗлтсе ҫеҫ сывлӑх сунчӗҫ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Фроська хӑй Андрее ҫавӑрма шутланине пӗр минутлӑха манчӗ те атӑ пуҫӗсемпе Алексей ҫинелле тӗллерӗ.Фроська на миг забыла о своем решении покорить Андрея и нацелила носки полусапожек на Алексея.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пирӗннисем тӑван чӗлхепе калаҫнине илтсен, питӗ савӑнса кайнӑ, улпут арӑмӗ патне чупса пынӑ, унӑн аллине чуптунӑ чух пуҫӗсемпе кӑшт кӑна ҫапӑнман.
VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унтан вӗсем пурте йӗнерсем ҫине сике-сике ларчӗҫ те, енчен-енне тайӑла-тайӑла, арена тавра умлӑн-хыҫлӑн утрӗҫ; арҫыннисем пурте, сиккипе пыракан лашасем ҫинче тӑрса пыраканскерсем, пуҫӗсемпе чутах маччана перӗнмеҫҫӗ, вӗсем ҫав тери ҫӳллӗ те йӑрӑс пӳллӗ, ҫаврӑнӑҫуллӑ курӑнаҫҫӗ, дамӑсен кӗписем, чӑштӑртатса, роза ҫеҫкисем евӗр хумханаҫҫӗ, кашни дама — - илемлӗ сунчӑк тейӗн.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Шалти иккӗмӗш хӳмин тӗкмисене ҫын пуҫӗсемпе «илемлетни» тыткӑнрисен сехрине хӑпартрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Килчӗҫ те пуҫӗсемпе суллаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Шӑпланчӗҫ, пуҫӗсемпе сулса, тӗрлӗ ҫӗрелле саланчӗҫ, унтан каллех пӗр ҫӗре пухӑнчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ — пӑхатӑп та малалла: ларчӑк ҫинче Филофей, тӑмана пек, пуҫне усса, курпунне кӑларса ларать, — кӑшт малтарах — шӑнкӑртатса юхакан шыв ҫинче пӗкӗ тата лаша пуҫӗсемпе ҫурӑмӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Вӑрӑм мӗлкисем стенасем тӑрӑх е ҫул тӑрӑх шуса кӑтех пуҫӗсемпе Полицейски кӗперпе танлашмаҫҫӗ.Длинные тени мелькают по стенам и мостовой и чуть не достигают головами Полицейского моста.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Юланутсем, урамран сирпӗнсе тухса, пуҫӗсемпе команда панӑ чухнехи пек харӑс лашисен мӑйӗсем ҫумнелле лӑпчӑнчӗҫ, казарма еннелле чавкӑнса ҫывхарчӗҫ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пальто, пралукран пушаннӑ катушка, рюкзак, улма хупписем, пулӑ пуҫӗсемпе хӳрисем — пӗтӗмпех нӳхреп тӗпнелле вӑркӑнчӗҫ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Минут хушши вӗсем нӳхрепре нимӗн тума пӗлмесӗр чупкаларӗҫ, маччине пуҫӗсемпе перӗнкелерӗҫ.С минуту они метались по погребу, стукаясь головами о скаты крыши.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Ҫенӗк алӑкӗ ярах уҫӑ; ҫенӗкре хӗрлӗармеецсем сыракан ҫӗтӗк обмотка, хӗрринче юн хуралса хытнӑ лутӑрканчӑк бинт, шӑна ларса тулнӑ, пӗтӗмпе шӑршланса кайнӑ чӑх пуҫӗсемпе тӗксӗм йӑваланса выртаҫҫӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.