Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫырма тӗлӗнче, куршанаксем хушшинче, шакӑлчисем кӑшкӑраҫҫӗ, сӳсленнӗ, кӑвак тӗслӗ шултра хытӑ курӑк ӑшӗнче эпӗ вӑр-вар тапранкалакан кайӑк пуҫӗсем ҫинче хӗрлӗ калпаксем куратӑп.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темскер ҫине сиксе хӑпарса, эпӗ ҫынсен пуҫӗсем урлӑ вӗсене пичӗсенчен пӑхрӑм, — ҫынсем ӗхӗлтетсе кулса: — Пӑх-ха, пӑх-ха… — тетчӗҫ пӗр-пӗрне.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чиркӳсене ҫӳресси ман кӑмӑла каятчӗ; ӑҫта та пулин ирӗклӗрех те тӗттӗмрех кӗтессе тӑрса, эпӗ инҫетрен иконостас ҫинелле пӑхма юрататтӑм — вӑл ҫурта ҫуттисемпе ирӗлсе, амвонти кӑвак чул урайнелле ҫӑра ылттӑн пек юхса аннӑн туйӑнать; иконсен тӗксӗм кӗлеткисем хуллен тапранкалаҫҫӗ; алтарь алӑкӗн ылттӑн шӑтӑклийӗ савӑнӑҫлӑн чӗтренет, ҫурта ҫуттисем кӑвакрах сывлӑша ылттӑн тӗслӗ пылхурчӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе хӗрсен пуҫӗсем чечексем пек туйӑнаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗр вырӑнта Вавжонпа Марысьӑна пӑхӑр пек хӗрлӗ питлӗ темле ҫынсем тӑни курӑнчӗ, пуҫӗсем ҫине вӗсем тӗксем лартнӑ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Анчах вӗсен ҫиесси килмерӗ — пуҫӗсем тӑхлан тултарнӑ пек йывӑрланнӑ; старик хӑйне хӗрӗнчен те йывӑртарах туять.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӗсен пуҫӗсем ҫинче кукӑр-макӑр, лапсӑркка юман ҫулҫи шавлать, ҫулҫӑ витӗр тӑрӑ пӗлӗт кӑвакарать…
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Коридорта пурне те пӗлме юратакан горничнӑйсен кӗписем, пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ, буфетра пӗр хутчен темле хӗрарӑм кӗпи курӑнса кайрӗ, эпӗ ку баронесса хӑй пуль, тесе шутларӑм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур ҫӗрте те кавирсем, картинӑсем, чӳрече каррисем, чӑпар шпалер, авса тунӑ пукансем, Вольтер креслисем, стенасем ҫумӗнче пӑшалсем, пистолетсем, енчӗксем, темле тискер кайӑксен картонран касса тунӑ пуҫӗсем.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗншӗн курнӑҫмастпӑр-ха? — терӗ вӑл, пушмак пуҫӗсем ҫине тинкерсе пӑхса; эпир решетке стеналлӑ пӳлӗм ҫумӗнчен иртсе пынӑ чух хӗр стенана пӳрнисемпе тӗкӗнчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗске пиншаксемпе гимнастерка ҫухависем ӑшне чикнӗ пуҫӗсем юнашар выртакансен ҫурӑмӗ ҫуйне тӗршӗннӗ.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ чӳрече патӗнче ларса ачасем ҫине, вӗсен пӗшкӗннӗ пуҫӗсем ҫине пӑхрӑм.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пуҫӗсем ҫинче — тутӑрсем, сарлака юбкӑсемпе, аллисене пӗрнесем тытнӑ.В платках, надвинутых на самые брови и завязанных под подбородком, в широких юбках и с лукошками.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Индеец аллисене ачасен пуҫӗсем ҫине хучӗ те, куҫӗсенчен пӑхса, кӑшт пуҫне сулса илчӗ: — Ӑнӑҫлӑх пултӑр сире, — терӗ вӑл хуллен.
Ачасен паттӑрла ӗҫӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шаман маскисем нумай иккен унта, вӗҫен кайӑк чӗрнисемпе тискер кайӑксен асав шӑлӗсене ҫыха-ҫыха хунӑ, вӗҫен кайӑксен типӗтнӗ пуҫӗсем те пур, анчах Ако уххи вара ещӗкре тупӑнмарӗ.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ещӗкре темӗнле хальччен курман тискер кайӑк пуҫӗсем шӑлӗсене йӗрсе выртаҫҫӗ иккен.Из ящика выглядывали оскаленные морды каких-то невиданных зверей.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Горький колонийӗнче пулнӑ ытти ҫынсем те манас ҫук ӑна: пурӗ пӗр ҫын пек пулса савӑннине те, антӑхса каймаллах хавхаланнине те, хӗрсен пуҫӗсем ҫинчи чечек кӑшӑлӗсене те, креплесемпе ҫавасем ҫинчи чечексене те, пирӗн пӗчӗк сигналистсен шурӑ плащӗсене те, кӗҫӗн колонист аслӑ колониста пирвайхи кӗлте тыттарнӑ чух тупа тунине те…
8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсен аллисем те, пуҫӗсем те «пушах».
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ривэра аялта ларакан корреспондентсен пуҫӗсем ҫине ӳкнӗ, вӗсем ӑна канат урлӑ каялла платформа хӗррине ывӑтнӑ.Ривера шлепнулся на сидевших внизу репортеров, и они толкнули его обратно на край платформы.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Шуррисен унта пуҫӗсем ҫаврӑнса кайнӑ ӗнтӗ.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Тӑшманусен пуҫӗсем санӑн урхамахӑн урисем айне ӳкчӗр!..
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.