Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗнчи (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗп машина вӑл, — бригадир ун-кун пӑхрӗ те вите пуҫӗнчи аппарата хӑех йӑтса килчӗ.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Вӑл пушӑ урампа анаталла анса каякан лав хыҫҫӑн Лисук пуҫӗнчи шурӑ тутӑр курӑнми пуличченех пӑхса юлчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Питне пытарасшӑн пулса, вӑл пуҫӗнчи тӗрӗллӗ шурӑ тутӑрне хӑрах енчен туртрӗ те, тутӑрӗ салтӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Калис мӑйне тем пӑвнӑ пек пӑркаланса илчӗ те пуҫӗнчи тутӑрне туртса сӳрӗ, витрисене йӑтса, ҫерем тӑрӑх ӗсӗкле-ӗсӗкле чупрӗ.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Витрери кӗпе-йӗме тепӗр хут пускаларӗ, пуҫӗнчи тутрине тӳрлеткелерӗ.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Юхан шыв хӗрринелле анакан вӑрӑм урам пуҫӗнчи ҫӳллӗ вырӑнта колхоз правленийӗн кирпӗчрен тунӑ тӑрӑхла пысӑк ҫурчӗ кермен пек саркаланса ларать.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тепӗр кунне Кирик ял пуҫӗнчи ферма ҫурчӗсем хыҫӗнчен хӗвел ҫӗкленсен кӑвак тӗтӗм пашлаттаракан «Беларусь» тракторне Виссарион Игнатьевич ани ҫинче чарчӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович хӗрарӑм пуҫӗнчи тӗрленӗ шурӑ тутӑр ҫине тинкеререх пӑхрӗ:

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, тарӑхнипе хӗрелсе кайнӑскер, пуҫӗнчи карттусне вӑшт-вашт хыврӗ те мечӗк пек лӳчӗркесе урайне ҫавӑрса ҫапрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пуҫӗнчи калпакӗ ӳксе юлнӑ, сулахай аллинче – ухӑ.

Помоги переводом

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сисменнийӗ пымасӑр юлсан та Питӗ нумай пухӑнчӗҫ вӑрманта, Упа ҫырми пуҫӗнчи ӗшнере, Матруссем курман — илтмен те…

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Янеев, хӑй пуҫӗнчи каскине илсе, темиҫе минут хушши юлташӗ умӗнче пуҫа усса тӑчӗ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл мана кукамайӑн сурпан пуҫӗнчи тӗрри пек туйӑнать.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуҫӗнчи тӗссӗр шупка шлепки Пӗрремӗш Микулай патша вӑхӑтӗнче туяннӑскерех тейӗн.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кивӗрех хура ӗҫ халачӗ тӑхӑннӑ, пуҫӗнчи шупка тутӑрне чалма евӗр явакласа ҫыхнӑ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк умра мӗн курӑнни пуҫӗнчи эрех тӗтри-сӗрӗмне, тӑнтанлӑха самант вашкӑртса ячӗ тейӗн: «Тӑхта-ха, мӗн тӑвасшӑн тӗрмешет вӑл? Шашлӑк ӑшалать мар-и?»

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрарӑмӗ симӗс пустав пуснӑ вӑрӑм аркӑллӑ, виҫеллӗ пальтопа; уринче — хура чусӑнкки; пуҫӗнчи шурӑ шел тутӑр вӗҫӗсене мӑйӗ тавра лӗнчӗр ҫавӑркаласа ҫыхнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уртем Михали пуҫӗнчи курӑс шлепкине ҫамки ҫинерех пусарса лартрӗ те ҫын куҫӗнчен аяккараха, ҫӑра чӑтлӑхлӑ тӗм патне пычӗ, турачӗсене сире-сире чи варрине кӗрсе ларчӗ.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ефим Егорович халӑх умне хаваслӑн кулкаласа пырса тӑчӗ, чи малта ҫӗр чавакан кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрачана ҫурӑмӗнчен ачашларӗ те пуҫӗнчи карттусӗпе питне шӑлса илсе хыттӑн калаҫма пуҫларӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Палламан ҫын тӗттӗм кӑвак тум тӑхӑннӑ, пуҫӗнчи карттус ҫинче ылтӑн паллӑсем ялтӑртатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней