Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫҫисемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Джессие ӑшӑтса унӑн хул пуҫҫисемпе пичӗ ҫине кӑвар хумӗ ӳкет.

Волна жара падала на плечи и лицо Джесси, согревая ее.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӗрремӗш рете — ултӑ е ҫичӗ фут — ҫӑмӑллӑнах хыпрӑмӑр, иккӗмӗшне — вӑрахрах; хушӑксене тӑпрапа хуплатпӑр, ӑна малтан Астаротӑн пурттипе тата патаксемпе тӗпрететпӗр; малалла хӑпартнӑҫемӗн ӗҫ йывӑрлансах пырать, хӑш-пӗр чул муклашкине кӑкӑр тӗлне ҫитиччен ҫӗклеме те йывӑр; ҫавӑн чухне вӗсене хул пуҫҫисемпе тӗревленсе иккӗн йӑта-йӑта хуратпӑр.

Первый ряд, шириною в шесть или семь футов, мы положили легко, второй был возведен уже медленнее; промежутки мы заполняли землей, разрыхляя ее топором Астарота и палками; чем далее, тем труднее становилась наша работа, и я не мог подымать приблизительно на высоту груди некоторых камней; тогда мы взваливали их вместе, упираясь плечами.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Эпир ҫӗрӗпех канӑҫсӑрлантӑмӑр, ӑна шырарӑмӑр, лагерь йӗри-тавра вут пуҫҫисемпе кумрӑмӑр, кӑшкӑртӑмӑр, петӗмӗр те, анчах вӑл пирӗнпе пачах та пулман тейӗн — йӗрсӗр ҫухалчӗ.

Всю ночь мы были в беспокойстве, искали его, ходили с огнем вокруг лагеря, кричали, даже стреляли, но он как будто и не был с нами — исчез бесследно.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Дигэ аллинчи перчеткине хывнӑ, страус варкӑшне хутлатать те сапалать, хутлатать те сапалать; сӑнӗ ҫара кӗре хул пуҫҫисемпе пӗрле татах та чипертерех, ҫав вӑхӑтрах хуҫалла, пӗлтерӗшлӗ.

Дигэ, сняв свою руку в перчатке, складывала и раздвигала страусовый веер: ее лицо, ставшее еще красивее от смуглых голых плеч, выглядело властным, значительным.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ах! — терӗ те Дигэ пуҫне хул пуҫҫисемпе хутлатса пытарчӗ.

— Ах! — сказала Дигэ и увела голову в плечи.

XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Томсон куҫлӑх ҫийӗн пӑхса илчӗ; унӑн сарлака, шӑнӑрлӑ питӗнче ҫав тери пысӑк кӑмӑллӑх ҫиҫет-ялкӑшать; Галуэйӑн утнӑ чухне хул пуҫҫисемпе пит ҫӑмартисем силленеҫҫӗ.

Томсон взглянул сверх очков; величайшая приятность расползлась по его широкому, мускулистому лицу; Галуэй шел, дергая плечом и щекой.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Урса кайнисен эшкерӗ! — пуҫне хул пуҫҫисемпе хӗстерсе хӑрӑлтатса кӑшкӑрса ячӗ Блюм.

— Горсть бешеных! — хрипло вскричал Блюм, уводя голову в плечи.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӑл тунсӑхлӑн ассӑн сывларӗ, ҫыхса хунӑн — хул пуҫҫисемпе турткалашса чӳрече каррине уҫрӗ.

Он тоскливо зевнул и опустил занавесь, подергивая плечами, как связанный.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӗсем пӗр-пӗринчен хул пуҫҫисемпе перӗнсе алӑк умӗнче минута яхӑн тӑчӗҫ — сывласа ячӗҫ, питӗрмен алӑк хушӑкӗнчи янкӑр ҫутта куҫӗсемпе тирӗнчӗҫ, унтан Линза Брелока чавсипе чышса пӑрчӗ те татӑклӑнах алӑка уҫса ячӗ; мародерсем художник ҫинелле ыткӑнчӗҫ.

Они задержались у двери, плечо к плечу, не более как на минуту, отдышались, угрюмо впиваясь глазами в яркую щель незапертой двери, а затем Линза, толкнув локтем Брелока, решительно рванул дверь, и мародеры бросились на художника.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Ватӑ майра хӑйӗн сумккине тӗрӗслерӗ, нимӗн те ҫухалманнине ҫирӗплетекен хул пуҫҫисемпе чышӑнса малалла вирхӗнчӗ, Давенант вара театр алӑкӗ патнелле ыткӑнчӗ.

Старая дама тронула свою сумку и, убедясь, что ничего не похищено, рванулась плечом вперед, а Давенант бросился к входу в театр.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫак сӑн-питех — музыканта малтан пӑхас тӑк — ансӑр хул пуҫҫисемпе, имшеркке кӑкӑрӗпе пач хире-хирӗҫле.

Это лицо спереди странно противоречило узким плечам и хилой груди музыканта.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Карапӑн тӗксӗм ӗлки пӑлханчӑк, канӑҫсӑр сасӑсемпе кӗрлет; кӗпӗрленсе тӑнӑ матроссен варринче, шкап ҫинче, ҫутӑ йӑлтӑртатать; ҫутӑра хул пуҫҫисемпе пуҫсем хуп-хура.

Темный силуэт корабля гудел взволнованными, тревожными голосами; в центре толпы матросов, на шканцах блестел свет; в свете чернели плечи и головы.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Унтан ҫӗкленсе тӑчӗ, чӗр куҫҫисемпе тата хул пуҫҫисемпе рельссенчен, сӑнчӑрсенчен леке-леке, шуса-хӗсӗнсе — сутӑнчӑкла тӑвӑр вырӑнсенче сикнине, чупнине, хӑранӑран тата тӗттӗмрен ӳсӗрӗлнине, шлепкипе ҫӑкӑрне ҫухатса хӑварнине ҫеҫ ас туса юлчӗ.

Затем он помнил только, что, вскакивая, пролезая, толкаясь коленями и плечами о рельсы и цепи, спрыгивал и бежал в предательски тесных местах, пьяный от страха и тьмы, потеряв хлеб и шляпу.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӗр пӗр виҫе минутран килсе ҫитрӗ; пӳлӗне-пӳлӗне сывлать, хул пуҫҫисемпе пуҫне сенкер пледпа витнӗ.

Минуты через три, задыхаясь от поспешной ходьбы, она явилась; плечи и голову ее окутывал серый плед.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Аян ларчӗ, пуҫне аллисем ҫине хучӗ; унӑн хул пуҫҫисемпе мӑйӗ йывӑррӑн чӗтреҫҫӗ, ку — сасӑсӑр, типӗ ӗсӗклӳ.

Аян сел, положил голову на руки; плечи и шея его тяжело вздрагивали; это были беззвучные, сухие рыдания.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫак тинӗс евӗр сарӑлса выртакан мӑклӑ улӑхра пӗчӗкҫеҫ утравсем евӗр сапаланса выртан тылла пуҫҫисемпе тӗмескесем урлӑ каҫа-каҫа, е вӗсенчен аяккалла пӑрӑна-пӑрӑна, тавраран ҫаврӑнса утать.

путник перебирался от озерка к озерку, по камням, торчавшим во мху, как островки.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Хул пуҫҫисемпе тӗрткелешсе, пӗкӗрӗлсе Лось яп-яка стенасен хушшинче куҫать.

Ширкая плечами, нагибаясь, Лось с трудом двигался между отполированными стенами.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней