Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарӑнма (тĕпĕ: пуҫтарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыран — вырсарникун, ҫавӑнпа иртерех пуҫтарӑнма та пултаратпӑр.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫула май пӗр десятски патне кӗрсе тухрӗ, ана ыттисене те чӗнсе хӑй патне пуҫтарӑнма хушса хӑварчӗ.

Помоги переводом

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каймалли тӑрӑха пуҫтарӑнма Пантее виҫӗ талӑк панӑ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑрман ӗҫлекенсем ӗҫ хатӗрӗсене будкӑна кӗртсе хучӗҫ, киле пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Виҫӗ арман патӗнче пуҫтарӑнма хушрӗҫ! — кӑшкӑрчӗ шавлӑ ушкӑнран такам сасартӑк.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пуҫне уснӑ арҫынсем хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе пӗрле ирех ялти тӗп тӳреме пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗркунне, кӑнтӑра вӗҫсе каяс умӗн, вӗсем пӗр те пӗр вырӑнта (вӗсене вӗҫсе каяс умӗнхи вырӑнсем теҫҫӗ) пуҫтарӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушкӑртстанра орнитологсем тӑрна «ҫыравӗ» ирттереҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... re-3416190

Чӑваш чӗлхине аталантарас, «Чӑваш чӗлхи» предмета кирлӗ шайра ирттерес шухӑшлӑ педагогсем Галина Абрамова тавра пуҫтарӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Репетици ирттерме, пуҫтарӑнма вырӑн ҫуккипе «Чашма» ансамбль те саланнӑ.

Помоги переводом

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Трубачсем ҫула пуҫтарӑнма хушса кӑшкӑртса ячӗҫ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аванкай мучи вара халех каялла каймашкӑн пуҫтарӑнма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара часрах ҫула тухмашкӑн пуҫтарӑнма хушрӗ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра юнашар ялти вырӑс хресченӗсем хӑйсен усал улпутне тапӑра илсе килнине, ӑна патька-патша хӑй суд тума шутланине, пурне те пуҫтарӑнма пырса пӗлтерчӗҫ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ан тив, тӳрӗпе пурӑнма вӗрентӗр, — терӗ вара, ҫула пуҫтарӑнма хушрӗ.

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ пурне те патька-патша патне кайма ҫула пуҫтарӑнма хушрӑм, — терӗ.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу полковникӑн аякри ялсене патька-патша чӑвашсене мӗн ырлӑх панине пӗлтерме янӑ ҫыннисем васкасах Килтеше пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инкек ҫинчен пӗлсе, ҫыран хӗррине Килтеш ҫыннисем пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирук ура ҫине сиксе тӑчӗ те шӑллӗне пуҫтарӑнма хушрӗ:

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Хӗрлӗ Тутӑр ҫула пуҫтарӑнма тытӑнать.

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Таврана каҫ сӗмлӗхӗ ҫапсан кӑна, ташӑ паркӗнче илемлӗ кӗвӗ янӑраса кайсанах, ҫи-пуҫӗсене улӑштарса тӑхӑнма ӗлкӗрнӗ ҫамрӑксем икшерӗн-виҫшерӗн унта пуҫтарӑнма та тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней