Поиск
Шырав ĕçĕ:
пуҫтармалли (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳп-ҫап пуҫтармалли баксем кашни кӗтесрех лараҫҫӗ.
Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа уявӗсем, сирӗн кӑтартса хунӑ вӑхӑтра чӗнсе пуҫтармалли сӑваплӑ пухусем, ҫаксем: 5. пӗрремӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш [кунӗнче,] каҫхине Ҫӳлхуҫа Пасхи; 6. ҫав уйӑхрах вунпиллӗкмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа ячӗпе — тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ; ҫичӗ кунччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; 7. пӗрремӗш кунӗнче сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 8. ҫичӗ кун хушши Ҫӳлхуҫана парне кӳрсе тӑрӑр; ҫиччӗмӗш кунне каллех сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ пуху чӗнсе пуҫтармалли уявӗсем ҫинчен каласа пар.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2