Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӑхсем (тĕпĕ: пуҫлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам интересӗсене хӳтӗлеме пултарӗҫ ҫавнашкал пуҫлӑхсем.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пысӑк пуҫлӑхсем те шакӑринех килсе тулнӑ, хӑшӗсем калас сӑмахне хут ҫине ҫырсах…

Помоги переводом

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫӳлерех ларакан пуҫлӑхсем Кактышевпа ун евӗрлисем ҫакнашкал намӑссӑрланни пирки мӗн шутлаҫҫӗ-ши тата?

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӗнтӗ, вырӑнти пуҫлӑхсем патне кайса хайне хӳтӗлеме, усал ҫӑхавран хӑтарма ыйтма та пултарать вӑл.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пуҫлӑхсем халӑха улӑм февраль пуҫлансан кӑна пама тытӑнатчӗҫ, малтан парсан колхоз выльӑхӗсем валли ҫитмесрен хӑратчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ӑна вӑл пӗлмест, план тултарать, районти пуҫлӑхсем умӗнче хӑйне кӑтартмалла ку куштанӑн.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Миҫе сыпӑк ҫамрӑксен ӗмӗрне пӗтерсе хунине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ-ши?

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Мӗншӗн пирӗн пуҫлӑхсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ тетӗр-и?

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Халӗ те ҫав ӗҫех илсе пыраҫҫӗ пуҫлӑхсем.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫлекен пуҫлӑхсем хӑйсене патшалӑх хӳтӗленине пӗлсе тӑрса, курса, сиссе, ӗҫлекен халӑха аталанма чарса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Пурнӑҫ улшӑнса ҫынсен пурнӑҫӗ кӑшт ҫӑмӑлланма пуҫласанах пуҫлӑхсем халӑха малтанхи вырӑна тӗртсе кӗртме хӑтланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Хальхи саманара пуҫлӑхсем хӑйсем палланӑ ҫынсене тӗрӗслемесӗр ӗҫе илни куҫкӗрет.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Ҫакӑнпа пуҫлӑхсем усӑ кураҫҫӗ те.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Пысӑк пуҫлӑхсем миллион-миллионӗпе вӑрласан та айӑп тытмасӑр е условно хӑварнипе хӑтӑлса юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Ҫак ҫитменлӗхе пӗлсе, халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне ӑнланса, хирӗҫ сӑмах чӗнме пултарайманнине сиссе юри туса пыраҫҫӗ пуҫлӑхсем.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Пур ҫӗрте те ҫавӑнпа усӑ курса хура халӑха тата ытларах ҫаратма пуҫларӗҫ пуҫлӑхсем.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче пирӗн ҫӗршывра мӗн турӗҫ-ха пуҫлӑхсем тата халӑх?

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Ҫакна палӑртас килет: Раҫҫейре хӑть хӑҫан та пуҫлӑхсем халӑхшӑн тӑрӑшман, ӑна пусарма, таптама ҫеҫ пултарнӑ.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Темиҫе ӗмӗр тӑршшӗнче пуҫлӑхсем Раҫҫей халӑхӗпе мӗнле кӑна тӗрӗслев (эксперимент) ирттерсе пӑхмарӗҫ пуль, пурпӗрех халӑх малтанхи пекех чухӑн, ҫуклӑхра пурӑннӑ, хальхи саманара та ҫаплах пурӑнать.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

ТР Президенчӗ ҫумӗнчи Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Талгат Абдуллин каланӑ тӑрӑх, кӑҫал та тӑваткал метр хакне пӗлтӗрхи пек 22 пин тенкӗпех хӑварма май пур (пуҫлӑхсем трибуна ҫинчен яланах ҫак хисепе асӑнаҫҫӗ, тӗпрен илсен вара тӑваткал метр хакӗ пӗлтӗрех 23100 тенкӗпе танлашрӗ.

Помоги переводом

Кризис ура хураймарӗ // Вера Александрова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней