Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫлаҫҫӗ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗпписем ачасен черченкӗ ӳчӗсене ҫулҫи хӗрринчен хуҫӑлса кӗреҫҫӗ те чиксе ыраттармах пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Пырсан-пырсан председательсем колхозӗсен ӗҫӗсем ҫинчен калаҫа пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑрӑш тӑрринчи вӑрӑмтунасем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37 с.

Хӑнасем «йӳҫӗ!», «йӳҫӗ!» тесе кӑшкӑрма пуҫлаҫҫӗ ҫеҫ, пӳлӗме Борис Кузьмич пырса кӗрет.

Помоги переводом

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Ермолайпа Клавье чи малтан сывпуллашмалли хӳхлеве пуҫлаҫҫӗ, ыттисем вӗсене пулӑшаҫҫӗ:

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗве хӗррине сӗвӗнсе юлнӑ тутӑрне тупсан сарӑ хӗр путса вилнӗ тесе хуйхӑрма пуҫлаҫҫӗ: мӗн тери хитре хӗр тантӑшне упрайманшӑн кулянса йӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ӑт! ҫак вӑхӑтра темле пурнӑҫ йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫинӗ ачасем пырса кӗреҫҫӗ те халӑха мӗнле пурӑнмаллине вӗрентме пуҫлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тусем хушшипе кӗрлесе юхса, ӗлӗк кӗперсене ватнӑ тата ҫырансемпе ялсене те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре кайнӑ юханшывсем халӗ ҫынна усӑ кӳме пуҫлаҫҫӗ.

Бурные горные реки, которые раньше лишь сносили мосты, разрушали берега и селения, начинают теперь работать на пользу людей.

Кавказри хуҫалӑх строительстви // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тусем ҫинелле хӑпарнӑҫемӗн урӑх йышши чӗрчунсем те тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ.

С поднятием в горы встречаются и другие животные.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Малтан тусен айккисенче пӗчченшер ларакан Крым хырӗсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ, унтан вара хыр вӑрманӗсем те тӗл пулаҫҫӗ.

Сначала по склонам гор появляются одинокие крымские сосны, затем целые сосновые леса.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Малтан вӑрмансем хушшинче вӑрмансӑр талккӑшсем тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ, вӑрмансем вырӑнне вӑрманлӑ ҫеҫенхирсем пуҫланса каяҫҫӗ.

Сначала среди лесов появляются безлесные пространства — леса переходят в лесостепи.

5. Вӑрманлӑ ҫеҫенхирсемпе хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирсен зони // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрман каснӑ вырӑнсем час-часах курӑнкалама пуҫлаҫҫӗ, уйсем аслӑланнӑҫемӗн аслӑланса пыраҫҫӗ, ялсем час-часах курӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Все чаще лесные вырубки, все шире поля, все чаще деревни.

Самолет ҫинчен епле курӑнать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ялхуҫалӑх ӗҫне туса пымашкӑн тайгара ҫут-ҫанталӑк условийӗсем ырӑ мар: сахал тухӑҫлӑ тӑпра, ҫурсем сивӗ пулаҫҫӗ, тӑмсем ирех ӳкме пуҫлаҫҫӗ.

Неблагоприятны природные условия тайги для ведения сельского хозяйства: малоплодородные почвы, холодные весны, ранние морозы.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Малтан тундрӑра пӗччен ларакан, хӑрӑк тӑрӑллӑ, начар, лутра йывӑҫсем курӑнкалама пуҫлаҫҫӗ.

Сначала в тундре появляются отдельные чахлые, низкорослые деревья с засохшими вершинами.

3. Тайга зони. // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫынсем килсе тапӑннӑ тутарсен историйӗпе бӑлхарсен историне уйӑрма пӑрахаҫҫӗ, тутарпа бӑлхар пӗр халӑх тенине йышӑнма пуҫлаҫҫӗ, пуҫларӗҫ…

Помоги переводом

«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458

Мамӑк тирлӗ тискер кайӑксене вӗсем хӗле кӗрсенех тытма пуҫлаҫҫӗ.

Охота на пушного зверя начинается с началом зимы.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрмансӑр вырӑнсем курӑна пуҫлаҫҫӗ.

Появляются безлесные пространства.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Каллех хӳшӗсем умӗсенче кӑвайт ҫуттисем курӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Опять загораются костры у хижин.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чечексем курӑна пуҫлаҫҫӗ.

Появляются цветы.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫапах та ӑшӑ кунсем час-часах пула пуҫлаҫҫӗ.

Но все чаще и чаще повторяются теплые дни.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑнтӑрла ҫитерехпе пӗлӗтсем тухма пуҫлаҫҫӗ.

К полудню на небе начинают появляться облака.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней