Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫарса (тĕпĕ: пуҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ырӑ йӑлана ҫӗнӗрен пуҫарса программа ертӳҫисемпе журналистсем радиоитлекенсемпе тӗл пулу йӗркелерӗҫ.

Помоги переводом

Радиоитлекенсемпе тӗл пулчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60702

Сӑмах май, «Перспектива» гранта Чӑваш Ен Правительстви хавхалантарнипе пуҫарса янӑ, унпа ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем 2021-мӗш ҫултанпа уҫӑ кураҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял старости — 18 ҫултан // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60763

Патшалӑх пулӑшнипе республикӑра 2323 усламҫӑ хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ, 607 социаллӑ контракт ҫирӗплетсе хушса хуҫалӑх аталантарас тӗллевлисем ӗҫе пуҫӑннӑ.

Помоги переводом

Социаллӑ контракт аталанма майсем уҫса парать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60766

Унта учительсене хатӗрленӗ, чиркӳ тата ял хуҫалӑх ӗҫне вӗрентнӗ, ыркӑмӑллӑх юхӑмне пуҫарса янӑ.

Помоги переводом

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Ташласа пӗтерсен, чӑнах та, зал варрипе тӑчӗ те малалла пӗчченшерӗн тухса юрлама сӗнчӗ, пуҫарса яраканӗ хӑй пулма килӗшрӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ташӑ-юрра кил хуҫи пуҫарса парать.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Светлана Храмова – Контактра хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» ушкӑна пуҫарса яракансенчен тата йӗркелесе пыракансенчен пӗри.

Помоги переводом

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Исаев Мӗтрийӗ кам тесе ыйтакансене ҫапла калӑпӑр: вӑл чӑваш совет прозин никӗсне хывакансенчен пӑри, чӑваш литературӑ критикине пуҫарса яракансенчен пӗри пулнӑ.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӗсем литературӑ произведенийӗн содержанийӗпе форми пирки интереслӗ калаҫу пуҫарса янӑ.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӑл чӑваш ҫырулӑхне пуҫарса яраканӗ кӑна мар, вӗрентӳ ӗҫӗ валли ӑста специалистсем хатӗрлесе кӑларассине, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс воспитани пама, вӗсен ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма пулӑшакан майсене йӗркелекен те.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Акцие Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ Элтияр Александров тата Альбина Юрату поэт чӑвашла сӑвӑ вуласа пуҫарса янӑ.

Акция бала начата с чтения стихов на чувашском языке редактором национальной телерадиокомпании Чувашии Элтияром Александровым и поэтессой Альбиной Юрату.

«Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче» флешмоб пуҫланнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34617.html

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗ «Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче» Раҫҫей шайӗнче флешмоб пуҫарса янӑ.

Литературный музей имени К.В. Иванова в Чебоксарах объявил о всероссийском флешмобе «Тӑван чӗлхе, эс — вӗҫӗмсӗр тӗнче…»

«Тӑван чӗлхе, эс – вӗҫӗмсӗр тӗнче» флешмоб пуҫланнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34617.html

Ку тытӑма Чӑваш Енре 2023 ҫулта пуҫарса яма плана кӗртнӗ.

Помоги переводом

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Наркотиксемпе наркӑмӑшланнисене реабилитаци тума ятарлӑ ӗҫе пуҫарса яма Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе Чӑваш Республикин Ӗҫлев министерствине хушнӑ Наркотиксемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Ӑна пуҫарса яраканӗ - Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта тӑрӑшакан Арина Михайловна Элеменкина.

Помоги переводом

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Кам ҫӗршыва индустриализацилес, коллективизацилес ӗҫе пуҫарса янӑ?

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫичӗ ҫын харпӑр хӑй ӗҫне пуҫарса янӑ.

Помоги переводом

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫук-ха, хӑех хӑйпе Полина хушшине хӳнӗ хӳме те куҫ умне шукаласа тухать-ха (ҫыхӑнӑва ҫыру ҫырса пуҫарса ярсан хуравлӗ-ши «5» паллӑпа хакламалли хӗр «4» паллӑна ҫеҫ тивӗҫекен качча?), пурпӗрех, пульницӑра сиплев курсне вӗҫлесе йӑл илсен, Ула Тимӗр татӑклӑн хӑйне алла илчӗ те чун-чӗринчи ялан вӗҫеври «телей кайӑкӗ» патне ҫакӑн пек ҫыру шӑрҫаласа хучӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халлӗхе хам тӗллӗн пӗр ӗҫ те пуҫарса туман, аслисем кӑтартса пыракан ҫулпа кӑна утса пынӑ пулин те, хама кӑштах ӳснӗ пек туятӑп.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вирус пысӑк температурӑра хӑвӑрт вилет, сивӗре вара нумай вӑхӑт упранать, чире пуҫарса ярать.

Помоги переводом

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней