Поиск
Шырав ĕçĕ:
пушхирелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
17. Ҫӗре тустарма-ҫаратма филистимсен тапӑрӗнчен виҫӗ ҫар ушкӑнӗ тухнӑ: пӗри Офра енне, Суаль хутлӑхне, кайнӑ, 18. тепӗр ушкӑнӗ Вефорон ҫулӗпе кайнӑ, виҫҫӗмӗшӗ вара Цевоим айлӑмӗн чикки еннелле, пушхирелле, кайнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. [Чӗрӗ юлнисем] каялла ҫаврӑннӑ та пушхирелле, Риммон ту хысакӗ патнелле, чупнӑ, [израильсем] вӗсене ҫул тӑрӑх хӑваласа тата пилӗк пин ҫынна пӗтернӗ; вӗсене Гидома ҫити хӑваланӑ, вӗсенчен тата икӗ пин ҫынна вӗлернӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӗсем израильсенчен ҫул тӑрӑх пушхирелле тарма пуҫланӑ; анчах вӗсене хыҫалтан хӗҫпе хӑваланӑ тата вӗсене хуласенчен те туха-туха пӗтернӗ; 43. хупӑрласа илнӗ те Вениамина ӑна Менуха теекен вырӑна ҫитиччен хӑваласа кайнӑ, Гива хулин тухӑҫ енне ҫитичченех пӗтерсе пынӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисуспа пӗтӗм Израиль халӑхӗ, вӗсенчен сехӗрленнӗ пек пулса, каялла ҫаврӑнса пушхирелле пӑрахса тарнӑ; 16. вӗсене хӑваламашкӑн лешӗсем хулари мӗнпур халӑха чӗнсе тухнӑ, Иисуса хӑваланӑҫемӗн хуларан аяккарах та аяккарах кайнӑ; 17. ӗнтӗ Гай хулинче те, Вефиль хулинче те пӗр ҫын та юлман: пурте Израиль халӑхӗ хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; израильсене хӑваласа кайса хӑйсен хулине уҫах хӑварнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Валак вара Валаама пушхирелле пӑхакан Фегор тӑррине илсе кайнӑ.28. И взял Валак Валаама на верх Фегора, обращенного к пустыне.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ чухне вӗсем пушхирелле ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ пӗлӗт ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнса кайнӑ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1