Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пушатса (тĕпĕ: пушат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурла пулсан, ҫумӑра пӑхмасӑрах вырма тухӑттӑмӑр та пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн те пулсан уя пушатса пырӑттӑмӑр.

Помоги переводом

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

— Калӑпӑр, пӗр шофер ман бригадӑна ҫур кузовран та каярах раствор илсе килчӗ, анчах хӑй тулли кузов чухлех раствор пушатса хӑвартӑм тесе алӑ пустарасшӑн.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамки ҫине юхса аннӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркине каялла шӑлса вырттарса, ӑшне шалти «шӑрпӑклӑ» кулӑран пушатса илчӗ вӑтам ҫулсенчи ҫутам, тӑлпан арҫын.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ларкаларӗ вӑл ҫапла пӗр авӑк лӑш та кӑтӑш пулса, йӑмшакланса, сӗнксе, лашкаса ҫӳресе сӳсленнӗ шӑммишаккинчи пӑркӑчне-кантрине пушатса.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак тӗле шӑпах машинӑсем тавара пушатса таврӑнчӗҫ — «конвеер» каллех «хута кайрӗ».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, шанк хытса, пӗр талккӑм сывламасӑр та тӑчӗ, унтан, туххӑмрах чун-чӗре хӗлӗхӗсене — ҫиппи-кантрисене — лӑшах пушатса ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Темиҫе эрне хушшинче ҫырана виҫҫӗр ҫулхи юман вулли пек хулӑн трубасем пушатса тултарчӗҫ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Яла кӗмесӗр, анкартисем хыҫӗпе, Сӑвӑр пахчине ҫитсе, ҫырла йывӑҫӗсем хушшине ҫаксене пушатса, пытарса хумалла.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

— Тавтапуҫ, Петр Васильч, — терӗ вӑл, панӑ черккине пушатса.

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

О-о, питӗ хаяр кӑрчама! — терӗ кӗтмен хӑна, тулли куркана шалт пушатса.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Майласа тиенӗ хушӑрах лавҫӑсене пӳрнисемпе юна-юнах лава мӗнле пушатса калча кӗлтисене ҫӗрпе мӗнлерех витсе хумаллине тӑнлантарма тӑрӑшатчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Япаласене пушатса хӑваратпӑр та тӳрех хӑва касма каятпӑр, — килӗшрӗ унпа Ҫтаппан.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑнасене хирӗҫ Тарье хӑй тухрӗ, кирпӗчсене ӑҫта пушатса купаламалли вырӑна кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кур-ха эсӗ — хӗрачасем пуҫҫӑн ампар тӳпинчи хутаҫа пушатса улӑм тултарса хӑварнӑ.

надо же додуматься до такого — опустошить мешок с орехами, висящий чуть ли не под самым небом, набить его соломой и снова водрузить на прежнее место!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лава пушатса пӗтерсен, Сахрун ӑна правленине чӗнчӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурне те черкке тултарса парсан, ашшӗ, ывӑлӗ ҫине пӑхса, «Эс таврӑннӑ ятпа» терӗ те унпа пӗр харӑс черкке пушатса хучӗ.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр арҫын ун вырӑнӗнче, тен, хӗрарӑм ҫине тарӑхнипе ӑна сӑмахпа кӳрентерсе хӑваратчӗ пулӗ е киле таврӑнсан ҫур литра пӗр пӗччен пушатса хуратчӗ пулӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Смотритель туалет пӳлӗмне пушатса хатӗрленӗччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хуллен-хуллен вӑлта ҫиппине пӗрре пушатса, тепре хытарса, парӑнман пулла шыв хӗррине илсе пычӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней