Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пурӑнтӑм (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Эпӗ унпа тӑхӑр уйӑх пурӑнтӑм, унӑн чун-чӗрине лайӑх тӗпчесе пӗлтӗм.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Эпӗ ӑна шухӑшпа пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

…Эсӗ ман патӑмран кайсан, эпӗ икӗ эрне ытла ниҫта тухмасӑр пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хура халӑха ирӗк паракан патшана кӗтсе илес тесе пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑ куна, йӗкӗтсене ҫаксене кӑтартма кун ҫитессе, эпӗ тем пекех кӗтсе пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эхе-хе, тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет, хӗрӗм, эпӗ вара, патька-патша ҫинчен илтнӗ пулсан та ӗненмесӗр пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Командир хӑй вилнӗ пулсан та, унӑн ырӑ ӗҫӗ, хаклӑ ӗҫӗ ҫынсене паттӑр ӗҫсем тума хавхалантарать. Кузьмич пек пурӑнсан, ҫӗр ҫинче пурӑнтӑм теме те юрать», — ҫапла шухӑшларӗ ун ҫинчен Кирук Маттуров.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр эрне «отпускра» пурӑнтӑм ҫапла.

Помоги переводом

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Ку ӳкерчӗке кайран упрасах пурӑнтӑм, халӗ те таҫта пӗр-пӗр кӗнеке хушшинче выртать пулӗ-ха.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вунӑ ҫул пӗрле вӗрентӗмӗр, тӑватӑ ҫул юратса пурӑнтӑм, ҫапах та ман сӑмахсене итлемерӗн эсӗ, Полина.

Помоги переводом

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сана та, хама та улталаса пурӑнтӑм.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫавна тӑхӑнкаласа пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Пӗр уйӑх чиперех пурӑнтӑм иккӗмӗш арӑмпа.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Паллашсан пӗр уйӑх ытларах аран чӑткаласа пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Така ҫухалсан, килтисене шарламасӑрах, уйӑха яхӑн сӑнаса пурӑнтӑм, кашкӑр-мӗн ашкӑнни илтӗнмест-и тесе.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Килтисене кун ҫинчен нумай вӑхӑт хушши каламасӑр пурӑнтӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Икӗ эрне пурӑнтӑм Ленинградра.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Эпӗ сана вунҫичӗ ҫулхи хӗр пек юратса пӑрахрӑм, санпа ҫеҫ пурӑнтӑм, санӑн кашни ҫитӗнӗвӳ хамӑн ҫитӗнӳ пек туйӑнатчӗ, санӑн кашни ӑнӑҫсӑр ӗҫӳ мана чӗререн хурлантаратчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пурӑнтӑм ҫавнашкал виҫӗ эрне тӗмсӗлсе те, чӑтаймарӑм: ҫула пуҫтарӑнтӑм.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Ахаль те ӗмӗр тӑршшӗпех сан патакна ҫисе пурӑнтӑм.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней