Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пурӑнакансен (тĕпĕ: пурӑнакан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта пурӑнакансен йышӗ те самай.

Помоги переводом

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Ҫак пулӑм Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансен тӗп уявӗсен пӗри пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Унччен кунта пурӑнакансен чӳречисенчен вӗренӳ учрежденийӗ курӑннӑ пулсан, халӗ – котлован, часах кунта ҫӗнӗ ҫурт лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫурта хирӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60474

Апла пулсан Чӑваш Енре пурӑнакансен те сыхӑрах пулмалла.

Помоги переводом

Грипп ан сарӑлтӑр тесен… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61153

Республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӳлӗмрен те хастар ӗҫе йӗркелесе пыма чӗнсе каланӑ.

Помоги переводом

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Марс ҫинче пурӑнакансен чӗлхинчен мӗн те пулин куҫарӑр тесен ӑна та пултарать пуль, ҫав чӗлхерен вырӑсла куҫарни тупӑнсан паллах.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫав сӑмах эп ҫуралса ӳснӗ ялта пурӑнакансен калаҫӑвӗнче час-часах янӑрать.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Проекта 2024 ҫулта пурнӑҫа кӗртме патшалӑх укҫа-тенкӗ уйӑртӑр тесен Элӗк муниципаллӑ округра пурӑнакансен майӑн 31-мӗшӗччен 1595 сасӑран кая мар пуҫтармалла.

Помоги переводом

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Ялта пурӑнакансен портречӗсене нумай ҫырнӑ.

Помоги переводом

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

Вӗсенчи специалистсем вырӑнта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлсе тӑраҫҫӗ, тухса тӑнӑ ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Чи малтанах Александр Николаевич Обществӑлла палатӑн хастарӗсене ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ ятпа саламланӑ, Комсомольски округӗнче пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ҫапах та ялта пурӑнакансен йышӗ чакса пырать.

Помоги переводом

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Тӗрӗссипе вара пирӗн, Урпаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансен, ҫырансем ишӗлесрен юхан шывсем хӗррипе хӑвасем лартмаллине Обозов профессортан малтанах тавҫӑрса илме май пулнӑ.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Елчӗк муниципалитет округӗнчи территори пайӗсенче чылай предприятипе организацисенче тӑрӑшакансен, уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче пурӑнакансен пысӑк пайӗ субботниксем йӗркелесе тавралӑха тирпей-илем кӗртрӗҫ.

Помоги переводом

Тасалӑх — хамӑршӑн // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... 88a%d0%bd/

Чӑннипех те, вӗсен пысӑк ӑсталӑхӗпе опычӗ тата яваплӑхӗ – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗн никӗсӗ, предприятисемпе учрежденисен кӑлтӑксӑр ӗҫлевӗн шанчӑклӑ гаранчӗ.

Помоги переводом

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Иртӗхсе пурӑнакансен тӗп йӑвине Питӗре пӗтермелле.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Территори пайӗн ертӳҫи Николай Сормов пухусенче халӑха 2022 ҫулта картишсен территорийӗсене тирпей-илем, ялта пурӑнакансен пуҫарӑвӗпе 11 проект пурнӑҫа кӗртни ҫинчен каласа панӑ.

Помоги переводом

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Уйрӑмах шыв ҫыранран тухса кайса юханшыв ҫывӑхӗнче пурӑнакансен пурлӑхне пысӑк сиен кӳме пултарасран шикленмелле.

Помоги переводом

Ҫурхи шыв-шур шар ан кӑтарттӑр // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12050 ... -k-tartt-r

Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакансен мухтанма сӑлтавсем пур.

Помоги переводом

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

«Э-э, пур тӗшмӗш хыҫҫӑн кайса…» — ваттисем каланине тӗттӗмлӗх тыткӑнӗнче мӗскӗнленсе пурӑнакансен кирӗк тивнӗ шухӑшӗ, киввин хӳрешки вырӑнне йышӑнса, йӗплӗн кулкаласа, «улатаккаланса», хайӗннех «таккарӗ» Полина, ҫемьери «дирижёр», ун чухне тата шкулти пуҫламӑш парторганизаци секретарӗ пулнӑскер.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней