Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пурте сăмах пирĕн базăра пур.
пурте (тĕпĕ: пурте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте шавлаҫҫӗ, пурте ашкӑнаҫҫӗ.

Все шумят, все шалят.

Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Никамӑн та калаҫасси килмест, пурте ывӑннӑ Митя ҫеҫ тӳррӗн те ӑнланмалла сӑмахсемпе: пурте аван ӗҫлерӗҫ, никам та кахалланса пӑрӑнса ҫӳремерӗ, Костя пирӗн отрядран мар пулин те, вӑл та чи тӑрӑшса хулӑ касакансемпе тан ӗҫлерӗ, — тесе пӗлтерет.

Говорить никому не хочется, все устали, только Митя коротко и четко сообщает, что поработали как будто неплохо, никто не лодырничал, не отлынивал и что хотя Костя и не из их отряда — работал он наравне с лучшими рубщиками.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Малтан пурте кулаҫҫӗ, анчах Егорка ҫав тери ҫиленсе-кӳренсе ҫитет, пӗрин ҫинчен теприн ҫине вӑл питӗ тархасласа пӑхать, халех вӑл хӑлхасене ҫурас пек мӗкӗрсе йӗрсе ярасси пурне те паллӑ пулса тӑрать, пурте ӑна шеллесе илеҫҫӗ.

Сначала все смеются, но лицо Егорки выражает такое отчаяние, он с такой мольбой переводит глаза с одного на другого и — видно по всему — так оглушительно сейчас заревет, что всем становится его жалко.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хастарлӑ фракиеца пурте ырлама пуҫларӗҫ, пурте, пуринчен малтан, Луций Бестия, пулӑшупа туслӑх сӗнчӗ.

Это вылилось в общих похвалах, открыто рассыпаемых мужественному фракийцу, которому все, и первый Луций Бестия, предложили покровительство и дружбу.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Укҫа пуҫтарма пурте пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗтерме ҫеҫ пурте пӗлеҫҫӗ.

— Сорить деньгами дело нетрудное, да не всякий умеет скопить их.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӑхать Загорулько — пурте чӗрӗ, пурте йӗркеллӗ.

Смотрит Загорулько — все живы, всё в порядке.

Ӑслӑ танк // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Атлантсем пурте ылтӑнпа, тӗрлӗ тӗслӗ тӗкпе витӗннӗ, пурте черчен, сӑнран чипер-селӗм.

Атланты были все в золоте, в разноцветных перьях, изнеженные и прекрасные видом.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пуканесем пурте — Арлекин та, хура маскӑллӑ хӗрачасем те, ҫӑлтӑрсемлӗ шӗвӗр вӗҫлӗ калпак тӑхӑннӑ тухатмӑшсем те, хӑяр евӗрлӗ сӑмсаллӑ курпунсем те, арапсем те, йытӑсем те, пурте Карабас Барабас патӗнчен тухса тарнӑ.

Все куклы — и Арлекин, и девочки в чёрных масках, и колдуны в остроконечных шапках со звёздами, и горбуны с носами как огурец, и арапы, и собачки, — все, все, все куклы удрали от Карабаса Барабаса.

Ҫӗнӗ пуканесен театрӗ малтанхи спектакльне кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫук, ҫук, хӑтӑлас пулсан та — пурте пӗрле, пӗтмелле пулсан та, — пурте пӗрле…

Нет, нет, спасаться — так всем вместе, погибать — так всем вместе…

Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Пурте, пурте эсӗ — савӑк-савӑк йӑпану та, хаяр-хаяр тавӑру та, ытлӑ-ҫитлӗ ыткӑну та.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Питӗнче савнӑ этеммине ҫывӑххӑн курнипе кӑнӑҫланни те, савнӑ этемми хӗр шухӑш-кӑмӑлне ӑнланаймасӑр пуплешнӗн кулянни те, тен, чӑн та, Матвие вӑхӑтӗнче татӑклӑн шантарманшӑн пӑшӑрханни те, савнӑ этемми сӑпайлӑ мӑшӑр тупнишӗн савӑкланни те пурте, пурте пӗр харӑс хурлӑн-именчеклӗн тӗтреленсе палӑрчӗ унта.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӗри-тавра пурте ҫурри ҫывӑрать, пурин сассине те хупласарах хунӑ пек, пурте хусканӑва, пурӑнӑҫа хӗрӳллӗн юратса тӑнипе мар, пит кирлӗ пулса тӑнипе ҫеҫ темле ирӗксӗр хускалса ҫӳрет.

Всё вокруг полуспит, всё так приглушено, всё движется как-то неохотно, по тяжкой необходимости, а не по пламенной любви к движению, к жизни.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Ҫынсем пурте — пӗр-пӗрне кӑмӑллӑ сӑмахсем калаҫҫӗ, йӑл кулаҫҫӗ пулсан та, пӗр-пӗриншӗн ют, ҫӗр ҫинче те пурте — ют; никам та ӑна хытӑ юратса, унпа ҫыхӑнса тӑмасть пулмалла.

«Все люди — чужие друг другу, несмотря на ласковые слова и улыбки, да и на земле все — чужие; кажется, что никто не связан с нею крепким чувством любви.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав мӑнаҫланнӑ ҫынсем пурте ҫавӑн чухне мана витӗрех лайӑх ҫынсем пек туйӑнатчӗҫ; кашниех хӑйне майлӑ интереслӗччӗ, Кунавино слободинчи вӑрлама юратакан, кутӑн та ӗҫекен мещансенчен пурте ӑраснах уйрӑм тӑратчӗҫ.

Все эти солидные мужики тогда казались мне насквозь хорошими; каждый был по-своему интересен, все выгодно отличались от злых, вороватых и пьяных мещан слободы Кунавина.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Вӑт пысӑк ӗҫ пулнӑччӗ, аван мастерской, ҫав ӗҫре ӑслӑ ҫын тӑрӑшса ӗҫленӗччӗ, халӗ ӗнтӗ пурте сая каять, пурте Куҫман ывӑҫ лапписем ӑшнелле кӗрсе кайма пуҫларӗ.

— Вот, было большое дело, хорошая мастерская, трудился над этим делом умный человек, а теперь всё хинью идет, всё в Кузькины лапы направилось!

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Сасӑсемпе ӳсӗрӗлсе кайнӑскерсем, пурте ыттине йӑлтах маннӑ, пурте пӗр кӑкӑрпа сывлаҫҫӗ, казак хыҫҫӑн чалӑшшӑн пӑхса астуса тӑрса, пӗр кӑмӑлпа пурӑнаҫҫӗ.

Опьяненные звуками, все забылись, все дышат одной грудью, живут одним чувством, искоса следя за казаком.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ларура пулнисем пурте ку мӗнле утӑ пулнине тата вӑл колхоза мӗнле майпа лекнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та Хватов ҫине пурте йӗрӗнсе, ҫав хушӑрах кӑштах хӗрхенсе пӑхрӗҫ.

Все присутствующие знали, что это за сено и как оно попало в колхоз, и все глядели на Хватова с презрением, смешанным с сожалением.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Вӗсем пурте хӑнӑхса ҫитнӗ каҫхи шӑплӑха пӑсмаҫҫӗ, вӗсем яланах ӗҫлеҫҫӗ, мотор сассине никам та асӑрхамасть, анчах вӑл чарӑнса ларсан — пурте илтеҫҫӗ.

Они не нарушали привычной тишины ночи, они всегда урчат, я звука мотора никто не замечает, но если заглохнет, все услышат.

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Вӗсенчен кашни тенӗ пекех судра пулнӑ, тӗрмере ларнӑ пӗр хуларан тепӗр хулана кӑлара-кӑлара янине те куркаланӑ ӑристансемпе пӗрле этаппа ҫӳрекелесе пӑхнӑ; вӗсем пурте сыхланса пурӑнатчӗҫ, пурте пытанса ҫӳретчӗҫ.

Почти каждый из них судился, сидел в тюрьме, был высылаем из разных городов, странствовал по этапам с арестантами; все они жили осторожно, все прятались.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ӑна пурте — капитан, машинист, боцман — кам ӳркенмест, пурте вӑрҫатчӗҫ, тӗлӗнмелле туйӑнатчӗ: мӗншӗн-ха ӑш кӑларса ямаҫҫӗ?

Его все ругали — капитан, машинист, боцман — все, кому не лень, и было странно: почему его не рассчитают?

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней