Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуррине (тĕпĕ: пурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Порфирий Константинович ахаль салтак пулнӑ, унӑн пысӑк званийӗ пулман, анчах вӑл инҫетри хӗрӗхмӗш ҫулсенче тума май пуррине пурне те тунӑ.

Помоги переводом

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Ҫакнашкал тип юнашарах пуррине кура мӗн-ма ҫывӑрса каймалла пулнӑ сан?

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вар тӗлӗнче ҫын тӗвви пуррине пӗлсен мӗн калӗҫ, мӗн тума хушӗҫ килтисем ӑна?

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку вӑл, ахӑртнех, пурнӑҫӑн пысӑк вӑрттӑнлӑхсем пуррине пӗлтерет.

Помоги переводом

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫыннӑн усал сӑмахӗ, ҫӑткӑн кайӑк евӗр, ют ҫын чунне иленме, унта йӑва ҫавӑрса, ҫумра мӗн лайӑххи пуррине аркатса пурӑнма юратать.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӗсем куҫкӗрет кулма та мӑшкӑллама пуҫласан, пӗчӗк Ваҫукӑн, ним тӑвайман енне, тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех лутӑркаса тӑкас килекен пулса каятчӗ.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Чун-чӗрепе ӑшчикре мӗн пуррине кӑтартса паракан сӑн-сӑпат.

Помоги переводом

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Питӗ пӗлес килет ун шалта мӗн пуррине.

Помоги переводом

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Мучи, юмах каласа пар-ха, — тесен, кашнинчех пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑрать, вара: «Юмах?» — тесе ыйтать те, ахӑртнех, пуҫра мӗн пуррине каллӗ-маллӗ ҫавӑрма тытӑнать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Церерӑн уҫлӑхташсем пуррине тупса палӑртман.

Спутников у Цереры не обнаружено.

Хӗвел системинчи уҫлӑхташсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D3%97%D ... 0%B5%D0%BC

Хӑюллӑ акци утрав тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем пуррине палӑртнӑ, унӑн кун-ҫулне сӳтсе явас тӗлӗшпе ҫӗнӗ ҫулсем уҫса панӑ.

Смелая акция привлекла внимание к проблеме острова и дала новый импульс обсуждению его судьбы.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Ыттисем ҫамрӑксене халлӗхе лайӑхрах вӗренме тӑрӑшмаллине, ҫырусем ҫырма вӑтам шкул хыҫҫӑн та ӗлкӗрме май пуррине кӑна асӑрхаттарчӗҫ.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпӗ ҫамрӑк чухне тӗнчере фото таврашӗ пуррине те пӗлмен.

Помоги переводом

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫавӑн чухне Светлана хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине йӑлтах уҫса пачӗ…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана вӑл вӑтӑр пин тыттарчӗ те манӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех пуҫтарса тухса кайрӗ…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атӑл хӗрринчен пӑрӑнсанах, Светлана Алеша патне каясшӑнччӗ, ӑна хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине йӑлтах каласа парасшӑнччӗ, анчах хула сачӗ тӗлне ҫитсен чарӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Мана пӳлӗме илсе кӗрсенех, арҫынни ура ҫине тӑчӗ, сӗтел хушшинчен тухса, ман паталла утса пычӗ, мана, ӑшра мӗн пуррине курас тенӗ пекех, куҫран тинкерсе пӑхрӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ирхине ҫӑвӑннӑ чухне эпӗ унӑн сулахай аллинче те, ҫурӑмӗ ҫинче те пысӑк ҫӗвӗксем пуррине асӑрхарӑм.

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Обходчиксем суйлавҫӑсене сасӑлав кунӗсемпе вӑхӑчӗ ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, участокӑн адресне кӑтартӗҫ, хӑй вырӑнӗнче сасӑлав пирки ӑҫта тата мӗнле заявлени пама май пуррине ӑнлантарса парӗҫ, ҫавӑн пекех кил-ҫуртра сасӑлав ҫинчен заявка йышӑнма пултарӗҫ.

Обходчики будут рассказывать избирателям о датах и времени голосования, подскажут адрес участка, объяснят, где и как можно подать заявление о голосовании по месту нахождения, а также смогут принять заявку о голосовании на дому.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3644449

Полици сотрудникӗсем преступлени ӗҫӗн ҫакӑн пек факчӗсем тата пуррине шыраҫҫӗ.

Сотрудники полиции устанавливают причастность подозреваемого к аналогичным фактам преступной деятельности.

Пишпӳлек районӗнче мошенниксен схемине хутшӑннӑ курьера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... rn-3642627

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней