Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Пирӗн пурнӑҫ ӗмӗчӗ нихҫан та пурнӑҫланма пултараймасть, мӗншӗн тесен ӗмӗтсем яланах ҫитӗнӳсенчен малалла туртӑнаҫҫӗ, ҫав ҫитӗнӳсем тем пек пысӑк пулсан та, ӗмӗтсем малаллах туртӑнаҫҫӗ…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ҫапла вӑл майӗпенех хӑйӗнне тунӑ, Валерий Павлович вара планӗсем пирки, хӑш чухне — пурнӑҫланма пултараймасть тесе шутлама май пулнӑ ӗмӗчӗсем пирки те, арӑмӗпе канашланӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
- кӑҫал пурнӑҫланма тытӑнакан федерацин «Хула агломерацийӗсенчи пассажир транспортне ҫӗнетесси» проектне республика хутшӑнассине тивӗҫтермелле;
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
— Апла пулсан, сирӗн акӑ мӗнле пулса тухать: пӗрремӗшӗнчен — строительствӑна ҫӗнӗ срокра туса пӗтерме май ҫук; иккӗмӗшӗнчен — нефтепроводӑн ҫирӗплетнӗ проекчӗ — пурнӑҫланма пултаракан проектсенчен чи лайӑххи, мӗншӗн тесен ытти проектсем ӗҫ вырӑнӗсене шыраса тӗпченӗ май пӑрахӑҫа тухнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хирӗҫлесе калани тӗрӗс пулсан кӑна, ҫак тӗллев пурнӑҫланма пултарать.Стремясь к этому, критика должна быть объективна — только так можно достичь цели.
Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Анчах ку вӑл часах пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗтчӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Апла пулсан санӑн ӗмӗтӳ пурнӑҫланма пултарать.
Поэт ҫуралнӑ ялта // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 43,45,47,49 с.
Туйӑмсенчен чи вӑйли, усалли, ҫӗнтерекенни — ӳт туйӑмӗ, ӳт юратӑвӗ, ҫавӑнпа та туйӑмсем, уйрӑмах вӗсенчен чи вӑйли — ӳт туйӑмӗ, ӳт юратӑвӗ — пӗтес пулсассӑн, пророксем калани пурнӑҫланма пултарӗ, ҫынсем пӗр-пӗринпе пӗрлӗхлӗ пулӗҫ, этемлӗх те хӑй тӗллевне пурнӑҫлӗ те вара унӑн урӑх пурӑнмалли те юлмӗ.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Яланхи пекех вӗсем, иртнисене аса иле-иле, хаваслӑн калаҫрӗҫ, тӗнчери пур япала ҫинчен те калаҫса илчӗҫ: ун чухнехи историлле ӗҫсенчен пуҫласа (ҫак пӗчӗк кружока Канзасри тавлашуллӑ вӑрҫӑ интереслентернӗ; вӑл вӑрҫӑ ҫурҫӗрпе кӑнтӑр хушшинче пыракан аслӑ вӑрҫӑ умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ, ку аслӑ вӑрҫӑ вара Америкӑра кӑна мар пулмалли, татах та аслӑрах событисем умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ; халӗ политика ҫинчен пурте калаҫаҫҫӗ, ун чухне политикӑпа интересленекенсем питӗ сахал пулнӑ; вӗсен шутӗнче — Лопухов, Кирсанов, вӗсен тусӗсем) Либих теорийӗ тӑрӑх ҫӗрӗҫӗн химилле никӗсӗсем мӗнле пулмалли ҫинчен ун чухне тавлашни таран, историлле прогресӑн законӗсем ҫинчен те, — ун чухне ҫакӑн пек кружоксенче ҫав законсем ҫинчен асӑнмасӑр пӗр калаҫу та иртмен, — чӑн-чӑнах кӑмӑл туртнине ӑна тума тӑрӑшаҫҫӗ, тӑваҫҫӗ те — фантазилле ӗмӗтсенчен, пурнӑҫланман, пурнӑҫланма кирлӗ те мар ӗмӗтсенчен уйӑрса илесси питӗ паха пулни ҫинчен, — фантазилле ӗмӗтсене вӗсене, вӗри чир чухне шыв ӗҫес килне пек, пӗр ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ: организма сыватмалла, вӑл ӗмӗтсем, организм чирлӗ пулнӑ пирки, чӑн-чӑн кӑмӑл туртнине пӑсса ҫуралаҫҫӗ, — ун чухне антропологилле философи кӑларса тӑратнӑ ҫав тӗп уйрӑмлӑх питӗ кирли ҫинчен те, пурин ҫинчен те, ҫавӑн йышши тата ун йышши те мар, анчах ҫавнашкал япаласем ҫинчен калаҫрӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов Павел Константинычпа таврӑнчӗ, — ларчӗҫ; Лопухов Марья Алексевнӑна хӑйӗн сӑмахне итлеме ыйтрӗ, эсир кайран калаҫӑр, терӗ те калама пуҫларӗ, Марья Алексевна ӑна пӳлме хӑтланнӑ чухне Лопухов сассине вӑйлӑ хӑпартса калаҫрӗ, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерчӗ, вӗсене уйӑрма ҫуккине ӑнлантарса пачӗ, мӗншӗн тесен Сторешниковпа нимӗн те пулмассине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, ҫавӑнпа вара эсир хӑвӑра хӑвӑр чӑрмантарни те кӑлӑхах пулать, тепӗр тесен, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр: укҫа ытлашши пулсан, хӑтланса пӑхма та пултаратӑр: э, мӗнех ҫав, кӳренмелли те ҫук, мӗншӗн тесен Верочка нихҫан та Сторешникова качча тухасшӑн пулман, апла пулсан, ку ӗҫ нихҫан та пурнӑҫланма пултарас ӗҫ пулман, кӑна эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр та куртӑр ӗнтӗ, хӗре вара, кирек мӗнле пулсан та, качча парас пулатех, ку ӗҫ вара ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах убыткӑллӑ; парне парас пулать тата туй хӑй те хакла ларать, чи кирли вара парне ӗнтӗ: апла пулсан, Марья Алексевнӑпа Павел Константиныч, тӑкак тумасӑр качча тухнӑшӑн хӗре тав тумалла сирӗн!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эпӗ хӗрарӑмсем: хӗрарӑмсем тӗнчере ан пулччӑр тесе ӗмӗтленнипе килӗшместӗп, мӗншӗн тесен ку ӗмӗт пурнӑҫланма пултараймасть: пулма пултарайманнипе эпӗ килӗшместӗп.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн майсемпе вӑйсене илес пулсан, ҫакӑ вӑл пурнӑҫланма пултарайман задача пек туйӑнмасть-и сире?Не кажется ли вам, что это невыполнимая задача при моих возможностях и силах?
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Санӑн пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗтӳсем те обломовласкерсем, — терӗ Штольц.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах хресчен ывӑлӗшӗн ку пурнӑҫланма пултарайман япала пулнӑ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Паллах, пурте Мересьев шухӑшӗ пурнӑҫланма пултарайманнипе килӗшрӗҫ.Конечно, все сходились на том, что мересьевская затея неосуществима.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев журналистсене Чӑваш Енре 2006 ҫултанпа, «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр» наци проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑранпа, ҫурт-йӗр тӑвассине вӑйлатма хушма мерӑсем йышӑннине пӗлтернӗ.
Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Пӗтӗмӗшле культура шайӗ пӗчӗк пулсан экономикӑри темле харсӑр шухӑш-тӗллев те пурнӑҫланма пултараймасть.При низком уровне общей культуры обречены на провал самые смелые экономические замыслы.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Тӳрӗ мар кӑмӑллӑ инвесторсен преступлениллӗ ӗҫӗсене пула темиҫе ҫӗр пайҫӑ хӑйсене пама шантарнӑ хваттерсӗр тӑрса юлнӑ, вӗсен умӗнчи пурнӑҫламан тивӗҫсен виҫи 2 миллиард тенке ҫитнӗ, ҫурт-йӗре комплекслӑ майпа лартмалли «Ҫӗнӗ хула» чи пысӑк проект пурнӑҫланма чарӑнса ларнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
- 1
- 2