Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Пӗртен-пӗрех пуҫӑм пур, Вӗри юнлӑ чӗрем пур, Ватӑ карчӑк аннем пур, Урхамах пек утӑм пур, Вӗсенчен те хаклӑрах Чунӑм савни эсӗ пур, Анчах сана та паян Туртса илен тӑшман пур, Вӑл тӑшмана пӗтерме Икӗ вӑйлӑ аллӑм пур, Анчах, ӑна пӗтерсен, Унран усал тӗнче пур.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
1. Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; 2. ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; 3. пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; 4. анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; 5. Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; 6. кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ; 7. эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 14. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ; сӑмси те пур — шӑрша туймаҫҫӗ; 15. алли те пур — хыпашлаймаҫҫӗ; ури те пур — утаймаҫҫӗ; пырӗнчен сасӑ та кӑлараймаҫҫӗ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйсем те кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пур выльӑх, ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе, вӗҫсе ҫӳрекенсем, пур вӗҫен кайӑк, пур ҫунатлӑ кайӑк та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе 15. Ной патне карап ӑшне кӗнӗ, ӳтӗнче чӗмӗ пуррисем пурте аҫаллӑ-амаллӑ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӗнӗ; 16. Ной патне карап ӑшне кӗнӗ пур тӗрлӗ чӗрчун, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, аҫи те, ами те кӗнӗ.
Пулт 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Уявсенче вӑл ирхи кӗлле чиркӗве каять, унтан Синемуха трактирӗнче чей ӗҫет те вара, ҫӗрле пулсан, ӑна слобода урамӗсенче пур ҫӗрте те тахҫанчченех ҫӳренине курма пулать: вӑл васкамасӑр уткалать, черешня йывӑҫҫинчен тунӑ туйине, шухӑша кайса, хӑйӑр ҫине тӑрӑнтарса пырать, пурне те асӑрхаса пур еннелле те пуҫне ҫавӑркалать, пурне те вашаватлӑн сывлӑх сунать, пур ыйтӑва хирӗҫ те хуравлама пӗлет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Аристократ сӑмах (кирек мӗнле сословире пулсан та ҫавах вӑл, сословин чи ҫӳлте тӑракан сийӗ пулсан вара, ӑна пирӗн пур ҫӗрте те аристократия вырӑнне хураҫҫӗ) пӗр вӑхӑтран пуҫласа пирӗн Российӑра (кунта вӑл сӑмах пулма та кирлӗ марччӗ, пулас) пуриншӗн те паллӑ сӑмах пулса тӑчӗ, пур ҫӗре те, чапа е мухтава тухас кӑмӑл сӑрхӑнса кӗме ӗлкӗрнӗ ҫӗре (мӗнле кӑна условине сӑрхӑнса кӗмест-ши вӑл путсӗр кӑмӑл?), обществӑн пур тӗрлӗ сийӗсене те сӑрхӑнса кӗчӗ вӑл — купцасем хушшине те, чиновниксемпе писарьсем тата офицерсем хушшине те, Саратова та, Мамадиша та, Винницӑна та, ӑҫта ҫын пур, пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗчӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
6. Унтан эпӗ тӳпе варрипе вӗҫсе пыракан тепӗр ангела куртӑм; унӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене — пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те — Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ӗмӗрлӗх Евангели пурччӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ултӑ кӗтеслӗ ҫуртӑм пур, пахча пур, теплица пур, мӗн кирли пурте пур.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӗсем тӳрех, ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗҫ, камӑн учӗ пур, учӗсене йӗнерлерӗҫ, камӑн учӗ ҫук — ҫуран утма турӗҫ, пештӗрӗсене туртса кӑларчӗҫ, унта ҫӑкӑр, капӑртма, пӳремечӗ, юсман, сухан, ыхра чикрӗҫ, камӑн анкар пур анкарне, камӑн ухӑ пур — уххине, камӑн хӑрт пур — хӑртне хӑйрарӗҫ.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Урта ҫынни пур те пур, Анчах ҫук-ха утаман; Унтан килнӗ сӑмах пур: «Вӑл хӑй килсе ҫитмесӗр, Пур йӗркене кӳмесӗр — Пуху уҫма каламан».
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чипер ача Сетнерӗн Пӗр урхамах лаши пур, Ватӑ карчӑк амӑш пур, Вӗри юнлӑ чӗри пур, Кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеме Икӗ вӑйлӑ алли пур.
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
— Ячӗ те пур, сӑвапӗ те пур, пурлӑхӗ те пур — пурте пур.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Урам анлӑ ай тееҫҫӗ, Унтан анли улӑх пур; Улӑх анлӑ ай тееҫҫӗ, Унтан анли Атӑл пур; Атӑл анлӑ ай тееҫҫӗ, Унтан анли тинӗс пур; Тинӗс анлӑ ай тееҫҫӗ, Унтан анли Раҫҫей пур.
Тӑваттӑмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унӑн пур ҫӗре те ҫитмелле, мӗн пур хыпара пӗлмелле, пур ялта та хӑйӗн халапӗсене каласа кӑтартмалла, пурне те кӗсле каласа савӑнтармалла.
19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Буржуйсене пур ҫӗрте те хӑваласа яраҫҫӗ, пур ҫӗршыв-государствӑсенче те, пур тинӗс-океансем леш енче те, пур тӗрлӗ ҫынсем — французсем, туркӑсем, китаецсем, поляксем пурте тӑвансем пулса тӑраҫҫӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Ҫапла, санӑн та чӑнлӑх пур, манӑн та чӑнлӑх пур пур ҫӗрте те чӑнлӑх пур, анчах вӑл ниҫта та ҫук — илтрӗм эпӗ Анисим Иванович сассине.— И твоя правда, и моя правда, и везде правда, и нигде ее нет, — услышал я голос Анисима Ивановича.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эпӗ турӑ амӑшне юрататтӑм; кукамай каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, турӑ амӑшӗ ӗнтӗ мӗскӗн ҫынсене йӑпатма ҫӗр ҫине пур чечексене те, пур савӑнӑҫсене те — мӗн ырри, илемли пур — пурне те акса ҫӳрет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Халь ӗнтӗ ку таркӑнсен пӗчӗкҫеҫ шайки мар, ку ӗнтӗ — пур енчен те лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ повстанецсен отрячӗ: хӑйӗн штабӗ пур, походри кухни пур, хӑйӗн пулеметлӑ команди, утлӑ ҫарӗ, хӑйӗн артиллерийӗ пур.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
«Вӑт манӑн анне пур, кил те пур манӑн, ҫимелли те пур, кирлех пулсан йытӑпа кушак та пур, атте ҫук вара манӑн».
IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Кала-ха, Ача, мӗншӗн, пур тӗрмесем те тулли, пур катӑркӑсем те тӑп-тулли, пур жандармсем те кӗтессенче тӑраҫҫӗ, мӗн пур ҫар та ура ҫинчех хатӗр тӑрать, ҫавах та пире ҫутӑ кунта та, тӗттӗм ҫӗрте те канлӗх ҫук? — терӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.