Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултарайман (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем чап ҫинчен шухӑшламаннин сӑлтавне вӗсен ҫавӑн пек ҫутӑ ӑс пулни хӑех сӑлтавласа кӑларса тӑратать, ку — улшӑнма пултарайман ҫирӗп закон.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Эпӗ, паллах, ун ҫинчен шухӑшлама пӑрахма пултарайман ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ку маншӑн ҫутҫанталӑкра пулма пултарайман япала пекех туйӑннӑ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хӑй телейне тупма пултарайман ҫын — тӗссӗр чӗрчун, сӗткенсӗр ӳсентӑран.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Хӑрушӑ япала — тӗлӗкре те тӗлленме пултарайман эпӗ ӑна унччен; анчах вӑл инкеке халь чӑтса ирттертӗм ӗнтӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Паллах, ҫавӑн чухне эпӗ, ҫур сехет пек пӗр вырӑнта аптраса тӑнисӗр пуҫне, тата, ҫавӑн пекех аптраса, Аня пурӑнакан ҫурт патӗнчен утса кайнисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те тума пултарайман, мӗншӗн тесен Аня пурпӗрех мана хӑй патне кӗртмен пулӗччӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Актер вара хӑй ку таранччен шухӑшлама та пултарайман сӑрсем, хусканусем, акцент тупать, чӑнлӑха ҫывхартать, пултарулӑхне ӳстерсе пырать.

Помоги переводом

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Преступлени тунӑ ҫӗртех тытнӑскерсем, вӗсем ним те тунма пултарайман

Помоги переводом

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Анчах ниҫтан та тухса тарма пултарайман вӗт-ха вӑл! — тенӗ Демахин.

Помоги переводом

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Анчах хуҫисем ӑна каялла илсе кайма килсен, тӳрех паллама та пултарайман: вӑрӑ пӗтӗм машинӑна урӑх сӑрпа сӑрласа лартнӑ иккен.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫакӑн пек йывӑр самантсенче вӑл пушшех те ҫывӑрмасӑр чӑтма пултарайман.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хальхи ачасем пек, хӑйӗн ҫамрӑк ҫулӗсенче ҫакӑн пек институтран лайӑх вӗренсе тухса журналист пуласса тата Хӗрлӗ Ҫар ретне юрӑхлӑ пуласса ӗмӗтленме те, шанма та пултарайман Васҫук.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ӗлӗк ӑна никам та хыткукар тесе калама пултарайман.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑш-чикӗме кӗрсе тухма пултарайман Анфиса Ксенофонтовна ыррӑнах калаҫрӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсен пӗр юлташӗ аманнӑ та, ҫуначӗ хуҫӑлнӑскер, малалла вӗҫме пултарайман.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унӑн шухӑшне туйма пултарайман хӗрарӑм ҫаплах ачипе аппаланчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫав ӗҫе кашниех пултарайман паллах.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ман шутпа, вӑл ӗҫлеме пултарайман ҫынах мар.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Апла тӑк эсир тахҫан-тахҫан ял хуҫалӑх институтӗнче хӑвӑрпа пӗр вӑхӑтра вӗреннӗ Ирӑна та палласа илме пултарайман пулӑттӑр-и? — тӑрӑхларах ыйтрӗ хӑмӑр кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хӑш-пӗр реакцилле писательсем, этемӗн пурнӑҫри, обществӑри ролӗ пирки киревсӗр шухӑш сарса, пурнӑҫшӑн этем — лӑкӑр-лакӑр ҫеҫ, вӑл ним те тума пултарайман чӗрчун, тесе сӳпӗлтетнӗ пулсан, Иванов, материалистла философин хӑш-пӗр идейисене ӑнланса илнӗскер, урӑхла шухӑшланӑ: эпир пурӑнакан тӗнчере чи вӑйли этем, тенӗ.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней