Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫын лутра пулнӑшӑн айӑплӑ мар-ҫке вӑл, ма кулмалла унран?— Человек не виноват, что он маленький. Чего ж над ним смеяться?
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эсӗ никамран нимӗн илместӗн (тӗрӗссипе никам нимӗн памасть сана), ҫав вӑхӑтрах санран хӑвӑнтан ҫӗр те пӗр тӗрлӗ куланай, хырҫӑ-марҫӑ, тӳлевсем тӑпӑлтараҫҫӗ — ҫӗрпе усӑ курнӑшӑн теҫҫӗ, выльӑх усранӑшӑн, вӑрман каснӑшӑн, ача ячӗ хунӑшӑн, чӑваш пулнӑшӑн, вырӑсла пӗлменшӗн, тӗне кӗме килӗшменшӗн…
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑйпе ҫывӑх пулнӑшӑн пӗрле ӗҫленӗ ҫынсен кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр тесе вӗсемпе сиввӗн калаҫкаларӗ Янтул.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫемҫе чунлӑ пулнӑшӑн ҫилленет те Ухтивана.В то же время Савдеби винит и Ухтивана за его мягкость, нерешительность,
Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫул ҫинче ҫеҫ эпӗ санран укҫа сахал илме пулнӑшӑн ӳкӗнсе килтӗм.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Утласа, чӑваш пулнӑшӑн ҫупкӑ ҫитереҫҫӗ, вырӑс тӗнне йышӑнманшӑн хӗсеҫҫӗ.Бьют за то, что чуваш. Бьют за то, что не принял православную веру…
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чухӑн пулнӑшӑн хӗнеҫҫӗ.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ыттисене Раҫҫей тата Чӑваш Енре «Тава тивӗҫлӗ ӗҫчен» пулнӑшӑн наградӑланӑ.Остальных наградили присуждением звания «заслуженного работника» России и Чувашии.
Ишлей райповӗн ӗҫченне орден медальпе чысланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33420.html
Хастар пулнӑшӑн Ӗҫ Мухтавӗ орденӑн III степеньне илме тивӗҫ пулнӑ.
Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/
Ял халӑхӗ вӗсемпе юнашар ҫакӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ та тимлӗ медицина ӗҫченӗ пулнӑшӑн питӗ савӑнать.
Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/
Ҫак вӑхӑтра пултаруллӑ пулнӑшӑн ӑна «1941—1945 ҫулсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе наградӑланӑ. ҫамрӑкӑн питӗ малалла вӗренес килнӗ.
Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/
Яшки тутлӑ пулнӑшӑн эсӗ ху айӑплӑ, матка.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ытла чее кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, эрех ӗҫменшӗн, пуҫлӑхсене юрама пӗлнӗшӗн тиекӗн Ивука ятлас килет, анчах чӗрре кӗме нимӗнле сӑлтав та ҫук.
Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӑна ҫынсем ӗҫчен те уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, хӑйне виҫеллӗ тытма пӗлнӗшӗн, кирлӗ чух мӑнаҫлӑ та тепӗр чух йӑваш пулнӑшӑн юратнӑ.Человек работящий, открытый, мягкий, в то же время знающий себе цену, он был уважаем в деревне.
Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Те ҫамрӑк чухне хӑйӗнчен хитре, ӗҫчен, йӑваш кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ҫынсене юрама та юраттарма пӗлнӗшӗн, те хӑй ҫапла кутӑн ҫуралнӑран, Някуҫ мучи ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех кураймасӑр пурӑннӑ.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ытла ҫемҫешке пулнӑшӑн Яриле старике вӑл килӗштерсех кайман.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ывӑлусем: маттур пулнӑшӑн савӑнмалла.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Манӑн телее, лайӑх ҫын тӗл пулнӑшӑн, мухтав Турра» - калаҫу вӑхӑтӗнче пӗрре мар Валентинӑран ҫак сӑмахсене илтме тиврӗ.
Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre
Аликей пухура пулнӑшӑн чунтан савӑннӑ.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Савӑнать Пинеҫ инке вӗсен ҫавӑн пек кин пулнӑшӑн.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.