Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун геройне эпӗ урӑх тӗл пулмарӑм.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
14. Иисус вара вӗсене тӳррӗнех каланӑ: Лазарь вилнӗ; 15. Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп: сире ҫирӗпрех ӗнентересшӗн Эпӗ унта пулмарӑм; эппин, каяр ун патне, тенӗ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ ӑна хам патӑмрах хӑварасшӑн пултӑм, вӑл мана — Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн тӗрмере лараканскере — сан вырӑнна пулӑшса тӑтӑр тесеттӗм, 14. анчах санран ыйтса пӗлмесӗр нимӗн те тӑвасшӑн пулмарӑм: ырӑ ӗҫе санӑн ирӗксӗр мар, ирӗклӗ тумалла пултӑр терӗм.
Флм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, аллӑм тасине кура тавӑрса пачӗ мана: 22. эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳрерӗм, хамӑн Туррӑм умӗнче усал ҫын пулмарӑм; 23. умӑмрах Унӑн пӗтӗм ӳкӗчӗ, эпӗ Унӑн йӗркисенчен пӑрӑнмарӑм.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль патши ӗнтӗ мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнсе пухнӑ та каланӑ: курӑр-ха эсир, асӑрхӑр, вӑл усал тӑвас шухӑшлӑ; вӑл ман арӑмсене, ман ывӑлӑмсене, ман ылтӑн-кӗмӗле ыйтса ярсассӑн, эпӗ хирӗҫ пулмарӑм, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, аллӑм тасине кура тавӑрса пачӗ мана: 22. эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳрерӗм, хамӑн Туррӑм умӗнче усал ҫын пулмарӑм; 23. умӑмрах Унӑн пӗтӗм ӳкӗчӗ, эпӗ Унӑн йӗркисенчен пӑрӑнмарӑм, 24. Унӑн умӗнче айӑпсӑр пултӑм, ҫылӑха кӗресрен сыхлантӑм.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ патша сӑнни — пӗр тарҫи килтӗр те илсе кайтӑр; 23. Ҫӳлхуҫа пире иксӗмӗре тӳрӗлӗхӗмӗре те чӑнлӑхӑмӑра кура тавӑрса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана манӑн алла пачӗ, анчах эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗскерӗ ҫине алӑ ҫӗклесшӗн пулмарӑм; 24. паян санӑн пурӑнӑҫу маншӑн мӗн тери хаклӑ пулнӑ пек, манӑн пурӑнӑҫӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫавӑн пек хаклӑ пултӑрччӗ, [Вӑл мана хӳтӗлетӗрччӗ,] мана тӗрлӗ инкек-синкекрен хӑтартӑрччӗ! тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.