Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулассӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Каҫарӑр, — нимӗнле мар пулса кайрӗ Звягинцев, — анчах та мана кун пек тусан ҫӑмӑлтарах пулассӑн туйӑнчӗ…

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ним сас кӑларман пекех макӑрчӗ те, Завьялова ӑна куҫҫулӗсене чарма питӗ йывӑр пулассӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав тӗтре леш енче яланах тӗлӗнмелле хуласем, калама ҫук чаплӑ ялсем, ҫав тери тулӑх уй-хирсем, халиччен никам та курман вӑрмансем пулассӑн туйӑнать.

Помоги переводом

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кам та пулин йӗрсен аван пулассӑн туйӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пахом Петрович та хыҫалта ларать, ав, ӑна та, председательпе танлаштарсан, чылай типшӗмрех ҫынна, Кивар ҫумӗнче тӑвӑр пулассӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хама та паянхи кун хӗрӳ пулассӑн туйӑнать-ха мана.

Помоги переводом

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫанталӑкӗ паян сивӗрех, анчах кунӗ хӗрӳ пулассӑн туйӑнать.

Помоги переводом

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунашкал пӳ-силлӗ этем Лашманов пулмасан урӑх никам та пулассӑн туйӑнмасть.

Помоги переводом

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Сире хӗрхеннӗ эпӗ ун чухне, ҫавӑнпа хамӑн туйӑма тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ», — ку сӑмахсем чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ, анчах вӗсене каялла ҫӑтрӑм, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек каласан Аркаш умӗнче мухтаннӑ пекрех пулассӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Темскер чӗре кӑртлатать, Шар пулассӑн туйӑнать, Аскӑн майра патшана Таҫтан пулчӗ тӗл пулни.

Помоги переводом

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Паттӑрсем ҫинчен ҫырнӑ очерксене вулакаланӑ хыҫҫӑн, вӗсен паттӑрлӑхӗ темех мар пекчӗ, хам пулсан татах паттӑртарах пулассӑн туйӑнатчӗ…

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ун пек пуян ҫын ачине качча тухмасан, Анук ӗмӗрлӗхех телейсӗр пулассӑн туйӑнчӗ ана.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене Атӑлпа ҫул лайӑхрах тата чылай тӳрӗрех пулассӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мана ҫӑмӑлтарах мар, йывӑртарах пулассӑн туйӑнать, — ытти ҫӗрпӳсемпе пӳлӗмрен тухма хатӗрленчӗ Сарри.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук, пулман ун пекки, пулассӑн та туйӑнмасть.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аҫунни пек шӑпа кӗтет сана, ывӑлӑм, эсӗ те ман хӑраххӑм турхан тарҫи пулассӑн туйӑнать тесе ахаль каламарӗ-тӗр ҫав.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Нивушлӗ мана тытма килнӗ?» — ним пулассӑн туйӑнманнипе хӑрушлӑха ӗненмерӗ Янтул.

«Неужто за мной?» — как-то безразлично подумал Яндул.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗрӗссипе ним чухлӗ те тӗлӗнмӗттӗм, мӗншӗн тесен темӗн те кӗтме пулассӑн туйӑнать санран.

Точнее — нисколько не удивлюсь, потому как чувствую: от тебя можно ждать чего угодно.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ним те мар пулассӑн туйӑнатчӗ ӑна тупма.

Ему казалось, что сделать это очень просто.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепи шухӑшӗпе вӑл пӳртри путмарӗ те, каска пуканӗ те, тӗнӗ шӑтӑкӗ те темле илемлӗрех, якарах пулассӑн туйӑнать.

По разумению Савдеби, стол, стулья, нары в том доме тоже должны быть иные, красивые, гладкие…

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней