Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуканӗ (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кирек кам та пӗр-пӗр ӗҫ пуканӗ ҫине вырнаҫса ларсан чиновнике тухать, ҫын пулма пӑрахать», — ҫапларах ҫырса хунӑччӗ кун кӗнекине тахҫан-тахҫан Таранов, ҫавна асра тытса вӑл издательствӑра ӗҫлекенсене нумай чӑрмантарса тӑмарӗ — сывпуллашма васкарӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сирӗн картишӗнче икӗ пӑт пуканӗ выртать, эпӗ йӑтнине тӗрӗслеме пултаратӑр, — терӗм ним пулман пекех лӑпкӑн.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вӑл вара васкамасӑр каялла каска пуканӗ ҫине пырса ларчӗ.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пациент, алӑка хальхинче нӑтӑ-ӑ-ӑрт-нӑтӑ-ӑ-ӑрт «нӑтӑртаттарса-ҫухӑртса», тӑйлӑк-тайлӑк урисемпе алӑк сули урлӑ ӗнтӗ «кире пуканӗ сӗтӗрмесӗр», анчах ҫав-ҫавах шӑлне чӑмласа пускаласа, тӗх-тӗх ӳсӗркелесе, пӳлӗмрен тухкаласа мӑраланчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Алӑк сулли урлӑ урине кире пуканӗ ҫакса янӑ пек йывӑррӑн ярса пусса, хӑйӑк-хайӑк сывлакаласа, кӗҫех пӳлӗме хӑлтӑхланнӑ кӑптӑркка тумлӑ, ватӑ еннелле сулӑннӑ харшав арҫын — хура, ҫатрака мӗлке пуҫ — кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Самолетра пӑртак тӗлӗрсе илнӗрен-ши, мана пӗртте ыйӑх, ӗнтӗркеттерсе, суптӑркаттарса, «мӑйран кире пуканӗ ҫакса ямасть».

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сехри хӑпнӑ Пурис сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫаврӑнса тимлерӗ — патшасем ларакан престол пуканӗ ҫинче лӑпсӑр-лӑпсӑр сӑсар ҫӑмлӑ, тӗпсӗр хаяр вут куҫлӑ, элттем-шелттем хапи-масиллӗ илес-мелес ӑш хӑпартмӑш ларать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ну, вӑт, кинемей, халӗ майӗпе тӑрса лар-ха, сана вӗри апат ҫитерем, — терӗ Лена, пуканӗ ҫине тирӗкпе вӗри яшка пырса лартса.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

70 ҫулхи Анатолий Анисимов (Ӗнел) кире пуканӗ йӑтассипе ветерансен хушшинче Европа, тӗнче шайӗсенче палӑрнӑ.

Помоги переводом

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

«Кам-ха эпӗ? Ача мар, ӑсран та тайӑлман, Шӑхасан тулашӗнчи больницӑра та выртман. Хӑҫанччен ҫапла пулать? Эй! Хам пурнӑҫа хам алла илейместӗп-и?» — терӗм те урай варринчи сарлака сӗтел ҫине шарт! ҫапрӑм кире пуканӗ пек чышкӑпа.

Помоги переводом

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Койка ҫинче ларакан Макар ялт! сиксе тӑчӗ, унӑн ҫур пӑт пуканӗ пысӑкӑш чышкисем хӑйсемех чӑмӑртанчӗҫ, пичӗ кӑвакарса кайрӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сӑра сакки пулсан, эрех пуканӗ те тупӑнакан…

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Хывӑн-каласан Микула, тӗпелелле иртме хӑяймасӑр, алӑк пуканӗ ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, пӳртри канлӗхе хускатасран хӑраса, урине алӑк пуканӗ урлӑ ҫав тери хуллен каялла куҫарчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тарана ҫитсе те Михха ӑрӑвӗнчи ҫын ун алӑк пуканӗ урлӑ каҫнине курманччӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗпелти сарлака сак умӗнчи каска пуканӗ ҫинче, ҫурӑмне алӑк еннелле туса, арҫын ҫӑпата тирсе ларать.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха йывӑррӑн утӑмласа алӑк пуканӗ урлӑ каҫса тӑчӗ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Лашана тупса килтӗн-и? — упӑшки алӑк пуканӗ урлӑ каҫнӑ-каҫманах ыйтрӗ Татьяна.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сылтӑм урине чӑлан алӑкӗн лутра пуканӗ урлӑ каҫарчӗ те хытса тӑчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗркеллӗ калаҫса ларнӑ хушӑрах Якку атте пуканӗ ҫинчен пӑнкӑлт! туса урайне ӳкрӗ те, алли-урипе турткаланма пуҫларӗ, ҫӑварӗнчен юн юхса тухрӗ.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней