Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пукан сăмах пирĕн базăра пур.
пукан (тĕпĕ: пукан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Петр Петрович теҫҫӗ, — кулкаласа илнӗ врач, ҫаплах пукан ҫине лармасӑр.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Каҫарӑр, Светлана, — терӗ вӑл, Светлана койки умӗнчи пукан ҫине ларса.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эльвира пукан ҫинчен хаяррӑн сиксе тӑчӗ, тем каласшӑн пулчӗ, анчах шарламарӗ, каллех хӑй вырӑнне ларчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗлӗнсе кайнӑ Светлана Алеша ҫинчен куҫне илмесӗрех пукан ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пукан ҫине ларма юрать-и?

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара вӑл пукан ҫине вӑйсӑррӑн кайса ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара председатель те, Гриша та кӗтмен япала килсе тухнӑ: Светлана сӗтел умӗнче ларакан тайӑнмалли пукан патне пырса тӑнӑ та, ӑна, кайри уринчен тытса, малтан сылтӑм аллипе, унтан сулахай аллипе ҫӗклесе кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анна Федоровна пире ура ҫинче тӑрса кӗтсе илчӗ, эпир пӳлӗме кӗрсенех, пукан ҫине вӑйсӑррӑн тӗшӗрӗлсе анчӗ, пире те ларма хушрӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Зойӑпа Шурӑ ҫинчен ҫырнӑ повеҫ» картинӑра эпир хыҫлӑ пукан ҫинче ларакан пионеркӑна куратпӑр.

Помоги переводом

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Венюка пукан лартса пачӗҫ.

Помоги переводом

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Галанкӑ тӑрпи уҫӑ, ҫывӑхарах лар та турт, ара, чӗлӗмне! — пукан лартса пачӗ Сӑпани Ҫимуна.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пукан ҫине ларса вулӑн ҫыруне.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Эрхип янӑ пуль-ха ман пата хал пӗлме», — тесе шутларӗ хӑй ӑшӗнче, Сӑпание ларма хыҫлӑ пукан сӗнсе.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Карчӑк, — терӗ Хумкка, хыҫлӑ пукан ҫинче лараканскер, пит-куҫне шурӑ питшӑллипе шӑлкаласа.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫланӑ юрра юрлама чарӑнмасӑрах тӗпелтен пукан илсе тухрӗ ӑна валли Ҫинкка.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Стена ҫумӗнчи вӑрӑм сак ҫинче кӗнчеле арласа ларакансем те, урай варринче, каска пукан ҫинче, ҫӑпата тӑваканнисем те, пӳрт тулли вӗт-шакӑр ачи-пӑчи те — пурте юрӑри тарӑн шухӑша путнӑ та пӳрте ҫын кӗрсе тӑнине тӳрех сисмерӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрсем Ваҫука самантрах хупӑрласа илчӗҫ, хывӑнтарчӗҫ те шалти пӳрте сӗтӗрсех кӗртрӗҫ, пукан ҫине лартрӗҫ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эйдэ, эйдэ, кӑзӑм, акӑ пукан ҫине лар, — хӑй вырӑнӗнчен пукан ҫине куҫса ларать амӑшӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫ хӗррипе чеен пӑхса илчӗ Юмӑҫ Укань, кӑмака патнелле, Сантӑрккан сӑнӗ улшӑнасса кӗтрӗ, анчах лешӗ мӗнле ларнӑ ҫаплипех ларать каска пукан ҫинче.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн ҫухатрӑн ман патӑмра? — тӳрех пӑхрӗ вӑл каска пукан пек лутра Укань ҫине.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней