Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерстви республикӑн потребительсене хушма хӑватсемпе кирлипе тивӗҫтерме энергетика инфратытӑмне аталантармалли приоритетлӑ проектсем хатӗрлеме хушнӑ.
«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/06/ross ... tj-aktives
Дмитрий Ивановичӑн шухӑшӗпе, шӑпах сеть компанийӗсем вакланнипе потребительсене электричествӑпа тивӗҫтерессин пахалӑхӗ уксахланӑ, технологи енӗпе ҫыхӑнтарас енӗпе чӑрмавсем туха-туха тӑнӑ.
«Пӗр тӑрӑ» айӗнче шанчӑклӑрах // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/tara-ayenche-shanchaklarah
Потребительсене электроэнергипе тивӗҫтерекен объектсене консолидацилес ыйтупа тунтикунхи канашлура экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов сӑмах илчӗ.
«Пӗр тӑрӑ» айӗнче шанчӑклӑрах // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/tara-ayenche-shanchaklarah
Эсир ӑшӑпа электроэнергие потребительсене пӗр кӑлтӑксӑр ҫитерсе паратӑр, стратегиллӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен энергетика хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр.
Михаил Игнатьев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/12/22/news-3736808
Отрасль ӗҫченӗсем потребительсене «сенкер топливо» шанчӑклӑ парса тӑраҫҫӗ, ҫавна май предприятисен, социаллӑ сфера тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх обьекчӗсен кал-кал ӗҫне, производствӑна тата социаллӑ инфратытӑма аталантарассине тивӗҫтереҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/09/03/news-3652238
Паян республикӑри энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем потребительсене энергипе пӗр кӑлтӑксӑр тата шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ, промышленноҫа кал-кал ӳстерсе пымалли майсем йӗркелеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/22/news-4000945
Паян ҫак профильпе ӗҫлекен предприятисем потребительсене «сенкер топливо» пӗр чарӑнмасӑр парса тӑраҫҫӗ, газ валеҫекен сетьсемпе сооруженисен ӗҫне хӑрушсӑрлӑхӑн чи ҫирӗп требованийӗсемпе стандарчӗсене пӑхӑнса тивӗҫтереҫҫӗ, кулленхи тата малашлӑхри ытти тӗллеве пурнӑҫлама хастар хутшӑнаҫҫӗ, Атӑл леш енне газификацилемелли пысӑк проекта пурнӑҫлаҫҫӗ.
Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/02/glava- ... aet-s-dnem
Ҫапах ҫак условисенче те энергетиксем потребительсене энергипе шанчӑклӑн тивӗҫтермешкӗн пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ.
«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№
Ҫавӑнпа потребительсене ют патшалӑхсенчен, республика тулашӗнчен кӳрекеннине мар, хамӑрӑнне туянма чӗнсе калатпӑр.
Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20
- 1