Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

питӗрсе (тĕпĕ: питӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫи ӑна итлемерӗ курӑнать, унтан та кунтан ҫакланма тӑрӑшакан хӗрарӑма урама вӑйпах тӗксе кӑларчӗ, ҫавӑнтах калинккене шалтлаттарса хупрӗ те сӑлӑп ярсах питӗрсе илчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, ҫекӗл вӑл питӗрсе илнӗ ҫӑра мар…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурте шӑппӑн тухрӗҫ те алӑка каллех питӗрсе илчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑхӑт ҫитсен, поляксен хурала юлнӑ пӗртен-пӗр салтакӗ, винтовкине кӑкӑр умӗнче тытса, пурне те строя тӑратса тӗрӗслерӗ те ҫывӑрма выртмашкӑн хушрӗ, барака питӗрсе илсе, караул ҫуртне кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрккес Йӑкӑнат, парӑнас вырӑнне, халӑх хушшинчен тухса сирпӗнет те, свинарнике чупса кӗрсе, алӑкне питӗрсе ҫаклатсах лартать.

Вместо того, чтобы сдаваться, упрямый Игнат вылетает из толпы и, вбежав в свинарник, заперев дверь.

Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.

Командирӑн хӑрах айӑккинче тӗрлӗрен ут хатӗрӗсем — йӗнер, йӗвен выртаҫҫӗ, тӑркӑч ҫинче — кӗмӗлпе эрешленӗ кукӑр сабля туратран ҫакӑнса тӑрать, унӑн тепӗр енче пӗрене пуҫӗсем ҫине айлӗн-ҫийлӗн хунӑ хӑмасем ҫинче — темиҫе ҫӗр е ытларах та пулӗ, питӗрсе лартнӑ пӗчӗк кӗленчесем, ахӑрнех таҫти аптекӑран илнӗскерсем пулас, лараҫҫӗ.

По одну сторону командира лежала всякая сбруя — седла и уздечки, на стояке, на сучке висела кривая сабля в серебре, по другую сторону от него на досках, положенных на чурбашки — одна над другой, — стояло несколько сот — если не больше — закупоренных пузырьков, взятых, видимо, где-то в аптеке.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Урайне пӑрахрӗҫ, алӑкне тултан питӗрсе илчӗҫ.

Бросили на пол, приперли снаружи дверь.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пулеметсемпе тӗлленӗ теплушка алӑкӗсен хӑлӑпӗсене пралукпа яваласа хураҫҫӗ те, ниҫтан тухмалла мар пичетлесе хунӑ шанчӑксӑр поезда запасной ҫул ҫине кӗртсе лартаҫҫӗ, унта ӑна, икӗ енчен те, стрелкӑсене уҫмалла мар, пушӑ составсемпе питӗрсе хураҫҫӗ.

Под дулами пулеметов дверные скобки в теплушках были замотаны проволокой, запечатанный наглухо загадочный поезд отведен на запасный путь, и все стрелки забиты пустыми составами.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑрлатӑп та ҫеҫенхире, Кальмиус хӗррине илсе каятӑп, унта хӑмӑшран хӳшӗ тӑватӑп та Тонькӑна питӗрсе лартатӑп, — шухӑшларӑм эпӗ.

Отнести ее в степь на берег речки Кальмиус, построить хату из камыша и запереть там Тоньку.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫӗр пӳрт алӑкне тул енчен питӗрсе хӑварнӑ иккен.

Дверь землянки оказалась запертой снаружи.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Малтан вӗсем халал сӑмахӗн текстне урӑхла ӑнланнӑ пек кӑтартса, хӑйсем мӗн хӑтланнине тӳрре кӑларма тӑрӑшса пӑхнӑ, кайран, ӗҫӗ ытла шала кӗрсе кайсан, ашшӗн халал сӑмахне ещӗке питӗрсе хунӑ та пӗр-пӗринпе тавлаша пуҫланӑ.

Сначала они пытались оправдать свои действия, перетолковывая текст завещания, а затем, когда дело зашло уже чересчур далеко, братья заперли отцовское завещание в «долгий ящик» и начали между собой ссориться.

2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Анчах вӑл мана акӑ мӗн ҫинчен асӑрхаттарчӗ: эпӗ чӗреренех тӗрӗслӗхе хисеплетӗп пулсан, манӑн ӑна хам урӑх тарма шутламанни ҫинчен шантарса тӗрӗс сӑмах каламалла, унсӑрӑн вӑл мана Лиссабона ҫитичченех хам каютӑра питӗрсе пыма пултарать.

Но он заявил, что раз я питаю такую глубокую привязанность к истине, то должен дать ему честное слово не покушаться больше на свою жизнь во время этого путешествия, иначе он будет держать меня под замком до самого Лиссабона.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Анчах матроссенчен пӗри мана чӑрмантарчӗ, вӑл эпӗ тарма тӑни ҫинчен капитана пӗлтерчӗ, капитан мана хамӑн каютӑна питӗрсе лартма хушрӗ.

Но один из матросов помешал мне и доложил о моем покушении капитану, который велел закрыть меня в моей каюте.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Алӑка питӗрсе хӑварнӑ пулсан ун витӗр мӗнле тухса кайма пултарнӑ-ха стариксем?

Кто может уйти из дома сквозь запертые на замок двери?

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Питӗрсе хӑварнӑскерсем, мӗнле тухӗҫ-ха ӗнтӗ кунтан?

Они ведь были заперты и не верили, что им удастся выйти.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Иккӗленмелли ҫук, алӑка питӗрсе хӑварнӑ.

Сомнений быть не могло, дверь была заперта!

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Приютран тухсан вӑл унӑн алӑкӗсене питӗрсе илсе ҫӑрине хӑйӗн кӗсйине чикнӗ иккен.

Уходя, она заперла дверь дома и положила ключ к себе в карман, представляешь?

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Король тухса кайсан, виҫӗ кунтанах вӗсем хула хапхисене питӗрсе лартнӑ, губернаторне арестленӗ те, хулан тӑватӑ кӗтесӗнче те кӗске вӑхӑтрах тӑватӑ пысӑк башня туса лартнӑ, башньӑсен ҫӳлӗшӗ хула варринче ларакан гранитлӑ шӗвӗр ту ҫӳлӗшех пулнӑ.

Не прошло и трех дней после отъезда короля, как горожане заперли ворота, арестовали губернатора и в невероятно короткий срок воздвигли по четырем углам города четыре массивные башни такой же высоты, как и гранитная остроконечная скала, возвышающаяся как раз в центре города.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав усал Лина ӑна тул енчен питӗрсе илнине арҫын ача тӳрех ӑнланчӗ.

Он же не знал, что это зловредная Лина опять заперла её на засов.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл хӑвӑртах ирӗке ан тухтӑр тесе амӑшӗ алӑка питӗрсе хучӗ.

Мама сразу же задвинула засов, чтобы он не вырвался на волю.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней