Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав ҫитменлӗхрен, шухӑш-кӑмӑл тивӗҫлӗхӗ енчен илсен, икӗ майпа ҫеҫ хӑтӑлма пулать: ҫын Али-Паша Янинский, Джеззар-Паша Сирийский, Мегемет-Али Египетский евӗр калама ҫук путсӗр, чӑтма ҫук ултавҫӑ пулсан — вӗсем Европа дипломачӗсене тата Аслӑ Наполеона (Джеззар) хӑйне те пӗчӗк ачасене улталанӑ пек улталанӑ, улталаса ҫав тери вӑйланса кайнӑ, вӑл вӑйланса кайнине пула ҫыннӑн пӗр лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлне те: каппайлӑхне те, хӑйне хисеплеттерме юратнине те, хӑй пуҫ пулса тӑрассине юратнине те, хӑйне хӑй юратнине те, нимӗне те хускатма ҫук; анчах ҫакӑн пек улталакан геройсем питӗ сахал, Европа ҫӗршывӗсенче вӗсем ҫукпа пӗрех, ҫак ҫӗр-шывсенче ҫав тери ӑста путсӗрлӗхе ҫыннӑн нумай лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлӗсем пӑсса тӑраҫҫӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Эпир сире, Дмитрий Сергеич, питӗ хисеплетпӗр, пирӗн сире хамӑр ҫемьен ҫывӑх пӗлӗшӗ тӑвас килет; эсӗ, Верочка, Дмитрий Сергеичран ан ютшӑн, эпӗ Михаил Иваныча Дмитрий Сергеичӑн ҫураҫнӑ хӗр пур, тесе калӑп, Михаил Иваныч вара ӑна кӗвӗҫмӗ».
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Факт вӑл акӑ ҫакӑ: Лопухов каланине малтан йӑл кулса, унтан питӗ тимлӗн итлекен Верочка, Лопухов Марья Алексевнӑпа мар, унпа хӑйӗнпе калаҫать тата шӳтлесе мар, тӗрӗссипе калаҫать, тесе шухӑшланӑ; Лопухов каланине мӗн пуҫламӑшӗнчех тимлӗн итлекен Марья Алексевна Верочка еннелле ҫаврӑнчӗ те: «Тусӑмҫӑм, Верочка, мӗн эсӗ пӗрмаях чӗмсӗр ларатӑн? Халӗ эсӗ Дмитрий Сергеевичпа паллашнӑ ӗнтӗ, фортепьяно калама ыйтасчӗ те хӑвӑн юрласа парасчӗ!» — ҫак сӑмахсем акӑ мӗне пӗлтернӗ:
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чей ӗҫменнипе учитель Марья Алексевнӑна унчченех килӗшнӗччӗ; вӑл йӗркеллӗ, ӗҫе тӗплӗн тӑвакан ҫын пулни пур енчен те курӑнать; калаҫасса вӑл сахал калаҫать, ҫӑмӑлттай мар, — ҫакӑ лайӑх та ӗнтӗ; анчах калать пулсан, лайӑх калать вара, уйрӑмах укҫа-тенкӗ ҫинчен лайӑх калать; анчах виҫӗмкунхи каҫранпа вара Марья Алексевна учителе пушшех хаклама пуҫларӗ: учителӗн хӑй урок ирттерекен ҫемьесенчи хӗрсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнме юрамасть, питӗ пысӑк чӑрмав пур: ун пек ҫамрӑк ҫынсен ҫавнашкал пысӑк чӑрмав сайра хутра кӑна пулать вӗт.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Питӗ тӗрӗс калатӑр.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Мӗн калаҫмалли ҫак ун ҫинчен, питӗ нумай.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Питӗ нумай.

— Питӗ пысӑк!

Вӑл «ман ҫураҫнӑ хӗр», — «сирӗн ҫураҫнӑ хӗр» — «эпӗ ӑна питӗ юрататӑп», «вӑл хитре» тенисене илтнӗ те, учитель ун пек кун пек шухӑш тытас ҫуккине курса, лӑпланнӑ; иккӗмӗш кадриль вӑхӑтӗнче ирӗклӗнех каҫхи апат пекки — закуска хатӗрленӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ ҫех вӑл тӗлӗнмелле иккенне пӗлместӗн, эпӗ вара ҫак вӑл тӗлӗнмелле маррине пӗлетӗп, пӗр ҫакӑ ҫеҫ питӗ тӗрӗс, пӗр ҫакӑ ҫеҫ этеме тивӗҫлӗ; пите лайӑх, этеме тивӗҫлӗ, — «эпӗ хаваслӑ та телейлӗ» — апла пулсан, «ман пурне те хаваслӑ та телейлӗ тӑвас килет», — этеме тивӗҫлӗн каласан, Верочка, ҫак шухӑшсем иккӗшӗ те пӗр шухӑшах.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ, Верочка, ҫав шухӑшсем пурнӑҫра витӗр курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, урӑх ҫынсем, урӑх кӗнекесем ҫырнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫынсем ҫав шухӑшсем лайӑх шухӑшсем, анчах вӗсенчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, тесе шутлаҫҫӗ, халӗ, Верочка, чечексем ҫурӑлнӑ вӑхӑтра уйра тутлӑ шӑршӑ сарӑлнӑ пек, пур ҫӗрте те ҫав шухӑшсем сарӑлнӑ; вӑл шухӑшсем пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗреҫҫӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аннӳнтен те, пурӑнас пулать текен тата мӗншӗн улталаса, ҫаратса пурӑнмаллине каласа кӑтартакан аннӳнтен те, илтнӗ; вӑл сана хирӗҫлесе каласшӑн пулнӑ, анчах хӑй эсӗ каланинех малалла каласа кайнӑ, эсӗ вӗсене сӗмсӗр те пӑсӑлса кайнӑ француженкӑран, хӑйӗн еркӗнне хӑй хыҫҫӑн горничнӑй пек сӗтӗрсе ҫӳрекенскерӗнчен те, илтнӗ, вӑл унпа мӗн тӑвас тет, ҫавна тума пултарать, ҫапах та, шухӑшласа пӑхсан, унӑн хӑйӗн ирӗкӗ ҫуккине, унӑн ҫынсене юрама тӑрӑшмаллине, хӑйне ирӗксӗрлемеллине, ку ӑна питӗ йывӑррине асӑрхать, — ма пурӑнмалла мар-ха ун хӑйӗн Сергейӗпе, ырӑ та ҫемҫе кӑмӑллӑ вӑл, питӗ ҫепӗҫскер, — ҫапах та француженка: «анчах маншӑн та, ҫавӑн пек ухмахскершӗн те пулин, кун пек пурнӑҫ питӗ начар», тет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ вӑл: ун ҫураҫнӑ хӗрӗ хӑйне юратакансене пурне те тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, тет, пурте мана мӗнле туйӑннӑ, ҫапла пулать иккен, вӑл питӗ ӑнланмалла каласа кӑтартнӑ, вара вӗсем пурте хӑвӑртрах ҫавӑн пек пултӑрччӗ тесе тӑрӑшма пуҫланӑ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мана вӑл ҫак питӗ ҫӑмӑл, нимӗнрен те ҫӑмӑлрах пек, унсӑр пурӑнма та май килмен пек, вӑл чӑнахах та йӑлтах ҫапла пулас пек, вӑл пуринчен те тӗрӗсрех пек туйӑнатчӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Питӗ тӗлӗнмелле, — шухӑшлать Верочка, — вӑл чухӑнсем ҫинчен мӗн каланине те, хӗрарӑмсем ҫинчен мӗн каланине те, мӗнле юратмалли ҫинчен каланине те — ҫаксене пурне те эпӗ хам туйнӑ-ҫке-ха, пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнӑ, — ӑҫтан илнӗ-ха эпӗ вӗсене?
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Мӗнле питӗ час, кӗтмен ҫӗртен-ха ку, — шухӑшлать Верочка вечер пӗтнӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗччен ларнӑ чухне, — пуҫласа калаҫрӑмӑр та питӗ ҫывӑх пулса тӑтӑмӑр!
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав хӗрарӑма эпӗ питӗ юратса пӑрахрӑм.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл мана хӑй ҫинчен питӗ лайӑх мар каласа пачӗ, мана хӑйпе малалла тӗл пулма хушмарӗ, — эпир унпа пачах та урӑх ӗҫ пирки тӗл пултӑмӑр, — вилес патнех ҫитмелле йывӑр пулсан, вӑл мана хӑйпе калаҫса пӑхма хушрӗ, анчах ун пек пулмасан — ниепле те юрамасть.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл мана питӗ юратать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир, ӑна пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитиччен илтнӗскерсем, пурте кадриль ташланӑ вӑхӑтра ҫавӑн пек калаҫни питӗ тӗлӗнмелле тейӗпӗр.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Кӑна эпӗ хам пӗччен калама пӗлместӗп; кӑна манӑн хӗр ҫеҫ калама пултарать; кунта эпӗ пӗччен, унсӑрӑн, ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп: кун пирки вӑл тӑрӑшать, вӑл питӗ вӑйлӑ, вӑл тӗнчере пуринчен те вӑйлӑрах.