Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алешка кӗрӗк пиншаксем хушшине чӑмрӗ те, майданра чылайччен халӑх шӑпланма пӗлмесӗр ҫухӑрашрӗ.Алешка нырнул в гущу полушубков, и над майданом надолго распростерлась потерянная тишина.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шинельсем, кӗрӗксем, ҫиелтен шинель пуставӗпе турттарнӑ кӗрӗк пиншаксем, курткӑсем, ватка хурса ҫӗленӗ сӑхмансем тӑхӑннӑ казаксем ушкӑншарӑн площадьре уткаласа ҫӳрерӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
…Хыпалансах кӗрӗк пиншаксем ҫӗлеҫҫӗ, ҫӑматӑсем хатӗрлеҫҫӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ Качкачев вилтӑпри патне темшӗн халӑх нумай пухӑннӑ: арҫынсем хӑшӗ бурка е башлык, хӑшӗ чылай кивелнӗ ҫар шинельне тата сенкер е хӗрли тӑрӑллӑ кубанка, хӗрарӑмсем кӗске кӗрӗксем е ваткӑллӑ пиншаксем тӑхӑннӑ, пуҫӗсене шурӑ шаль тутрисем ҫыхнӑ; машинӑсем тӑраҫҫӗ — кунта грузовиксем те, легковиксем те пур; тачанкӑсем, вӑрӑм та ҫӑмӑл урапасем, тӗрлӗрен тӗслӗ йӗнерленӗ лашасем — ҫакӑ пӗтӗмпе темле пысӑк экспедици лагерӗ пек туйӑнать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа та эпӗ матрос бушлачӗсенчен пиншаксем ҫӗлеме шут тытрӑм, вӗсем манӑн ахалех выртатчӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
- 1
- 2