Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паҫӑр сăмах пирĕн базăра пур.
паҫӑр (тĕпĕ: паҫӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паҫӑр ирхине Аликов каланине халь ӗнтӗ хам туйрӑм эпӗ: ҫынсем хисеплеҫҫӗ Турунова, пӗрисем хисеплеҫҫӗ ҫеҫ мар, юратаҫҫӗ те, теприсем — унран кӗвӗҫсен те, ӑна килӗштермесен те — хисеплемесӗр тӑма пултараймаҫҫӗ…

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл паҫӑр эпӗ каланӑ ача.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакна эпӗ кӑмӑлсӑррӑн каланине, кунпа пӗрлех ассӑн сывласа янине илтсе, редактор ман ҫине тӗллесерех, кӑмӑлӑм мӗнлине сӑн-питӗме курса та пӗлесшӗн пулса тинкерчӗ те (паҫӑр, алӑкран кӗнӗ чухне, пӗрре пӑхса илнӗччӗ-ха вӑл, пӑхса илнӗ май пуҫне стена ҫумӗнчи пукансем еннелле сӗлтнӗччӗ: ирт, лар) вара «корреспонденцийӗ» савӑнтараканскер пулманнине сисрӗ ахӑр, — сӗтел умнелле пӗр-ик утӑм турӗ, пушӑ аллипе ҫырӑва илсе, ӑна кам ҫырнине пӗлчӗ, унтан вула пуҫларӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Паҫӑр ӑслӑ сӑмахсемпе савӑнтарчӗ, халь — ачалӑх илемӗпе.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паҫӑр, комисси членӗсем умӗнче тӑнӑ чух, нумай пурӑнса, нумай курнӑ ҫын пек калаҫрӗ Надя, халь вӑл — ача-тӑк ача.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паҫӑр вӑл йывӑр шухӑшсене пула пуҫне усса, хура шухӑшсене пула тӗксӗмленсе ларатчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ара, каларӑм-ҫке паҫӑр, — айккинелле пӑхрӗ вӑл, куҫне тартрӗ, — ку чухнехи ҫамрӑксем ирӗкрех пурӑнасшӑн, терӗм…

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эс, Ҫеркей, паҫӑр хапха умӗнче пакӑлтатнине шута ан ил, манса кай, — терӗ, кӑштах хӗрелсе.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паҫӑр ирхине, сире кӗтме сӑмах панӑ чухне, кӳршӗ районти колхоза каймаллине аса та илмен.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паҫӑр пӗр-пӗр ҫемьене е хӗрачасене хваттере ярасси ҫинчен сӑмах хускатнӑччӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паҫӑр асӑннӑ цех начальникӗ, Кузайкин тусӑм, килмессерен хӑпартланса янрашать: «Сан патна кӑмӑл туртать, Степан Гаврилч, каяс та килмест сан патӑнтан. Культурӑллӑ пурӑнан», — тет.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӳртри япаласене курса, интеллигентлӑ ҫын темелле ӑна, ҫав вӑхӑтрах хӑй паҫӑр, Атӑл хӗрринче чухне, интеллигентсенчен кулнӑ евӗр перкелешсе илчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах паҫӑр, кун пирки сӑмах хускалсан, Ҫтаппан майӗ-майӗпе хамах каласа парӑп тенине аса илтӗм те чӗнмерӗм.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паҫӑр пӗрре каларӑм, халь татах калатӑп: Нарспие пӗр тиркемесӗр мухтани хӗрарӑмсен кӑмӑлне пӑсма, вӗсене ытлашши чӑрсӑрлатма пултарать.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мана вӑл паркра паҫӑр хут ҫырса пачӗ.

Помоги переводом

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

— Сана эп паҫӑр ника терӗм.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Паҫӑр Герасим Федотович хӗр умӗнче туртма аванмартан шӑрпӑк пирки шарламарӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта паҫӑр ҫумасӑрах лартнӑ чашӑк-тирӗке кушак чӑнкӑртаттарать.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Паҫӑр сирӗн кил картинчен пӗрӗхсе тухнӑ каччӑ та хӗрсен ҫи-пуҫне хаклама пӗлмест-ши? — тӑрӑхларах каларӗ Герасим Федотович.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Степан Фомич, паҫӑр Мавра мӑнаккапа мӗнле чеелӗх ҫинчен калаҫрӑр ҫав?

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней