Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Кун-ҫул тӳпинчен» кӗнеке, пӗтӗмӗшпе илсен, паха кӗнеке пулсан, «Тилли юррисем» кӗнеке, унӑн юррисене уйрӑм илсе пӑхсан, кашниех интереслӗ те паха.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Магазина паха тумтир килне — вӑл темле майпа хыҫалтан кӗрсе тӑхӑнса та тухнӑ, сайра-пӗрре тӗл пулакан ҫырла-ҫимӗҫ сутаҫҫӗ — чи селӗммине, чи шултрине вӑл туяннӑ, пӗр-пӗр паха йышши пулӑ килнӗ — вӑл илсе юлма та ӗлкӗрнӗ…
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Вӗсен паха ӗҫ опычӗ ыттисемшӗн чӑнласах та тӗслӗх шутӗнче тесен те йӑнӑшах мар пулӗ, вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе хамӑрӑн ҫӗршывра анчах мар, ытти ҫӗршывсенче те палӑрса тӑраҫҫӗ», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts
— Эпӗ унта: «Рекламӑна илӗр ӗнтӗ, доктор господин, ку питӗ паха та пысӑк ӗҫ, — тесе калӑп. Ҫаплах, питӗ паха та пысӑк ӗҫ тесех, калатӑп. Паллах, Цэрнэне малтан хӑйӗн ҫи-пуҫне кӑштах тасатса йӗркене кӗртме, ҫӑвӑнма хушмалла. Ҫаплах, ҫак ӗҫ пӗтӗмпех Цэрнэ тавра пулса иртет те. Цэрнэ ячӗпе эпир утмӑл ҫул хушши канмасӑр, хӑйӗн ҫӗр-шывӗн ырлӑхӗпе лӑпкӑлӑхӗшӗн ӗмӗр тӑршшӗпе пӗр ӳркенмесӗр ӗҫленӗ рабочие чысланӑ пек тӑвӑпӑр. Ҫӗршыв ӑна хисеплет, тейӗпӗр… Кунта Хородничану кирлӗ мар! Эпӗ хам, шкул директорӗ, ҫав сӑмахсене калатӑп. Вӗсен хул айӗсем кӑтӑкланмаллах калатӑп. Юлашкинчен вара эпӗ хам кӗсйерен ҫӗр лей кӑларатӑп та: «Тархасшӑн, мастер господин, эсир ҫакна, пӗчӗк укҫана ман ятӑмран илӗр, турӑ сире ытларах парӗ…», тейӗп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пысӑк квалификациллӗ специалист ҫамрӑксене хӑйӗн паха опытне вӗрентсе пырать, хулана вӑхӑтра тата пӗр чӑрмавсӑр паха шывпа тивӗҫтерессишӗн тӑрӑшать.
Канаш хулине ҫур ӗмӗр ытла паха шывпа тивӗҫтерет // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... 8%d0%b2ec/
Ҫывӑрса кайиччен эпӗ капитана: манӑн ещӗкре паха мебель пур, ӑна ҫухатма шел, унта пит селӗм гамак, ҫул ҫинче илсе ҫӳремелли паха кровать, икӗ пукан, сӗтел тата комод пур; пӗтӗм пӳлӗме пурҫӑнпа пусма тавар ҫапнӑ, терӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Уншӑн тесен — ӑшӑ та питӗ пултӑр — ҫавӑ паха, ҫавӑ паха.
V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Петруҫӑн пӗчӗк тусӗнче те шӑпах ҫавнашкал ҫынсен паха енӗсем пӗтӗҫсе тӑнӑ иккен, ҫав паха енсене пурнӑҫран илме е юри хӑнӑхнипе пухма ҫук; вӗсем, талант евӗр, генилӗх евӗр, уйрӑм ҫынсен кӑна пулма пултараҫҫӗ, пит ир, ҫамрӑклах палӑраҫҫӗ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӗсем пурте паха ӗҫсем, паха япаласем.
11 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
6. Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ту ҫинче пур халӑхсем валли чи паха апатран, паха эрехрен, шӑмӑ ҫӑвӗнчен тата чи таса эрехрен ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлӗ; 7. ҫакӑ ту ҫинче Вӑл пур халӑхсене витсе тӑракан вителӗке, мӗнпур ӑру ҫинче выртакан вителӗке, тӗп тӑвӗ.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫичӗ паха ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул; ҫичӗ паха пучах та — ҫичӗ ҫул: пӗр тӗлӗкех ку; 27. лешӗсем хыҫӗнчен тухнӑ ҫичӗ ырхан та начар ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул, тухӑҫран вӗрекен ҫилпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ пучах та — ҫичӗ ҫул, выҫлӑх ҫулӗсем вӗсем.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унтан татах тӗлӗк куртӑм: акӑ пӗр хӑмӑлтан ҫичӗ тулли те паха пучах ӳссе тухрӗ; 23. акӑ вӗсем хыҫҫӑн тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ та выҫӑ пучах ӳссе тухрӗ; 24. выҫӑ пучахсем ҫичӗ паха пучаха ҫисе ячӗҫ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурнӑҫ кустӑрми ют ҫӗре илсе кайсан та, шӑпа ҫав тӑрӑхра «йӑва» ҫавӑрма ыйтсан та — ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха.
Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/
Мӑкӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, унтах тымар ярса пурӑнакан Любовь Кузьминашӑн та тӑван ен паха.
Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/
Кайран ҫак паха материал республика тӑрӑх саланать.
Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/
Питомник ҫумӗнче 10 гектар ҫинче паха лиственницӑсен плантацине чӗртсе тӑратнӑ.
Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/
— Сиккассинчи участок лесничестви таврара хӑйӗн паха питомникӗпе палӑрса тӑрать.
Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/
Ҫак ҫул ҫӳревсенче диаспора представителӗсемпе иртнӗ тӗл пулусенче тӑван чӗлхе пӗлтерӗшне ӳстерес ыйтусене хускатни паха.
Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken
«Ял клубне юсанӑ хыҫҫӑн хаваслӑ самантра уҫнӑ кун ал ӗҫӗсен куравне йӗркелерӗмӗр. Унта кам мӗн тума пултарать, ҫав япаласене илсе пынӑ. Эпӗ те хамӑн тӗрӗсене унта илсе кайнӑччӗ. Ял халӑхӗ ман ӗҫсемпе ҫавӑнта паллашрӗ. Республикӑри конкурса хутшӑнма мана клуб заведующийӗ Мая Иванова, манӑн тӗрӗсене курнӑскер, сӗнчӗ. Хутшӑннӑшӑн кӑмӑллӑ эпӗ. Маншӑн ытти ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашни паха пулчӗ. Эп ӑсталанӑ ӗҫсене пысӑк хак пани те савӑнтарчӗ, ҫӗнӗ япаласем тӗрлеме хавхалантарчӗ», - пӗлтерчӗ хӑй ҫинчен Альбина Вячеславовна.
Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv
Шурӑ пир ҫинчи паха тӗрӗ те - «Тӗрленӗ Чӑваш Ен» питӗ капӑр та пуян пуласса шанас килет.
Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen