Поиск
Шырав ĕçĕ:
Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗртӗм, Эпӗ сана Саул аллинчен хӑтартӑм, 8. сана хуҫун ҫуртне тата хуҫун арӑмӗсене патӑм, сана Израильпе Иуда килне патӑм, [саншӑн] ҫакӑ та сахал пулсассӑн, сана тата та хушса панӑ пулӑттӑм; 9. мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне уямарӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн?
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анна ҫапла хуравласа каланӑ: апла мар, хуҫамӑм; эпӗ — чун-чӗререн хурланакан арӑм, эрех те, ҫиккер те ӗҫмен эпӗ; чунӑма Ҫӳлхуҫа умӗнче уҫса патӑм; 16. хӑвӑн чуруна юрӑхсӑр хӗрарӑм тесе ан шутла, эпӗ хама чӑтма ҫук хурлӑх пуснӑран ҫапла нумайччен калаҫрӑм, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӗр ашшӗ каланӑ: эсӗ арӑмна курайми пултӑн пулӗ терӗм, ҫавӑнпа ӑна пуса каччи пулнӑ тусна патӑм; авӑ йӑмӑкӗ унран та чипертерех; ҫавӑ арӑму вырӑнне пултӑр, тенӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ эпӗ ҫакӑнта юлнӑ халӑхсен ҫӗрне те, хам ҫӗмӗрсе тӑкнӑ пур халӑхсен ҫӗрне те — Иорданран пуҫласа хӗвеланӑҫ еннелле Аслӑ тинӗс хӗррине ҫитиччен сарӑлса выртакан ҫӗре — сире, шӑпа тӑрӑх, еткерлӗхе валеҫсе патӑм.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ; 7. Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм: 8. манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм; 9. ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ; 10. акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре; 11. анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп; 12. эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: вӗсенчен ан хӑра: Эпӗ вӗсене санӑн аллуна патӑм, пӗри те сана хирӗҫ тӑраймӗҫ вӗсем, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа вара ӑна каланӑ: Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова тупа туса: «ӑна санӑн вӑрлӑхна паратӑп» тесе каланӑ ҫӗр акӑ; Эпӗ сана ӑна хӑвӑн куҫупа курма патӑм, анчах эсӗ унта кӗреймӗн, тенӗ.
Аст 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Виҫҫӗмӗш ҫулхине, вуннӑмӗш пайсен ҫулӗнче, эсӗ, хӑвӑн [ҫӗрӳ] ӳстернӗ пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне уйӑрса илсе, ӑна хӑвӑн килӳ-ҫуртунта ҫиччӗр, тӑранччӑр тесе левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма парсассӑн, 13. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче кала: эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн хушнисене, мӗн ӳкӗтлесе каланисене пурне те пурӑнӑҫласа, эпӗ [хамӑн] килӗмрен сӑваплине уйӑрса илтӗм, ӑна левита, ютран килнӗ ҫынна, тӑлӑх ачана тата тӑлӑх арӑма патӑм: Санӑн ӳкӗтӳсенчен иртмерӗм, вӗсене манмарӑм; 14. эпӗ ӑна хуйхӑллӑ-суйхӑллӑ чухне тутанман, ӑна эпӗ хам таса мар чухне те тытман, унран илсе, вилнисене асӑнмашкӑн та паман; эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑм сӑмахне итлесе тӑтӑм, Эсӗ мана мӗн ӳкӗтлесе каланине пӗтӗмпех пурӑнӑҫларӑм; 15. Хӑвӑн сӑваплӑ ҫуртунтан, тӳперен, пӑхсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, пиллесемччӗ, пире Ху панӑ ҫӗре пиллесемччӗ, — Эсӗ ӑна, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, аттемӗрсене [пире пама пулса] мӗнле тупа тунӑ, ҫапла патӑн, тесе кала.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах; 15. Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм; 16. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре, 17. ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак ҫӗре эпир ун чухне Арнон юхӑм шывӗ патӗнчи Ароертан пуҫласах илтӗмӗр; вара Галаад тӑвӗн ҫуррине, хули-мӗнӗпе, эпӗ Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне патӑм; 13. Галаадӑн юлашки пайне тата пӗтӗм Васана, Ог патшалӑхне, эпӗ Манассиян ҫур йӑхне патӑм, ӑна пӗтӗм Аргов ҫӗрӗпе пӗтӗм Васана патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Левий ывӑлӗсене Эпӗ акӑ пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑнӑшӑн, унта кӗлӗ йӗркисене туса тӑнӑшӑн Израилӗн пӗтӗм пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне патӑм; 22. Израиль ывӑлӗсем вара, ҫылӑха кӗрсе вилес темесессӗн, малашне пуху чатӑрӗ патне ан ҫывӑхарччӑр: 23. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене хӑйсем ҫине илсе, пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене левитсем туса тӑччӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫана кӳрекен чи лайӑх йывӑҫ ҫӑвне, чи лайӑх иҫӗм ҫырлипе чи лайӑх тырра, ҫак ҫимӗҫсенчен чи малтан ӗлкӗрнисене, Эпӗ сана патӑм; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫана парнелекен малтанхи мӗнпур ҫӗр ҫимӗҫӗ сана пултӑр; ӑна сан килӳнти кашни таса ҫын ҫиме пултарать.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳлӗм Израиль ывӑлӗсене Турӑ ҫилли ан ҫиттӗр тесе, сӑваплӑ вырӑнта тата парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ йӗркисене ҫапла туса тӑрӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн тӑванӑрсене, левитсене, Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса илсе, Ҫӳлхуҫана халалласа, вӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр тесе сире патӑм; 7. парне вырӑнӗ умӗнче тата шалта чаршав хыҫӗнче священник тумалли пӗтӗм ӗҫе эсир — эсӗ те, санӑн ывӑлусем те — тимлӗ, тирпейлӗ туса тӑрӑр; Эпӗ сире священник пулма халаллатӑп, урӑх ҫынна вара ҫакӑнта ҫывӑхарсассӑн вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ левитсене тасатса Мана халалласассӑн, вӗсем вара пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Мана Израиль ывӑлӗсем вырӑнне панӑ: 16. Израиль ывӑлӗсен вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗ вырӑнне Эпӗ вӗсене Хам валли илетӗп, 17. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнисем — этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — пурте Манӑн: Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пӗтӗмпе пӗтерсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене Хам валли тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм те 18. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне левитсене илтӗм; 19. вара левитсене Израиль ывӑлӗсем хушшинчен уйӑрса Ааронпа унӑн ывӑлӗсене патӑм, вӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑччӑр, Израиль ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑн патне пырса ан пӗтчӗр тесе, вӗсене Израиль ывӑлӗсене сыхласа хӑваракансем турӑм, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп; 3. Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм, 4. ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума, 5. харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм; 6. акӑ Эпӗ ӑна хӑйне пулӑшса тӑмашкӑн Аголиава — Дан йӑхӗн ҫыннине, Ахисамах ывӑлне — паратӑп, кашни ӑслӑ ҫын чӗрине ӑслӑлӑх хывӑп, вӗсем Эпӗ сана мӗн хушнине пурне те туса ҫитерччӗр: 7. пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн хупӑлчине, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, 8. сӗтелпе унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 9. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 10. Аарон священникӑн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тата сӑваплӑ тумтирне, унӑн ывӑлӗсенӗн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне, 11. сӗрмелли ҫӑва, сӑваплӑ пӳлӗмре ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине — вӗсем пурне те Эпӗ сана хушнӑ пек тӑвӗҫ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫакна асамҫӑсене каласа патӑм, анчах никам та мана ӑнлантарса параймарӗ, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Лия каланӑ: Турӑ мана лайӑх парне пачӗ; халӗ ӗнтӗ упӑшкам манпа пурӑнӗ, эпӗ ӑна ултӑ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Татах йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ упӑшкам ман ҫума ҫыпҫӑнӗ, эпӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.