Поиск
Шырав ĕçĕ:
Апла пулин те Напата хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман, Мероэ хулинче пурӑннӑ тапхӑрта та патшасем унта патшана ларнӑ, кунта вӗсене пытарнӑ.
Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8
— Лаши те, ҫуни те питӗ чаплӑ — патшасем ларса ҫӳремелли, — терӗ правление халь ҫеҫ килнӗ колхозниксенчен пӗри.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сехри хӑпнӑ Пурис сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫаврӑнса тимлерӗ — патшасем ларакан престол пуканӗ ҫинче лӑпсӑр-лӑпсӑр сӑсар ҫӑмлӑ, тӗпсӗр хаяр вут куҫлӑ, элттем-шелттем хапи-масиллӗ илес-мелес ӑш хӑпартмӑш ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унта ӗлӗк патшасем пурӑннӑ.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Патшасем пирки ун калама юрать-и?
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унта патшасем час-часах улшӑнса тӑраҫҫӗ.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем халь патшасем ҫинчен мар, Российӑна, тӑван киле ҫӑласси ҫинчен шутлаҫҫӗ.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫак уява пирӗн патшасем шухӑшласа кӑларнӑ.
«Манӑн тӑван, юратнӑ Чӑваш Ен…» // Пишу и не жужжу. https://t.me/ZHURNALIST_Komarova/197
Патшасем, корольсем, императорсем, кайзерсем, хансем тата ытти ҫӑхансем халӑхпа халӑха тытӑҫтараҫҫӗ!
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Анчах хӗрарӑмшӑн Урапа Ванькки мар, патшасем пӗр-пӗрне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫакнашкал чухӑн патшасем хӑйсен ҫарӗсене укҫалла пуян патшасене тара параҫҫӗ, кашни ҫыншӑн куллен укҫа илсе тӑраҫҫӗ.Эти нищие государи отдают свои войска в наем богатым соседям за определенную поденную плату.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кунсӑр пуҫне, Европӑра чухӑнланса юлнӑ, хӑйсем тӗллӗн вӑрҫӑ вӑрҫма пултарайман патшасем те чылай шутланаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Патшасем пӗр-пӗринпе тӑванла пулин те е пӗр-пӗрин хӗрне качча илни те час-часах вӑрҫӑ вӑрҫтаракан сӑлтав пулса тӑрать.Кровное родство или брачные союзы являются весьма частой причиной войн между государями.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Патшасем хушшинче ҫакнашкал хисеплӗ йӑла та анлӑ сарӑлнӑ: пӗр-пӗр патша хӑйне хирӗҫ тухнӑ тӑшманпа ҫапӑҫма тепӗр патшана хӑйне пулӑшма чӗнет пулсан, тӑшманне хӑваласа янӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйне пулӑшнӑ патша ҫӗршывне ярса илет те, патшине вӗлерет е тӗрмене хупса лартать, е ҫӗршывран хӑваласа кӑларса ярать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑшпӗр чухне вӑрҫа ӗмӗтсӗр те хӑйсене хисепленине юратакан патшасем пуҫарса яраҫҫӗ, вӗсем нихҫан та хӑйсен аллинче тӑракан ҫӗрсемпе хайсене пӑхӑнакан ҫынсем тӗлӗшӗпе ҫителӗклӗ пулмаҫҫӗ, ҫавӑнпа ялан хӑйсен ҫӗрӗсемпе ҫыннисен хисепне ӳстерессишӗн ҫунаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мӗншӗн тесен, терӗ вӑл, патшасем хӑйсен ҫӗршывӗн йӑлисене яланах пит хытӑ уяҫҫӗ пулсан та, эпӗ ытти государствӑсенче хамӑра курса вӗренмелли мӗн те пулин тупсан пит савӑнаттӑм, терӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Патшасем хыҫҫӑн вӗсен свити, генералсем, ҫӗнтерӳшӗн турра кӗлтума пынӑ пупсем тарнӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Патшасем хушнине тата вӗсен планӗсене хирӗҫ вӑл хӑйӗн планне кӑларса тӑратнӑ, ҫак план тӑрӑх вӑл Дунай шывӗн сулахай енне чакса, Вена хулине французсене пама ыйтнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӗсене мӑшкӑлланӑ, вӗсене иккӗшне те хӗсӗрленӗ, вӗсене патшасем иккӗшне те курайман, вӑрҫӑсем ҫук чухне вӗсем ҫинчен пачах маннӑ.Их травили, преследовали, подвергали опале, о них забывали, когда не было войны.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Петр хыҫҫӑн пулнӑ патшасем ҫара, Петр патша пек ҫӳлӗ вырӑнта тытса тӑма пултарайман.Преемники Петра не сумели удержать армию на той высоте, на которую она была поднята ее основателем.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.